БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Иисус вуникӗ вӗренекенне чӗнсе илсе вӗсене пур усал сывлӑша та хӑваласа кӑларма, чирсенчен сыватма хӑват та, ирӗк те панӑ; |
| 2 |
| унтан вӗсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентсе, чирлисене сыватса ҫӳреме янӑ. |
| 3 |
| Вӑл вӗсене каланӑ: ҫул ҫине нимӗн те — туя та, хутаҫ та, ҫӑкӑр та, кӗмӗл те — ан илӗр, тумтир те икшер ан пултӑр; |
| 4 |
| пӗр ҫурта кӗрсен ҫавӑнтах тӑрӑр, кайнӑ чухне ҫавӑнтанах тухса кайӑр. |
| 5 |
| Ӑҫта та пулсан сире хапӑл тумасан, эсир ҫав хуларан тухса кайнӑ чухне урӑр ҫумӗнчи тусана силлесе хӑварӑр, ку вӗсене хирӗҫ кӳнтелени пулӗ, тенӗ. |
| 6 |
| Вӗренекенӗсем тухса кайнӑ та ялсем тӑрӑх Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, пур ҫӗрте те чирлисене сыватса ҫӳренӗ. |
| 7 |
| Ирод, ҫӗршывӑн тӑваттӑмӗш пайне тытса тӑраканскер, Иисус тунӑ пӗтӗм ӗҫ ҫинчен илтнӗ те тӗлӗнсе-аптӑраса кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн пӗрисем: Ку — вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иоанн, тенӗ; |
| 8 |
| тепӗрисем: Илия килнӗ, тенӗ; тата тепӗрисем: авалхи пророксенчен пӗри чӗрӗлсе тӑнӑ, тенӗ. |
| 9 |
| Ирод каланӑ: эпӗ Иоанн пуҫне кастартӑм; апла кам-ши Ку? Ун ҫинчен эпӗ тӗлӗнтермӗш сӑмахсем илтетӗп, тенӗ. Вӑл вара Ӑна курасшӑн пулнӑ. |
| 10 |
| Апостолсем таврӑннӑ та хӑйсем мӗн-мӗн туни ҫинчен Иисуса каласа кӑтартнӑ; Вӑл вара Хӑйпе пӗрле вӗсене анчах илсе Вифсаида ятлӑ хула ҫывӑхӗнчи пушӑ ҫӗре кайнӑ. |
| 11 |
| Анчах та халӑх, ҫавна пӗлсе, Ун хыҫҫӑн кайнӑ; Иисус, вӗсене хапӑл туса, вӗсемпе Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калаҫнӑ, сываласшӑн йӑлӑнакансене сыватнӑ. |
| 12 |
| Кун каҫ еннелле сулӑна пуҫланӑ. || Вуникӗ вӗренекенӗ Ун патне пырса каланӑ: халӑха тытса ан тӑрсамччӗ, вӗсем таврари ялсене ҫӗр выртма кайччӑр та апат-ҫимӗҫ тупчӑр: эпир кунта пушӑ ҫӗрте, тенӗ. |
| 13 |
| Вӑл вӗсене каланӑ: вӗсене эсир ҫимелли парӑр, тенӗ. Вӗсем каланӑ: пирӗн пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулӑсӑр пуҫне урӑх нимӗн те ҫук; ҫак мӗнпур халӑх валли апат-ҫимӗҫ пирӗн сутӑн кайса илес-и-мӗн? тенӗ. |
| 14 |
| Ҫыннисем вара пӗр пилӗк пине яхӑн пулнӑ. Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: вӗсене йӗрки-йӗркипе аллӑшарӑн лартса тухӑр-ха, тенӗ. |
| 15 |
| Вара ҫапла тунӑ, пурне те лартса тухнӑ. |
| 16 |
| Вӑл пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе, ҫӳлелле пӑхса пилленӗ те халӑха валеҫсе памашкӑн хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене панӑ. |
| 17 |
| Пурте ҫисе тӑраннӑ; юлашки татӑкӗсене тата вуникӗ кунтӑ пухнӑ. |
| 18 |
| Пӗррехинче Иисус улах ҫӗрте кӗлтунӑ, вӗренекенӗсем те Унпа пӗрле пулнӑ. Вӑл вӗсенчен ыйтнӑ: халӑх Мана кам вырӑнне хурать? тенӗ. |
| 19 |
| Вӗсем ҫапла хуравласа каланӑ: Шыва кӗртекен Иоанн вырӑнне, хӑшӗсем — Илия вырӑнне; тепӗрисем тата авалхи пророксенчен пӗри чӗрӗлсе тӑнӑ теҫҫӗ, тенӗ. |
| 20 |
| Вӑл вӗсенчен тата ыйтнӑ: эсир хӑвӑр Мана кам вырӑнне хуратӑр? тенӗ. Петр каланӑ: Турӑ Христосӗ вырӑнне, тенӗ. |
| 21 |
| Вӑл вӗсене ҫавӑн ҫинчен никама та калама хушман, |
| 22 |
| Вӑл ӗнтӗ Этем Ывӑлӗ нумай асапланасси ҫинчен, аслӑ ҫынсем, аслӑ священниксем, кӗнекеҫӗсем Ӑна йышӑнас ҫукки ҫинчен, Ӑна вӗлересси ҫинчен, Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен каланӑ. |
| 23 |
| Унтан пурне те каланӑ: Ман хыҫҫӑн пырас теекенӗ хӑй ирӗкне пӑрахтӑр та, хӗресне илсе, Ман хыҫҫӑн пытӑр. |
| 24 |
| Хӑй чунне упраса хӑварас теекенӗ ӑна ҫухатӗ; хӑйӗн чунне Маншӑн ҫухатаканӗ ӑна упраса хӑварӗ. |
| 25 |
| Ҫын пӗтӗм тӗнчене тытса тӑракан пулса, анчах хӑйне хӑй пӗтерсессӗн е хӑйне сиен тусассӑн, ӑна мӗн усси пулӗ? |
| 26 |
| Кам та кам Манран, Манӑн сӑмахӑмсенчен вӑтанать, Этем Ывӑлӗ те Хӑйӗн мухтавлӑхӗпе, Ашшӗн тата сӑваплӑ ангелсенӗн мухтавлӑхӗпе килнӗ чухне унран вӑтанӗ. |
| 27 |
| Чӑн калатӑп сире: ҫакӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем Турӑ Патшалӑхне курмасӑр вилмӗҫ, тенӗ. |
| 28 |
| Ҫак сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн пӗр сакӑр кунран Вӑл Хӑйпе пӗрле Петра, Иоана тата Иакова илсе ту ҫине кӗлтума улӑхнӑ. |
| 29 |
| Кӗлтунӑ чухне Унӑн сӑнӗ улшӑннӑ, тумтирӗ шап-шурӑ, ялтӑртатса тӑракан пулнӑ. |
| 30 |
| Акӑ Унпа икӗ ҫын калаҫса тӑнӑ, вӗсем Моисейпе Илия пулнӑ; |
| 31 |
| мухтавлӑн курӑннӑскерсем, вӗсем Унӑн пурӑнӑҫӗ Иерусалимра вӗҫленмелли ҫинчен калаҫнӑ. |
| 32 |
| Петра та, унпа пӗрле пулнисене те ыйхӑ пуснӑ; вӑрансассӑн вӗсем Иисус мухтавлӑхне тата Унпа пӗрле тӑракан икӗ ҫынна курнӑ. |
| 33 |
| Ҫав ҫынсем Ун патӗнчен кайнӑ чухне Петр, хӑй мӗн каланине хӑй те пӗлмесӗр, Иисуса ҫапла каланӑ: Вӗрентекен! кунта лайӑх пире; атьӑр виҫӗ хӳшӗ тӑвар: пӗрне — Сан валли, тепӗрне — Моисей валли, тата тепӗрне — Илия валли, тенӗ. |
| 34 |
| Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ хушӑрах пӗр пӗлӗт курӑннӑ, ҫавӑ вӗсене хупӑрласа илнӗ; пӗлӗт ӑшне пулсан, вӗсем хӑраса ӳкнӗ. |
| 35 |
| Пӗлӗт варринчен: Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Ӑна итлӗр, тесе калакан сасӑ илтӗннӗ. |
| 36 |
| Ҫак сасӑ шӑплансассӑн Иисус каллех пӗчченех юлнӑ. Вӗренекенӗсем вара хӑйсем мӗн курни ҫинчен ҫав кунсенче никама та каламан. |
| 37 |
| Тепӗр кунне, ту ҫинчен ансассӑн, Иисуса темӗн чухлӗ халӑх кӗтсе илнӗ. |
| 38 |
| Халӑх хушшинчен сасартӑк пӗр ҫын кӑшкӑрса каланӑ: эй Вӗрентекен! йӑлӑнатӑп Сана, манӑн ывӑлӑма пырса пӑхсам, манӑн ҫак ывӑл анчах: |
| 39 |
| ӑна усал тытса пӑрахать те, вӑл сасартӑк кӑшкӑрса ярать; ӑна шӑнӑр туртса лартать, ҫӑварӗнчен кӑпӑк тухать; усал ӑна йӑлт асаплантарса пӗтерсен ҫеҫ сирӗлет; |
| 40 |
| усал сывлӑша хӑваласа кӑларма эпӗ Санӑн вӗренекенӳсене йӑлӑнтӑм та, вӗсем пултараймарӗҫ, тенӗ. |
| 41 |
| Иисус ҫапла хуравласа каланӑ; эх, ӗненмен, пӑсӑлнӑ ӑру! Манӑн хӑҫанччен сирӗнпе пӗрле пулмалла-ши? хӑҫанччен тӳсмелле-ши сире? ывӑлна кунта илсе кил, тенӗ. |
| 42 |
| Лешӗ Ун патне пынӑ чухнех усал сывлӑш ӑна тытса пӑрахса чӗтретме пуҫланӑ; Иисус усал сывлӑша чарса ачана сыватнӑ та ашшӗне панӑ. |
| 43 |
| Пурте вара Туррӑн аслӑлӑхӗнчен тӗлӗннӗ. Ҫапла пурте Иисус мӗн тунинчен тӗлӗнсе тӑнӑ чухне Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: |
| 44 |
| ҫак сӑмахсене эсир хӑлхӑра чикӗр: Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ, тенӗ. |
| 45 |
| Анчах вӗсем ҫав сӑмаха ӑнланайман: вӗсемшӗн вӑл пӗлмелле мар пулнӑ, вӗсем ӑна пӗлеймесӗрех юлнӑ; ҫавӑн ҫинчен Хӑйӗнчен ыйтма хӑранӑ. |
| 46 |
| Вӗсен: «пирӗн хушшӑмӑрта хӑшӗ аслӑрах-ши?» теекен шухӑш ҫуралнӑ. |
| 47 |
| Иисус, вӗсен ӑшӗнчи шухӑша пӗлсе, пӗр ачана илнӗ те ӑна Хӑй умне тӑратса |
| 48 |
| каланӑ вӗсене: кам ҫак ачана Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, вӑл Мана хапӑл тӑвать; Мана хапӑл тӑвакан Мана яракан Аттене хапӑл тӑвать; сирӗн хушшӑрта кам хӑйне чи кӗҫӗне хурать, ҫавӑ чи асли пулӗ, тенӗ. |
| 49 |
| Ҫавӑн чухне Иоанн каланӑ: Вӗрентекен! эпир Сан ятупа усалсене хӑваласа кӑларакан ҫынна куртӑмӑр; хӑй пирӗнпе ҫӳремен пирки эпир ӑна чартӑмӑр, тенӗ. |
| 50 |
| Иисус ӑна каланӑ: ан чарӑр; кам сире хирӗҫ мар, вӑл сирӗн майлӑ, тенӗ. |
| 51 |
| Хӑйне ку тӗнчерен илес кунсем ҫывӑхара пуҫласассӑн, Иисус Иерусалима кайма шутланӑ; |
| 52 |
| Вӑл вара Хӑй умӗнчен хыпарҫисене янӑ; лешӗсем кайнӑ та Иисус пынӑ ҫӗре хатӗрлесе хума Самарири пӗр яла кӗнӗ; |
| 53 |
| анчах Иисуса унта йышӑнман, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Иерусалима каякан ҫулҫӳревҫӗ пек курӑннӑ. |
| 54 |
| Ҫавна курсан Унӑн вӗренекенӗсем Иаковпа Иоанн ҫапла каланӑ: Вӗрентекен! кӑмӑлу пулсан эпир, Илия тунӑ пек, тӳперен вут-ҫулӑм антарса, ҫавсене пӗтерме хушӑпӑр, тенӗ. |
| 55 |
| Вӑл, вӗсен еннелле ҫаврӑнса, вӗсене чарса каланӑ: эсир хӑвӑр мӗнлине пӗлместӗр; |
| 56 |
| Этем Ывӑлӗ ҫын чунне пӗтерме килмен, ҫӑлма килнӗ, тенӗ. Унтан вӗсем урӑх яла кайнӑ. |
| 57 |
| Вӗсем ҫулпа пынӑ чухне Иисуса пӗр ҫын каланӑ: Вӗрентекен! Эсӗ кирек ӑҫта кайсассӑн та, эпӗ Сан хыҫӑнтан пырӑп, тенӗ. |
| 58 |
| Иисус ӑна каланӑ: тиллӗн те шӑтӑкӗ пур, вӗҫен кайӑкӑн та йӑви пур; Этем Ывӑлӗн вара пуҫне чикме те вырӑнӗ ҫук, тенӗ. |
| 59 |
| Тепӗрне: Ман хыҫран пыр, тенӗ. Лешӗ каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр! малтан мана аттеме кайса пытарма ирӗк парсамччӗ, тенӗ. |
| 60 |
| Иисус ӑна ҫапла каланӑ: вилнисене вилнисемех пытарччӑр; эсӗ вара кай та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе ҫӳре, тенӗ. |
| 61 |
| Тата тепӗри каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр! эпӗ Сан хыҫӑнтан пырӑп, анчах малтан мана килтисемпе сывпуллашма ирӗк парсамччӗ, тенӗ. |
| 62 |
| Иисус ӑна каланӑ: аллине акапуҫ тытсан каялла ҫавӑрӑнса пӑхакан Турӑ Патшалӑхӗшӗн шанӑҫлӑ мар вӑл, тенӗ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/luke/009.mp3
24
9