|
| 1 |
|
| Тепӗр икӗ кунран Галилейӑри Кана хулинче туй пулнӑ. Унта Иисусӑн Амӑшӗ те пынӑ. |
|
| 2 |
|
| Иисуспа вӗренекенӗсене те ҫав туя чӗннӗ. |
|
| 3 |
|
| Хӗрлӗ эрех ҫитменнине курса: «Вӗсен эрехӗ пӗтнӗ», – тенӗ Амӑшӗ Иисуса. |
|
| 4 |
|
| «Эй, Анне! Мана Эсӗ кун пирки мӗншӗн калатӑн? Манӑн вӑхӑтӑм ҫитеймен-ха», – тенӗ хирӗҫ Иисус. |
|
| 5 |
|
| Амӑшӗ тарҫӑсене: «Вӑл сире мӗн хушнине пӗтӗмпех тӑвӑр», – тенӗ. |
|
| 6 |
|
| Ҫавӑнта вунӑ витре кӗрекен ултӑ чул савӑт ларнӑ. Вӗсемпе иудейсем ӗҫсе ҫиес умӗн тасалу йӑлине тунӑ чух усӑ курнӑ пулнӑ. |
|
| 7 |
|
| «Савӑтсене шыв тултарӑр-ха», – тенӗ тарҫӑсене Иисус. Лешсем вара шывне туллиех тултарнӑ. |
|
| 8 |
|
| «Халӗ ӗнтӗ ӑсса илӗр те туй пуҫне леҫсе парӑр», – хушнӑ Иисус. Лешсем леҫсе панӑ. |
|
| 9 |
|
| Туй пуҫӗ шывран пулнӑ хӗрлӗ эрехе астивсе пӑхнӑ. Вӑл ҫав эрехе ӑҫтан илнине пӗлмен, ӑна шыв ӑсакан тарҫӑсем кӑна пӗлнӗ. Туй пуҫӗ вара кӗрӗве хӑй патне чӗнсе илнӗ те |
|
| 10 |
|
| ҫапла каланӑ: «Пурте лайӑхрах хӗрлӗ эрехе малтан параҫҫӗ. Кайран, ӗҫсе ҫитсен, япӑхраххине параҫҫӗ. Эсӗ вара лайӑх эрехне халиччен кӑлармасӑр тӑнӑ». |
|
| 11 |
|
| Ҫапла вара, Галилейӑри Кана хулинче хӑватлӑ ӗҫсем тума пуҫласа, Иисус Хӑйӗн чап-мухтавне кӑтартнӑ; вӗренекенӗсем Ӑна ӗненнӗ. |
|
| 12 |
|
| Ҫавӑн хыҫҫӑн Вӑл Хӑй те, Амӑшӗ те, тӑванӗсем те, вӗренекенӗсем те Капернаума кайнӑ, унта вӗсем темиҫе кун ҫеҫ пурӑннӑ. |
|
| 13 |
|
| Иудейсен пасха уявӗ ҫитеспе Иисус Иерусалима пынӑ. |
|
| 14 |
|
| Вара Вӑл Турӑ Ҫуртӗнче вӑкӑр, сурӑх, кӑвакарчӑн сутнине тата укҫа улӑштаракансем ларнине асӑрханӑ. |
|
| 15 |
|
| Иисус кантраран пушӑ тунӑ та вӗсене пурне те вӑкӑрӗ-сурӑхӗ мӗнӗпех Турӑ Ҫуртӗнчен хӑваласа кӑларнӑ. Вӑл укҫа улӑштаракансен укҫисене сапаласа янӑ, сӗтелӗсене тӳнтерсе тухнӑ. |
|
| 16 |
|
| Вара кӑвакарчӑн сутакансене каланӑ: «Кайӑк-кӗшӗк таврашне те илсе кайӑр кунтан! Аттем ҫуртне суту-илӳ ҫурчӗ тунӑ ан пултӑр!» |
|
| 17 |
|
| Ҫавӑн чухне Унӑн вӗренекенӗсем «Турӑҫӑм, Санӑн ҫуртушӑн ҫунни вут пек кӗллентерет Мана» тесе Ҫырнинчех каланине аса илнӗ. |
|
| 18 |
|
| Иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем вара: «Ҫапла тума тивӗҫӳ пуррине Эсӗ пире мӗнле паллӑ кӑтартса ӗнентерӗн?» – тенӗ. |
|
| 19 |
|
| «Ҫак Турӑ Ҫуртне пӑсӑр, Эпӗ вара ӑна виҫӗ кунран ҫӗнӗрен туса лартӑп», – хуравланӑ Иисус. |
|
| 20 |
|
| «Ку Турӑ Ҫуртне хӗрӗх ултӑ ҫул хушши тунӑ, Эсӗ ӑна виҫӗ кунрах туса лартасшӑн-и?» – тенӗ ҫакна илтсен иудейсем. |
|
| 21 |
|
| Турӑ Ҫурчӗ тесе Иисус Хӑйӗн ӳт-пӗвне каланӑ пулнӑ. |
|
| 22 |
|
| Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан, вӗренекенӗсем Иисусӑн ҫак сӑмахӗсене аса илнӗ. Вара Ҫырнинче каланине те, Иисус каланӑ сӑмахсене те ӗненнӗ. |
|
| 23 |
|
| Иерусалимра пасха уявӗнче пулнӑ чухне Иисус тӗрлӗ хӑватсем кӑтартнӑ. Ҫавна курсан чылайӑшӗ Ӑна ӗненме пуҫланӑ. |
|
| 24 |
|
| Анчах та вӗсем Хӑйне ҫапла ҫирӗп ӗненсе пӑрахнине Иисус шанман, мӗншӗн тесен Вӑл ҫынсене пурне те пӗлсе тӑнӑ. |
|
| 25 |
|
| Ӑна ҫын ҫинчен кӑтартса пани кирлӗ пулман, Вӑл Хӑех ҫынна витӗр курса тӑнӑ. |
|
|
|
|