БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Кесарире Корнилий ятлӑ пӗр ҫын — Итали полкӗ теекен ҫарти ҫӗрпӳ — пулнӑ, |
| 2 |
| вӑл тӳрӗ ҫын, пӗтӗм кил-йышӗпе Турӑран хӑраса, халӑха нумай ырӑлӑх туса, яланах Турра кӗлтуса пурӑнакан ҫын пулнӑ. |
| 3 |
| Вӑл кӑнтӑрла тӑхӑр сехет тӗлнелле хӑй патне Турӑ Ангелӗ уҫҫӑнах курӑнса кӗнине курнӑ, Ангел ӑна: Корнилий! тенӗ. |
| 4 |
| Лешӗ ун ҫине пӑхса илнӗ те хӑраса ӳксе каланӑ: мӗн-ха, Ҫӳлхуҫамӑм? тенӗ. Ангел ӑна хуравласа каланӑ: санӑн кӗллӳ, эсӗ мӗн ырӑ туни Туррӑн асне килчӗ. |
| 5 |
| Ӗнтӗ Иоппие ҫынсем яр та Петр теекен Симона чӗнтерсе кил. |
| 6 |
| Вӑл сӑран тӑвакан Симон ятлӑ пӗр ҫын патӗнче хӑна пулса пурӑнать, лешӗн ҫурчӗ — тинӗс хӗрринче; хӑвна Петр калас сӑмахсем урлӑ эсӗ ху та, санӑн пӗтӗм кил-йышу та ҫӑлӑнӗ, тенӗ. |
| 7 |
| Хӑйпе калаҫакан Ангел кайсассӑн, Корнилий хӑйӗн икӗ тарҫине тата хӑйне пӑхӑнса тӑракан салтаксенчен пӗрне, Турра хисеплекенскере, чӗнсе илнӗ те, |
| 8 |
| мӗн пулса иртнине пӗтӗмпе каласа парса, вӗсене Иоппие янӑ. |
| 9 |
| Тепӗр кунне, вӗсем хула патне ҫывӑхарса пынӑ вӑхӑтра, улттӑмӗш сехет тӗлнелле, Петр кӗлтумашкӑн пӳрт тӑррине улӑхнӑ. |
| 10 |
| Вӑл выҫӑ пулнӑ, унӑн ҫиесси килнӗ. Ун валли апат хатӗрленӗ хушӑра вара Петр кӗлтунӑ чухне, чи ҫӗкленӳлле самантра, |
| 11 |
| тӳпе уҫӑлса тӑнине курнӑ, тата темӗскер, тӑватӑ кӗтессинчен тытнӑ сарлака пир евӗрлӗскер, ҫӗрелле аннине курнӑ; |
| 12 |
| ун ҫинче темӗнле чӗрчун та пулнӑ: ҫӗр ҫинчи тем-тем йышши тӑватӑ ураллисем, тискер кайӑксем, шуса ҫӳрекеннисем тата вӗҫен кайӑксем. |
| 13 |
| Унтан ӑна: Петр, тӑр та — пусса ҫи, тенӗ сасӑ илтӗннӗ. |
| 14 |
| Анчах Петр ҫапла каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, эпӗ нихӑҫан та ирсӗррине е тасамаррине нимӗн те ҫимен, тенӗ. |
| 15 |
| Ӑна каллех, тепӗр хут, сасӑ илтӗннӗ: Турӑ тасатнине эсӗ таса мар тесе ан шутла. |
| 16 |
| Ҫакӑ виҫӗ хутчен пулнӑ; унтан пир евӗрлӗскерӗ каллех тӳпенелле ҫӗкленсе кайнӑ. |
| 17 |
| Петр ҫапла курӑнни мӗне пӗлтерет-ши тесе аптӑраса-шухӑшласа тӑнӑ чухне хайхи Корнилий янӑ ҫынсем Симон ҫурчӗ тӗлне ыйтса-пӗлсе хапхи умне ҫитсе тӑнӑ, |
| 18 |
| вӗсем кӑшкӑрса: Петр теекен Симон ҫакӑнта-и? тесе ыйтнӑ. |
| 19 |
| Петр хӑй курни ҫинчен шухӑшласа тӑнӑ хушӑра Сывлӑш ӑна каланӑ: акӑ сана виҫӗ ҫын шырать; |
| 20 |
| ан та пӗр иккӗленмесӗр вӗсемпе пӗрле кай — вӗсене Эпӗ ятӑм, тенӗ. |
| 21 |
| Петр вара Корнилий янӑ ҫынсем патне аннӑ та каланӑ: эсир шыраканни — эпӗ; мӗн ӗҫпе килтӗр эсир? тенӗ. |
| 22 |
| Вӗсем каланӑ: ырӑ ӗҫсем туса, Турӑран хӑраса пурӑнакан, пӗтӗм Иудея халӑхӗ хисеплесе тӑракан Корнилий ҫӗрпӗве сӑваплӑ Ангел, сана хӑй килне чӗнсе пырса, эсӗ каланине итлеме хушнӑ, тенӗ. |
| 23 |
| Петр ӗнтӗ вӗсене чӗнсе кӗртнӗ те хӑна тунӑ. Тепӗр кунне вӑл вӗсемпе пӗрле тухса кайнӑ, Иоппири тӑвансем те хӑшӗ-пӗри унпа пӗрле пынӑ. |
| 24 |
| Тепӗр кунне вӗсем Кесарие ҫитнӗ. Корнилий, хӑйӗн тӑванӗ-хурӑнташне, ҫывӑх тусӗ-йышне пуҫтарса, вӗсене кӗтсех тӑнӑ. |
| 25 |
| Петр пырса кӗнӗ чухне Корнилий, ӑна хирӗҫ тухса, ун ури умне ӳксе пуҫҫапнӑ. |
| 26 |
| Петр ӑна тытса тӑратнӑ та каланӑ: тӑр; эпӗ те ҫынах, тенӗ. |
| 27 |
| Унпа калаҫкаласа вӑл пӳрте кӗнӗ; унта темӗн чухлӗ ҫын пуҫтарӑннӑ пулнӑ. |
| 28 |
| Вӑл вӗсене каланӑ: иудей ҫыннине ют халӑх ҫыннипе хутӑшма та, ун патне кӗме те юраманнине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр; анчах пӗр ҫынна та ирсӗр е таса мар теме юраманнине мана Турӑ кӑтартса пачӗ. |
| 29 |
| Ҫавӑнпа та эпӗ чӗнсессӗнех килтӗм, турткаланса тӑмарӑм. Ӗнтӗ ыйтам-ха: эсир мана мӗн ӗҫпе чӗнсе илтӗр? тенӗ. |
| 30 |
| Корнилий каланӑ: тӑватӑмкун эпӗ ҫак сехетчен типӗ тытрӑм, тӑххӑрмӗш сехетре хам пӳртӗмре кӗлтурӑм; акӑ ман умӑма ҫап-ҫутӑ тумтирлӗ ар пырса тӑчӗ те |
| 31 |
| каларӗ: «Корнилий! санӑн кӗллӳ илтӗнчӗ, эсӗ мӗн ырӑ туни Туррӑн асне килчӗ. |
| 32 |
| Ӗнтӗ Иоппие ҫынсем яр та Петр теекен Симона чӗнтерсе кил; вӑл тинӗс хӗрринче, сӑран тӑвакан Симон ҫуртӗнче, хӑна пулса пурӑнать; вӑл килсе сана каласа парӗ» терӗ. |
| 33 |
| Эпӗ ҫийӗнчех сан патна ҫынсем ятӑм; эсӗ килни аван пулчӗ. Турӑ сана мӗн хушнине пӗтӗмпех илтесшӗн эпир халӗ пурсӑмӑр та Турӑ умӗнче тӑратпӑр, тенӗ. |
| 34 |
| Петр сӑмах пуҫарса каланӑ: халӗ ӗнтӗ чӑнахах пӗлтӗм: Турӑшӑн пур ҫын та — пӗрех, |
| 35 |
| Турӑран хӑраса тӑракан ҫын, тӳрӗлӗхпе пурӑнакан ҫын кирек епле халӑх ҫынни пулсан та Турӑшӑн кӑмӑллӑ. |
| 36 |
| Иисус Христос урлӑ канӑҫлӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, Турӑ Израиль ывӑлӗсене сӑмах янӑ: ҫак Иисус Христос — пуринӗн те Ҫӳлхуҫи. |
| 37 |
| Иоанн шыва кӗме вӗрентнӗренпе Галилейӑран пуҫласа пӗтӗм Иудейӑра мӗн-мӗн пулнине эсир пӗлетӗр: |
| 38 |
| Назарет Иисусне Турӑ Таса Сывлӑш та, хӑват та пачӗ, Турӑ Унпа пӗрле пулчӗ, ҫавӑнпа Вӑл, ырӑ ӗҫсем туса, усал ернисене пурне те сыватса ҫӳрерӗ. |
| 39 |
| Вӑл Иудея ҫӗрӗнче, Иерусалимра мӗн-мӗн тунине, юлашкинчен Ӑна йывӑҫ ҫумне ҫакса вӗлернине пурне те эпир хамӑр курнӑ. |
| 40 |
| Турӑ Ӑна виҫҫӗмӗш кунне чӗртсе тӑратрӗ те курӑнмалла турӗ, |
| 41 |
| анчах Иисус пур халӑха та курӑнмарӗ, каласа кӑтартмашкӑн Турӑ малтанах суйласа хунӑ ҫынсене — пире, Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсассӑн Унпа пӗрле ӗҫсе ҫинӗскерсене — анчах курӑнчӗ. |
| 42 |
| Вӑл пире ҫынсене вӗрентсе ҫӳреме хушрӗ тата Хӑй Турӑ палӑртса хунӑ Тӳре — чӗррисенӗн те, вилнисенӗн те Тӳри — иккенне пӗлтерме хушрӗ. |
| 43 |
| Ӑна ӗненекенӗн кирек камӑн та Унӑн ячӗпе ҫылӑхӗсем каҫарӑнӗҫ тесе, Ун ҫинчен пур пророк та каласа пӗлтернӗ, тенӗ. |
| 44 |
| Петр ҫак сӑмахне каласа та пӗтереймен-ха, ӑна итлесе тӑракансем ҫине пурин ҫине те Таса Сывлӑш аннӑ. |
| 45 |
| Таса Сывлӑш тивлечӗ суя тӗнлӗ ҫынсем ҫине те аннинчен Петрпа пӗрле пынӑ ӳт кастарнӑ ӗненекенсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ: |
| 46 |
| ӗнтӗ лешӗсем тӗрлӗ чӗлхепе калаҫнине, Турра мухтанине вӗсем хӑйсем илтсе тӑнӑ. Вара Петр каланӑ: |
| 47 |
| хамӑр пекех Таса Сывлӑш илнӗ ҫынсене шывпа тӗне кӗме кам чарма пултарӗ? тенӗ. |
| 48 |
| Вара вӑл вӗсене Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗме хушнӑ. Унтан вӗсем Петра хӑйсем патӗнче пӗр темиҫе кун пурӑнма тимленӗ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/acts/010.mp3
28
10