БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ҫакна каласан Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Кедрон юхӑмӗн тепӗр енне кайнӑ; унта йывӑҫ пахчи пулнӑ; Иисуспа Унӑн вӗренекенӗсем ҫав пахчана кӗнӗ. |
| 2 |
| Иисуспа Унӑн вӗренекенӗсем унта тӑтӑшах пыркаланӑ, ҫавӑнпа вӑл вырӑна Ӑна тытса паракан Иуда та пӗлнӗ. |
| 3 |
| Ҫапла ӗнтӗ Иуда, пӗр ушкӑн салтак тата аслӑ священниксемпе фарисейсен тарҫисене ертсе, унта хунарсемпе, ҫутаткӑҫсемпе, хӗҫсемпе пырса ҫитет. |
| 4 |
| Иисус Хӑйӗнпе мӗн пуласса пӗтӗмпе пӗлсе вӗсем патне тухнӑ та: кама шыратӑр? тенӗ. |
| 5 |
| Ӑна ҫапла хуравланӑ: Назарет Иисусне, тенӗ. Иисус калать вӗсене: Вӑл Эпӗ, тет. Ӑна тытса паракан Иуда та вӗсемпе пӗрле тӑнӑ. |
| 6 |
| Иисус «Вӑл Эпӗ» тесенех, вӗсем каялла чакса ҫӗре ӳксе пӗтнӗ. |
| 7 |
| Вӑл вӗсенчен каллех: кама шыратӑр? тесе ыйтнӑ. Лешӗсем: Назарет Иисусне, тенӗ. |
| 8 |
| Иисус ҫапла хуравланӑ: Эпӗ сире «Вӑл Эпӗ» тесе каларӑм-ҫке; Мана шыратӑр пулсассӑн вӗсене ан тивӗр, кайччӑр вӗсем, тенӗ. |
| 9 |
| Ҫапла ӗнтӗ, Вӑл «Эсӗ Мана панисенчен Эпӗ пӗрне те пӗтермерӗм» тенӗ сӑмах вырӑна килнӗ. |
| 10 |
| Петр теекен Симонӑн хӗҫ пулнӑ; вӑл хӗҫне туртса кӑларнӑ та аслӑ священник чури ҫине сулса ярса унӑн сылтӑм хӑлхине касса татнӑ; ҫав чура Малх ятлӑ пулнӑ. |
| 11 |
| Иисус Петра каланӑ: хӗҫне йӗннине чиксе хур; Аттем панӑ куркана Манӑн епле ӗҫес мар? тенӗ. |
| 12 |
| Вара салтаксем, пинпӳсем тата иудейсен тарҫисем Иисуса тытса ҫыхнӑ. |
| 13 |
| Ӑна малтан Анна патне, Каиафа хуньӑшӗ патне, илсе пынӑ, лешӗ ҫав ҫул аслӑ священник пулнӑ. |
| 14 |
| Шӑпах ҫав Каиафа ӗнтӗ иудейсене «халӑхшӑн пӗр ҫын пӗтни аванрах пулӗ» тесе канаш панӑ пулнӑ. |
| 15 |
| Иисус хыҫӗнчен Симон Петрпа тепӗр вӗренекенӗ пынӑ; ҫав вӗренекен аслӑ священникӑн пӗлӗшӗ пулнӑ, вӑл Иисуспа пӗрле аслӑ священник картишне кӗнӗ; |
| 16 |
| Петр вара тулашӗнче, хапха умӗнче, тӑнӑ. Унтан аслӑ священник паллакан вӗренекен тухнӑ та, хапха хураллакан хӗрарӑмпа калаҫса илсе, Петра та илсе кӗнӗ. |
| 17 |
| Ҫавӑн чухне хапха хураллакан хӗрарӑм чура Петра калать: эсӗ те ҫак Ҫыннӑн вӗренекенӗ мар-и? тет. Вӑл: ҫук, тет. |
| 18 |
| Ун чухне сивӗ пулнӑ, чурасемпе тарҫӑсем вут хурса ун тавра ӑшӑнса тӑнӑ; Петр та вӗсемпе пӗрле ӑшӑнса тӑнӑ. |
| 19 |
| Аслӑ священник Иисусран Унӑн вӗренекенӗсем ҫинчен тата Унӑн вӗрентӗвӗ ҫинчен ыйтнӑ. |
| 20 |
| Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ тӗнчене уҫҫӑн каларӑм; Эпӗ кирек хӑҫан та иудейсем ялан пуҫтарӑнакан синагогӑпа Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентрӗм, вӑрттӑн нимӗн те каламан. |
| 21 |
| Мӗншӗн Манран ыйтатӑн? Эпӗ мӗн каланине илтнисенчен ыйт — вӗсем Эпӗ мӗн каланине пӗлеҫҫӗ, тенӗ. |
| 22 |
| Вӑл ҫапла каласан, ҫавӑнта тӑракан тарҫӑсенчен пӗри Ӑна питӗнчен ҫупса ярса каланӑ: Эсӗ аслӑ священника ҫапла хуравлатӑн-и-ха? тенӗ. |
| 23 |
| Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ лайӑх мар каларӑм пулсан, мӗн лайӑх маррине кӑтартса пар, аван каларӑм пулсан, эсӗ Мана мӗншӗн ҫапатӑн? тенӗ. |
| 24 |
| Анна вара Иисуса, ҫыхнӑскере, аслӑ священник Каиафа патне янӑ. |
| 25 |
| Симон Петр ҫаплах ӑшӑнса тӑнӑ. Ҫавӑн чухне каланӑ ӑна: эсӗ те Унӑн вӗренекенӗ мар-и-ха? тенӗ. Вӑл туннӑ: ҫук, тенӗ. |
| 26 |
| Аслӑ священникӑн чурисенчен пӗри, хӑлхине Петр касса татнин хурӑнташӗ, ҫапла калать: эпӗ хам сана Унпа пӗрле пахчара курмарӑм-и вара? тет. |
| 27 |
| Петр каллех туннӑ; ҫав самантра автан авӑтса янӑ. |
| 28 |
| Каиафа патӗнчен Иисуса преторие илсе кайнӑ. Ку ӗҫ ирхине пулнӑ; ирсӗрленес мар тесе, иудейсем преторие кӗмен, мӗншӗн тесессӗн вӗсен пасха ҫимелле пулнӑ. |
| 29 |
| Ҫавӑнпа Пилат вӗсем патне хӑй тухнӑ та: эсир Ку Ҫынна мӗн тӗлӗшпе айӑплатӑр? тенӗ. |
| 30 |
| Вӗсем ӑна хуравласа каланӑ: Вӑл усал ҫын пулмасан, эпир Ӑна сана тытса памӑттӑмӑр, тенӗ. |
| 31 |
| Пилат хуравласа каланӑ вӗсене: эсир Ӑна илсе кайӑр та хӑвӑр саккунӑрпа сут тӑвӑр, тенӗ. Иудейсем каланӑ ӑна: пире никама та вӗлерме ирӗк паман, тенӗ. |
| 32 |
| Ҫапла Иисус Хӑй мӗнле вилӗмпе вилесси ҫинчен пӗлтерсе каланӑ сӑмах ҫитнӗ. |
| 33 |
| Ҫавӑн чухне Пилат каллех преторие кӗнӗ те Иисуса чӗнсе илсе каланӑ: Эсӗ Иудея Патши-и? тенӗ. |
| 34 |
| Иисус ӑна хуравласа каланӑ: эсӗ ҫапла хӑвӑн сӑмахна калатӑн-и е сана Ман ҫинчен ыттисем каласа пачӗҫ-и? тенӗ. |
| 35 |
| Пилат хуравласа каланӑ: эпӗ иудей-им? Сана Хӑвӑн халӑхупа аслӑ священниксем ман алла тытса пачӗҫ; Эсӗ мӗн тунӑ? тенӗ. |
| 36 |
| Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: Манӑн Патшалӑхӑм ку тӗнчерен мар; Манӑн Патшалӑхӑм ку тӗнчерен пулсан, Манӑн ҫыннӑмсем Мана иудейсен аллине парас мар тесе хӳтӗленӗ пулӗччӗҫ; анчах Манӑн Патшалӑхӑм кунтан мар, тенӗ. |
| 37 |
| Пилат Ӑна: ҫавах та Эсӗ Патшах-и? тенӗ. Иисус хуравласа каланӑ: эсӗ хӑв Мана Патша тетӗн; Эпӗ чӑнлӑх ҫинчен каласа пӗлтермешкӗн ҫуралнӑ, ҫавӑншӑн тӗнчене килнӗ; чӑнлӑхшӑн пулсассӑн кирек кам та Ман сасса итлет, тенӗ. |
| 38 |
| Пилат Ӑна: чӑнлӑх мӗн вӑл? тенӗ. Ҫакна каласан хӑй каллех иудейсем патне тухнӑ та каланӑ вӗсене: эпӗ Унра нимӗнле айӑп та курмастӑп; |
| 39 |
| сирӗн Пасха умӗн мана пӗрне кӑларттарса ямалли йӑла пур, эсир Иудея Патшине кӑларттарасшӑн мар-и? эпӗ кӑларса ярӑп Ӑна, тенӗ. |
| 40 |
| Вара пурте каллех: Ӑна мар, Вараввӑна! тесе кӑшкӑрса янӑ. Варавва теекенӗ вӑрӑ-хурах пулнӑ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/john/018.mp3
21
18