БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Пилат вара Иисуса илсе кайса хӗнеме хушнӑ. |
| 2 |
| Салтаксем йӗплӗ хулӑран пуҫкӑшӑль явса Иисус пуҫне тӑхӑнтартнӑ, ҫине хӗрхӗлтӗм тум тӑхӑнтартнӑ, |
| 3 |
| сывӑ пултӑр Иудея Патши! тесе Ӑна питӗнчен ҫупа-ҫупа янӑ. |
| 4 |
| Пилат тата тепӗр хут тухса каланӑ вӗсене: акӑ эпӗ сире пӗлтермешкӗн Ӑна сирӗн патӑра илсе тухатӑп: эпӗ Унра нимӗнле айӑп та курмастӑп, тенӗ. |
| 5 |
| Иисус вара йӗплӗ пуҫкӑшӑльпех, хӗрхӗлтӗм тумтирпех тухнӑ. Пилат вӗсене: акӑ ҫавӑ Ҫын! тенӗ. |
| 6 |
| Аслӑ священниксемпе вӗсен тарҫисем Иисуса курсассӑн: || пӑталаттар Ӑна, пӑталаттар! тесе кӑшкӑрса янӑ. Пилат вӗсене калать: тытӑр та хӑвӑр пӑталӑр: эпӗ Унра айӑп курмастӑп, тет. |
| 7 |
| Иудейсем ӑна хуравласа каланӑ: пирӗн саккун пур, пирӗн саккун тӑрӑх, Ӑна вӗлермелле, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Хӑйне Турӑ Ывӑлӗ вырӑнне хурать, тенӗ. |
| 8 |
| Ҫак сӑмахсене илтсен Пилат тата ытларах хӑраса ӳкнӗ, |
| 9 |
| вӑл каллех преторие кӗнӗ те Иисуса каланӑ: Эсӗ ӑҫтан? тенӗ. Иисус нимӗн те каламан. |
| 10 |
| Пилат Ӑна калать: Эсӗ мана хуравламастӑн-и? пӗлместӗн-им: манӑн Сана пӑталаттарма та ирӗкӗм пур, кӑларса яма та ирӗкӗм пур, тет. |
| 11 |
| Иисус хуравласа каланӑ: сана ҫӳлтен паман пулсан, Ман тӗлӗшӗмрен санӑн нимӗнле ирӗк те пулас ҫукчӗ; ҫавӑнпа Мана санӑн аллуна тытса паракана ытларах ҫылӑх пулӗ, тенӗ. |
| 12 |
| Ҫакӑн хыҫҫӑн Пилат Иисуса ирӗке яма тӑрӑшнӑ. Иудейсем вара ҫапла кӑшкӑрнӑ: Ӑна ирӗке ярсан, эсӗ кесарӗн тусӗ мар вара, хӑйне хӑй патша вырӑнне хуракан кирек кам та кесарӗн тӑшманӗ вӑл, тенӗ. |
| 13 |
| Ҫак сӑмахсене илтсен Пилат Иисуса илсе тухма хушнӑ, хӑй Лифостротон теекен вырӑна, — еврейла Гаввафа, — сут тӑвакан вырӑна, ларнӑ. |
| 14 |
| Ун чухне Пасха умӗнхи эрнекун, улттӑмӗш сехет тӗлӗ пулнӑ. Пилат иудейсене каланӑ: акӑ сирӗн Патшӑр! тенӗ. |
| 15 |
| Лешӗсем: пӗттӗр, пӗттӗр, пӑталаттар Ӑна! тесе кӑшкӑрса янӑ. Пилат калать вӗсене: сирӗн Патшӑра пӑталаттарас-и манӑн? тет. Аслӑ священниксем хуравласа каланӑ: кесарьсӗр пуҫне пирӗн урӑх патша ҫук, тенӗ. |
| 16 |
| Ҫавӑн чухне вара Пилат Ӑна хӗрес ҫумне пӑталама вӗсен аллине панӑ. Иисуса илсе кайнӑ. |
| 17 |
| Вӑл Хӑйӗн хӗресне ҫӗклесе Пуҫ тӳпи теекен вырӑна (еврейла Голгофа) ҫитнӗ. |
| 18 |
| Ӑна ҫавӑнта хӗрес ҫумне пӑталанӑ; Унпа пӗрле тата икӗ ҫынна пӑталанӑ: пӗрне — пӗр енне, тепӗрне — тепӗр енне; Иисус вара варринче пулнӑ. |
| 19 |
| Пилат хӑма татӑкӗ ҫине «Назарет Иисусӗ, Иудея Патши» тесе ҫыртарнӑ та ҫавна хӗрес ҫумне ҫапса хунӑ. |
| 20 |
| Иисуса пӑталанӑ вырӑн хуларан инҫе пулман, ҫавӑнпа мӗн ҫырнине иудейсем нумайӑшӗ вуланӑ; ӑна еврейла, грекла, латинла ҫырнӑ пулнӑ. |
| 21 |
| Иудейсен аслӑ священникӗсем Пилата каланӑ: «Иудея Патши» тесе ан ҫыртар, «Вӑл Хӑйне Иудея Патши тесе каланӑ» тесе ҫыртар, тенӗ. |
| 22 |
| Пилат ҫапла хуравланӑ: мӗнле ҫырнӑ, ҫаплах пултӑр, тенӗ. |
| 23 |
| Иисуса хӗрес ҫумне пӑталасан, салтаксем Унӑн тумтирне илсе кашни валли пӗрер пай туса тӑватӑ пая уйӑрнӑ, хитонне те илнӗ; хитонӗ ҫӗлесе тунӑскер пулман, ӑна ҫӳлтен пуҫласа пӗтӗмпех тӗртсе тунӑ пулнӑ. |
| 24 |
| Ҫавӑнпа вӗсем каланӑ пӗр-пӗрне: ӑна ҫурас мар, уншӑн шӑпа ярас — кама тухӗ, тенӗ. Ҫапла ӗнтӗ Ҫырура калани — «Манӑн тумтирӗме хӑйсем хушшинче уйӑрчӗҫ, тумтирӗмшӗн шӑпа сиктерчӗҫ» — тени вырӑна килнӗ. Салтаксем шӑпах ҫапла тунӑ. |
| 25 |
| Иисуса пӑталанӑ хӗрес патӗнче Унӑн Амӑшӗ, Амӑшӗн аппӑшӗ Клеопа Марийӗ тата Мария Магдалина тӑнӑ. |
| 26 |
| Иисус, Хӑйӗн Амӑшне тата ҫавӑнта тӑракан Хӑйӗн юратнӑ вӗренекенне курсассӑн, Амӑшне каланӑ: Анне! акӑ Санӑн ывӑлу, тенӗ. |
| 27 |
| Унтан вӗренекенне калать: акӑ санӑн Аннӳ! тет. Ҫав вӑхӑтран вара ҫакӑ вӗренекенӗ Ӑна хӑй патне илнӗ. |
| 28 |
| Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус, ӗнтӗ пӗтӗмпех пулса ҫитнине пӗлсе, Ҫырура каланине пурӑнӑҫласа, ҫапла калать: ӑшӑм хыпрӗ, тет. |
| 29 |
| Ҫавӑнта сӗрхе тултарнӑ савӑт ларнӑ. Салтаксем сӗрхе сӑхтарнӑ губкӑна иссоп турачӗ вӗҫне тирсе Унӑн ҫӑварӗ патне илсе пынӑ. |
| 30 |
| Сӗрхе тутанса пӑхсан Иисус каланӑ: пулса ҫитрӗ! тенӗ. Унтан пуҫне уснӑ та — юлашки сывлӑшӗ тухнӑ. |
| 31 |
| Ун чухне эрнекун пулнӑ, ҫавӑнпа та иудейсем, вилесене хӗрес ҫинче шӑматкуна хӑварас мар тесе (ҫав шӑматкун аслӑ кун пулнӑ), Пилатран вӗсен ури тунисене ҫапса ватса вӗсене хӗрес ҫинчен антарма ыйтнӑ. |
| 32 |
| Вара салтаксем пынӑ та Иисуспа пӗрле пӑталанисенне иккӗшӗнне те ури тунисене ватнӑ; |
| 33 |
| Иисус патне пырсан, Вӑл вилнине курса, Унӑн ури тунисене ватман, |
| 34 |
| анчах пӗр салтакӗ Ӑна аякӗнчен сӑнӑпа чикнӗ те, ҫавӑнтах юнпа шыв юхса тухнӑ. |
| 35 |
| Ҫакна хӑй куҫӗпе курнӑскерӗ каласа кӑтартать, вӑл калани чӑн; сире ӗнентересшӗн хӑй чӑннине каланине вӑл пӗлет. |
| 36 |
| Ҫак ӗҫ пулса иртсе, Ҫырура «Унӑн шӑмми ванмӗ» тесе ҫырни ҫитнӗ. |
| 37 |
| Ҫырура тата тепӗр тӗлте «хӑйсем сӑнӑпа Чикни ҫине пӑхӗҫ» тенӗ. |
| 38 |
| Каярахпа Аримафея ҫынни Иосиф (вӑл Иисусӑн вӗренекенӗ пулнӑ, анчах иудейсенчен хӑранипе ҫакна палӑртман) Пилатран Иисус Ӳтне илме ирӗк ыйтнӑ; Пилат ӑна ирӗк панӑ. Вӑл вара кайнӑ та Иисус Ӳтне илнӗ. |
| 39 |
| Тата Никодим та — пӗрремӗш хут Иисус патне ҫӗрле пынӑскер — пынӑ, вӑл смирнӑпа алоэ хутӑштарса тунӑ ҫӗр литрӑна яхӑн ҫу илсе килнӗ. |
| 40 |
| Ҫапла вара вӗсем Иисус Ӳтне илнӗ те, иудейсен пытаракан йӑлипе, ӑна ырӑ шӑршӑллӑ ҫу сӗрсе пирпе чӗркенӗ. |
| 41 |
| Иисуса пӑталанӑ вырӑнта йывӑҫ пахчи пулнӑ; ҫав пахчара ҫӗнӗ тупӑклӑх пулнӑ, унччен унта никама та пытарман пулнӑ-ха. |
| 42 |
| Иудейсенӗн эрнекунне пула тата тупӑклӑхӗ ҫывӑхрах пулнӑран Иисуса ҫавӑнта пытарнӑ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/john/019.mp3
21
19