БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Иконире те Павелпа Варнава иудейсен синагогине кӗнӗ, унта вӗсем питӗ витӗмлӗн вӗрентнӗ; ҫавӑнпа темӗн чухлӗ иудей, темӗн чухлӗ эллин Турра ӗненнӗ. |
| 2 |
| Ӗненмен иудейсем вара, суя тӗнлисенӗн чӗрисене хаярлатса, ӗненекен тӑвансене хирӗҫ тӑратнӑ. |
| 3 |
| Ҫапах та вӗсем унта чылайчченех пурӑннӑ, вӗсем Ҫӳлхуҫа ҫинчен хӑюллӑн вӗрентнӗ, Вӑл, Хӑйӗн тивлечӗ ҫинчен вӗсем тӗрӗс каланине кӑтартса, вӗсен аллипе паллӑсем, хӑватсем тунӑ. |
| 4 |
| Ҫав хушӑра хула халӑхӗ икӗ пая уйӑрӑлнӑ: хӑшӗсем иудейсем майлӑ, хӑшӗсем апостолсем майлӑ пулнӑ. |
| 5 |
| Суя тӗнлӗ ҫынсемпе иудейсем хӑйсен пуҫлӑхӗсемпе пӗрле Павелпа Варнавӑна тытса чулпа персе вӗлерме каварлашнӑ, |
| 6 |
| ҫакӑн ҫинчен пӗлсессӗн, кусем || Ликаони ҫӗрне тарнӑ, унта Листра хулипе Дерви хулинче тата вӗсен таврашӗнче |
| 7 |
| Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ. |
| 8 |
| Листрӑра ури утайман пӗр ҫын пулнӑ; ҫуралассах утайми ҫуралнӑскер, вӑл ларма ҫеҫ пултарнӑ, нихӑҫан та утса курман. |
| 9 |
| Вӑл Павел каланине итлесе ларнӑ. Павел ун ҫине тимлӗн пӑхса илнӗ те, вӑл хӑй сывалмалӑх ӗненнине курса, |
| 10 |
| хытӑ сасӑпа каланӑ: Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе калатӑп сана: уру ҫине тӳррӗн тӑр! тенӗ. Лешӗ ҫав самантрах сиксе тӑнӑ та ҫӳре пуҫланӑ. |
| 11 |
| Павел мӗн тунине курсассӑн халӑх ликаонла калаҫса, хыттӑн: турӑсем этем евӗрлӗ пулса пирӗн пата анчӗҫ! тенӗ. |
| 12 |
| Вара вӗсем Варнавӑна Зевс тенӗ; питӗ ӑста калаҫнӑран Павела Гермес тенӗ. |
| 13 |
| Хӑйсен хули умӗнче ларакан Зевс кӗлеткин апӑсӗ вара, вӗсене халӑхпа пӗрле парне кӳрес тесе, хапха патне вӑкӑрсем, чечек ҫыххисем илсе пынӑ. |
| 14 |
| Ҫавна илтсен Варнавӑпа Павел апостол хӑйсен ҫийӗнчи тумтирне туртса ҫурса халӑх хушшине вирхӗнсе кӗнӗ те хытӑ сасӑпа каланӑ: |
| 15 |
| эй арсем! мӗн тӑватӑр эсир капла? Эпир те — сирӗн пек ҫынсемех; эпир сире ҫак суя турӑсене пӑрахтарса Чӗрӗ Турӑ енне, тӳпепе ҫӗре, тинӗсе, вӗсенче мӗн пуррине пултарнӑ Чӗрӗ Турӑ енне, ҫавӑрасшӑн Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳретпӗр; |
| 16 |
| Вӑл халӑхсен унчченхи тӑхӑмӗсене харпӑр хӑй ҫулӗпе ҫӳреме чарман, |
| 17 |
| ҫавах та Вӑл пире тӗрлӗ ырӑлӑх кӑтартса, тӳперен ҫумӑр ҫутарса, тырӑ-пулӑллӑ ҫулсем ярса, ҫимӗҫпе тӑрантарса, пирӗн чӗрене савӑнтарса Хӑй ҫинчен пӗлтерме чарӑнман, тенӗ. |
| 18 |
| Ҫапла каласа, вӗсем хӑйсене чысласа парне кӳме хатӗрленнӗ халӑха аран-аран тытса чарнӑ. |
| 19 |
| Каярахпа Антиохипе Иконирен иудейсем килнӗ те, халӑха апостолсене хирӗҫ хӗтӗртсе, Павела чулпа пере-пере пӗтернӗ, вилчӗ пулӗ тесе ӑна ӗнтӗ хула тулашне кӑларса пӑрахнӑ. |
| 20 |
| Вӗренекенӗсем ун тавра пуҫтарӑнсассӑн, вӑл тӑнӑ та хулана таврӑннӑ; тепӗр кунне вара Варнавӑпа пӗрле Дерви хулине тухса кайнӑ. |
| 21 |
| Ҫав хулара Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, нумайӑшне Иисуса ӗненекен туса, вӗсем Листрӑпа Икони урлӑ, Антиохи урлӑ каялла таврӑннӑ, |
| 22 |
| пур ҫӗрте те вӗренекенсен чунне вӑй-хал парса, вӗсене чӑн тӗнпе ҫирӗп ӗненме ӳкӗтленӗ: «Турӑ Патшалӑхне кӗмешкӗн пирӗн нумай хӗн-хур тӳсмелле» тесе вӗрентнӗ. |
| 23 |
| Вӗсем кашни ӗненекен ушкӑн валли алӑ хурса пресвитер лартнӑ, унтан типӗ тытса кӗлтунӑ та лешӗсене хӑйсем ӗненекен Ҫӳлхуҫа аллине парса хӑварнӑ. |
| 24 |
| Унтан Писиди урлӑ тухса Памфилие ҫитнӗ; |
| 25 |
| Ҫӳлхуҫа сӑмахне Пергире вӗрентсе ҫӳресен Атталие аннӑ; |
| 26 |
| Атталирен вӗсем шывпа ишсе каялла Антиохие кайнӑ — халӗ туса пӗтернӗ ӗҫне тумашкӑн вӗсем ӗнтӗ Турӑ тивлетне шанса шӑпах ҫакӑнтан тухса кайнӑ пулнӑ. |
| 27 |
| Антиохие ҫитсессӗн вӗсем ӗненекен ушкӑна пухнӑ та Турӑ вӗсем урлӑ мӗн-мӗн тунине тата Вӑл суя тӗнлисем валли чӑн тӗн алӑкне епле уҫса панине пӗтӗмпе каласа кӑтартнӑ. |
| 28 |
| Вӗренекенсемпе пӗрле вӗсем унта чылай вӑхӑтах пурӑннӑ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/acts/014.mp3
28
14