БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Иисус ҫӳлелле пӑхса каланӑ: эй Аттем! вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ: Хӑвӑн Ывӑлна мухтава кӑлар, Ывӑлу та Сана мухтава кӑлартӑр. |
| 2 |
| Эсӗ пур этеме те Ун аллине панӑ, Хӑв панисене Вӑл пурне те ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ патӑр, тенӗ. |
| 3 |
| Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вӑл — Сана, пӗртен-пӗр чӑн Турра, пӗлни тата Хӑв янӑ Иисус Христоса пӗлни. |
| 4 |
| Эпӗ ҫӗр ҫинче Сана мухтава кӑлартӑм, Эсӗ Мана тума хушнӑ ӗҫе туса ҫитертӗм. |
| 5 |
| Эй Аттем! халӗ ӗнтӗ Мана Хӑвӑн патӑнта мухтава кӑлар, тӗнче пуличченех Хӑвӑн патӑнта пулнӑ аслӑлӑхӑмпа мухтава кӑлар. |
| 6 |
| Эсӗ Мана тӗнчерен панӑ ҫынсене Эпӗ Санӑн ятна пӗлтертӗм; вӗсем Санӑнччӗ, Эсӗ вӗсене Мана патӑн, вӗсем Санӑн сӑмахна упраса хӑварчӗҫ; |
| 7 |
| Эсӗ Мана пани пӗтӗмпех Санран килнине халӗ ӗнтӗ вӗсем ӑнланса илчӗҫ: |
| 8 |
| Эпӗ вӗсене Мана Ху панӑ сӑмахсене каласа патӑм та, вӗсем ӑна хапӑл турӗҫ, Эпӗ Сан патӑнтан килнине чӑнласах ӑнланчӗҫ, Мана Эсӗ янине ӗненчӗҫ. |
| 9 |
| Эпӗ вӗсемшӗн йӑлӑнатӑп: пӗтӗм тӗнчешӗн йӑлӑнмастӑп, Мана Хӑв панисемшӗн йӑлӑнатӑп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — Санӑн; |
| 10 |
| Манӑн мӗн пурри пӗтӗмпе — Санӑн, Санӑнни — Манӑн; Эпӗ вӗсем урлӑ мухтава тухрӑм. |
| 11 |
| Эпӗ ӗнтӗ тӗнчере мар, вӗсем вара тӗнчере, Эпӗ Сан патна пыратӑп. Эй Святой Аттем! Эсӗ Мана панисене Хӑвӑн ятупа упрасам, вӗсем те Пирӗн пекех пӗр пулччӑр. |
| 12 |
| Эпӗ вӗсемпе пӗрле тӗнчере пулнӑ чухне вӗсене Санӑн ятупа упрарӑм; Ху Мана панисене Эпӗ сыхласа хӑвартӑм, пӗтес ывӑлсӑр пуҫне вӗсенчен пӗри те пӗтмерӗ. Ҫапла Ҫырури сӑмах вырӑна килчӗ. |
| 13 |
| Халӗ ӗнтӗ Сан патна пыратӑп: вӗсен ӑшӗнче Манӑн савӑнӑҫӑм тулли пултӑр тесе, ҫакна Эпӗ тӗнчере чухне калатӑп. |
| 14 |
| Эпӗ вӗсене Санӑн сӑмахна каласа патӑм, тӗнче вӗсене курайми пулчӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем те, Ман пекех, тӗнченӗн мар. |
| 15 |
| Вӗсене тӗнчерен ил тесе йӑлӑнмастӑп, усал-тӗселтен сыхласа тӑр тесе йӑлӑнатӑп. |
| 16 |
| Вӗсем те, Ман пекех, тӗнченӗн мар. |
| 17 |
| Вӗсене Хӑвӑн чӑнлӑхупа тасат: Санӑн сӑмаху — чӑнлӑх. |
| 18 |
| Эсӗ Мана тӗнчене янӑ пек, Эпӗ те вӗсене тӗнчене ятӑм; |
| 19 |
| вӗсем те чӑнлӑхпа тасалччӑр тесе, вӗсемшӗн Эпӗ Хама паратӑп. |
| 20 |
| Вӗсемшӗн анчах йӑлӑнмастӑп, вӗсен сӑмахне итлесе Мана ӗненекенсемшӗн те йӑлӑнатӑп, |
| 21 |
| пурте пӗр пулччӑр: эй Аттем! Эсӗ — Ман ӑшӑмра, Эпӗ Сан ӑшӑнта пулнӑ пек, вӗсем те Пирӗн ӑшра пӗр пулччӑр — Мана Эсӗ янине тӗнче ӗнентӗр. |
| 22 |
| Эпир пӗр пулнӑ пек, вӗсем те пӗр пулччӑр тесе, Эсӗ Мана панӑ мухтава вӗсене патӑм. |
| 23 |
| Эпӗ — вӗсен ӑшӗнче, Эсӗ — Ман ӑшӑмра; вӗсем те пӗр-пӗтӗм пулччӑр; Мана Эсӗ янине, Эсӗ вӗсене Мана юратнӑ пекех юратнине тӗнче пӗлтӗр. |
| 24 |
| Эй Аттем! Эсӗ Мана панисем те Эпӗ ӑҫта, ҫавӑнта Манпа пӗрле пулччӑр, Эсӗ Мана тӗнчене пултаричченех юратса панӑ мухтава курччӑр. |
| 25 |
| Эй тӳрӗ Аттемӗм! тӗнче Сана пӗлмерӗ; Эпӗ пӗлтӗм Сана, вӗсем те Мана Эсӗ янине пӗлчӗҫ; |
| 26 |
| Эсӗ Мана юратни вӗсенче те пултӑр тесе, Эпӗ вӗсен ӑшӗнче пулам тесе, Эпӗ вӗсене Санӑн ятна пӗлтертӗм, тата та пӗлтерсе тӑрӑп, тенӗ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/john/017.mp3
21
17