БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ҫав вӑхӑтра Ирод патша ӗненекен ушкӑнри хӑш-пӗр ҫынсене хӗсӗрлеме пуҫланӑ; |
| 2 |
| ҫапла вӑл Иоанн тӑванне Иакова хӗҫпе кастарса вӗлернӗ. |
| 3 |
| Ҫакӑ иудейсен кӑмӑлне килнине курсассӑн, вӑл Петра та ярса тытма хушнӑ; ун чухне тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн кунӗсем пулнӑ; |
| 4 |
| ҫапла ӑна ярса тытнӑ та тӗрмене хупнӑ, тӑватшар салтаклӑ тӑватӑ ушкӑна ӑна черетпе хураллама хушнӑ; Ирод ӑна Пасха иртсенех халӑх умне илсе тухма шутланӑ. |
| 5 |
| Ҫапла вара Петра тӗрмере хуралласа усранӑ; ҫав вӑхӑтра ӗненекен ушкӑн уншӑн питӗ тӑрӑшса Турра кӗлтунӑ. |
| 6 |
| Ирод Петра тӗрмерен илсе тухас тенӗ чухне ҫӗрле Петр икӗ сӑнчӑрпа тимӗрленипех икӗ салтак хушшинче ҫывӑрнӑ, хуралҫӑсем тӗрме алӑкне сыхласа тӑнӑ. |
| 7 |
| Акӑ Ҫӳлхуҫа Ангелӗ пырса тӑнӑ та тӗрмене ҫутӑ ҫутатса янӑ. Ангел Петра аякӗнчен тӗртсе вӑратнӑ та: тӑр часрах, тенӗ. Петр аллинчи сӑнчӑрсем ҫав самантрах хывӑнса ӳкнӗ. |
| 8 |
| Ангел ӑна: пилӗкне ҫых, уруна сыр, тенӗ. Вӑл ҫапла тунӑ. Унтан ӑна каланӑ: тумтирне тӑхӑн та ман хыҫӑмран пыр, тенӗ. |
| 9 |
| Ангел мӗн туни чӑн иккенне пӗлмесӗрех Петр тухнӑ та ун хыҫӗнчен утнӑ, вӑл ӗнтӗ куҫа ҫапла курӑнать пулӗ тесе шухӑшланӑ. |
| 10 |
| Малтанхи хуралпа иккӗмӗш хуралтан иртсессӗн вӗсем хулана тухакан тимӗр хапха патне ҫитнӗ; хапха вӗсем умӗнче хӑй тӗллӗнех уҫӑлса кайнӑ; хапхаран тухсан вӗсем пӗр урамран иртнӗ ҫеҫ, сасартӑк Ангел ун патӗнчен ҫухалнӑ. |
| 11 |
| Мӗн пулнине ӑнланса илсессӗн Петр каланӑ вара: халӗ ӗнтӗ чӑн-чӑнах куртӑм: Турӑ Хӑй Ангелне ярса мана Ирод аллинчен, Иудея халӑхӗ мӗн-мӗн кӗтсе тӑнинчен хӑтарчӗ, тенӗ. |
| 12 |
| Ҫакна ӑнланса илсессӗн вӑл Марк теекен Иоанӑн амӑшӗ Мария ҫурчӗ патне пынӑ; ҫавӑнта нумайӑшӗ кӗлтума пуҫтарӑннӑ пулнӑ. |
| 13 |
| Петр хапхаран шаккасан, алӑк патне Рода ятлӑ хӗрарӑм тарҫӑ тухнӑ. |
| 14 |
| Петр сассине илтсен вӑл, савӑннипе, хапхине уҫмасӑрах чупса кӗрсе, Петр хапха умӗнче тӑрать тесе пӗлтернӗ. |
| 15 |
| Лешӗсем ӑна: эсӗ аташмастӑн-и? тенӗ. Ку хӑйӗннех каланӑ. Вара лешӗсем: ку унӑн ангелӗ пулӗ, тенӗ. |
| 16 |
| Петр пӗрмаях шаккаса тӑнӑ. Хапхине уҫсассӑн ӑна курнӑ та тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. |
| 17 |
| Петр ӗнтӗ, шӑп тӑма ыйтса, аллипе паллӑ кӑтартнӑ та вӗсене хӑйне Турӑ тӗрмерен епле кӑларни ҫинчен каласа панӑ, унтан: ҫакӑн ҫинчен Иаковпа тӑванӑмӑрсене пӗлтерӗр, тенӗ. Вара урӑх ҫӗре тухса кайнӑ. |
| 18 |
| Тул ҫутӑлсан, Петр ӑҫта кайса кӗнӗ-ши тесе салтаксем шуйхансах ӳкнӗ. |
| 19 |
| Ирод ӑна шыраттарса тупайман та хуралҫисене сут туса вӗлерме хушнӑ. Унтан вӑл Иудейӑран Кесарие кайнӑ, вара ҫавӑнтах пурӑннӑ. |
| 20 |
| Ирод ҫавӑн чухне Тирпа Сидон ҫыннисем ҫине ҫилӗллӗ тӑнӑ; лешӗсем пӗр канаша килнӗ те ун патне пынӑ: патша вырӑнне тирпейлесе тӑракан Власта хӑйсен енне ҫавӑрса, патшаран хӑйсемпе килӗшӳ тума ыйтнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсен ҫӗрӗнчи халӑх Ирод патша ҫӗрӗнчи тырӑпа тӑранса пурӑннӑ. |
| 21 |
| Каласа хунӑ кун Ирод, патша тумтирӗ тӑхӑнса, ҫӳллӗ вырӑна хӑпарса ларнӑ та вӗсемпе калаҫнӑ. |
| 22 |
| Халӑх вара: ку — этем сасси мар, Турӑ сасси! тесе кӑшкӑрса тӑнӑ. |
| 23 |
| Ҫавӑн чухне Ирода Турра мухтаманшӑн Ҫӳлхуҫа Ангелӗ сасартӑках хускалайми туса лартнӑ; вӑл хӑйне хурт ҫисе пӗтернипе вилнӗ. |
| 24 |
| Турӑ сӑмахӗ сарӑлнӑҫемӗн сарӑлсах пынӑ. |
| 25 |
| Хӑйсене хушса янӑ ӗҫе туса пӗтерсессӗн, Варнавӑпа Савл Иерусалимран Антиохие таврӑннӑ, хӑйсемпе пӗрле Марк теекен Иоана та илсе килнӗ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/acts/012.mp3
28
12