БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Аполлос Коринфра пурӑннӑ вӑхӑтра Павел тури ҫӗрсене ҫӳресе тухса Эфеса пынӑ; унта хӑш-пӗр вӗренекене тӗл пулнӑ. |
| 2 |
| Вӑл вӗсене каланӑ: ӗненме пуҫласассӑн сирӗн ҫине Таса Сывлӑш анчӗ-и? тенӗ. Вӗсем ӑна: эпир Таса Сывлӑш пур тенине те илтмен, тенӗ. |
| 3 |
| Вӑл вӗсене каланӑ: эсир шыва епле кӗтӗр? тенӗ. Вӗсем ӑна: Иоанн вӗрентнӗ пек кӗтӗмӗр, тенӗ. |
| 4 |
| Павел каланӑ: Иоанн ҫынсене хӑй хыҫӗнчен Килекене, Христос Иисуса, ӗненме ӳкӗтлесе, ҫылӑхран ӳкӗнтерсе шыва кӗртнӗ, тенӗ. |
| 5 |
| Ҫакна илтсессӗн вӗсем Иисус Ҫӳлхуҫа ячӗпе тӗне кӗнӗ. |
| 6 |
| Павел вӗсем ҫине аллине хурсассӑн, вӗсем ҫине Таса Сывлӑш аннӑ та, вӗсем урӑхла чӗлхесемпе калаҫа пуҫланӑ, пророкла та калаҫнӑ. |
| 7 |
| Вӗсем мӗнпурӗ вуникӗ ҫынна яхӑн пулнӑ. |
| 8 |
| Павел синагогӑна пыра-пыра Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗр хӑрамасӑр виҫӗ уйӑх вӗрентнӗ, хӑй вӗрентни тӗрӗс пулнине ӗнентермеллех каланӑ. |
| 9 |
| Анчах та хӑшӗ-пӗрисем ӗненмен, вӗсем халӑх умӗнче Ҫӳлхуҫа ҫулне хурланӑ; ҫавӑнпа Павел вӗренекенсене уйӑрса илнӗ те вӗсем патӗнчен кайнӑ, вара кулленех Тиранн ятлӑ пӗр ҫыннӑн шкулӗнче вӗрентнӗ. |
| 10 |
| Икӗ ҫул хушши ҫапла пулнӑ, ӗнтӗ Асийӑра пурӑнакан ҫынсем пурте — иудейсем те, эллинсем те — Иисус Ҫӳлхуҫа ҫинчен вӗрентнине илтнӗ. |
| 11 |
| Павел аллипе Турӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем нумай тунӑ: |
| 12 |
| чирлӗ ҫынсем ҫине Павел ҫийӗнчи тутӑра, пилӗк ҫыххине хурсан, вӗсем чирӗсенчен сывалнӑ, усал сывлӑшсем те вӗсен ӑшӗнчен туха-туха кайнӑ. |
| 13 |
| Ӗнтӗ вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрекен хӑш-пӗр вӗрӳҫӗ иудейсем те усал ернӗ ҫынсенчен усал сывлӑшсене хӑваланӑ чухне Иисус Ҫӳлхуҫа ятне асӑна пуҫланӑ: «Павел пӗлтерекен Иисуса асӑнса хӑвалатпӑр сире» тенӗ. |
| 14 |
| Иудейсен Скева ятлӑ аслӑ священникӗн ҫичӗ ывӑлӗ те ҫапла хӑтланнӑ. |
| 15 |
| Анчах та усал сывлӑш вӗсене каланӑ: Иисуса эпӗ пӗлетӗп, Павела та паллатӑп, эсир камсем? тенӗ. |
| 16 |
| Вара ӑшӗнче усал сывлӑш пур ҫын вӗсем ҫине хаяррӑн сиксе ларнӑ та вӗсене пурне те парӑнтарнӑ, лешӗсем ӗнтӗ, хӗнесе-ватса пӗтернӗскерсем, ҫав ҫуртран ҫарамасах тухса тарнӑ. |
| 17 |
| Эфесра пурӑнакан иудейсемпе эллинсем пурте ҫакна пӗлнӗ те хӑраса ӳкнӗ, вара Иисус Ҫӳлхуҫа ятне мухтама пуҫланӑ. |
| 18 |
| Ӗненекенсем нумайӑшӗ пыра-пыра хӑйсен ӗҫӗсене пӗр пытармасӑр, уҫҫӑнах каласа кӑтартнӑ. |
| 19 |
| Асам туса пурӑнакансем те нумайӑшӗ хӑйсен кӗнекисене пухса пӗтӗм халӑх умӗнче ҫунтарса янӑ; ҫав кӗнекесен хакне шутласа пӑхнӑ та — вӗсем аллӑ пин драхма тӑнӑ. |
| 20 |
| Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ ҫав тери хӑватлӑланса, сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса, вӑй илсе пынӑ. |
| 21 |
| Ҫав ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн Павел ӗнтӗ Македонипе Ахаи витӗр тухса Иерусалима кайма шутланӑ; вӑл: Иерусалимра пулнӑ хыҫҫӑн манӑн Рима та ҫитсе курмалла, тенӗ. |
| 22 |
| Унтан вӑл хӑйне пулӑшса тӑракансенчен иккӗшне, Тимофейпе Ераста, Македоние янӑ та хӑй пӗр вӑхӑта Асийӑра юлнӑ. |
| 23 |
| Ҫав вӑхӑтра Ҫӳлхуҫа ҫулне хирӗҫ пысӑк пӑлхав тухнӑ. |
| 24 |
| Артемидӑна пуҫҫапакан ҫуртӑн ӗлкине кӗмӗлтен туса пурӑнакан Димитрий ятлӑ пӗр кӗмӗлҫӗ, ӳнерҫӗсене нумай тупӑш кӳрсе тӑраканскер, |
| 25 |
| ҫавсене тата вӗсем пек ытти ӑстасене пухнӑ та каланӑ: тусӑмсем! эпир ҫителӗклӗ пурӑнасси хамӑр тӑвакан ӗҫрен килнине эсир пӗлетӗр; |
| 26 |
| акӑ халӗ хӑвӑр курса-илтсе тӑратӑр: ҫак Павел «этем алли тунӑ япала — Турӑ мар» тесе вӗрентнипе Эфесра кӑна мар, пӗтӗм Асийӑра тенӗ пекех нумай ҫынна илӗртсе ҫавӑрчӗ. |
| 27 |
| Ку ӗнтӗ пирӗншӗн акӑ мӗншӗн хатарлӑ: пирӗн ӗҫӗмӗртен те йӗрӗне пуҫлӗҫ, аслӑ туррӑмӑрӑн Артемидӑн ҫурчӗ те пӑрахӑҫа тухӗ, ҫапла вара пӗтӗм Асия, пӗтӗм тӗнче хисеплесе тӑракан туррӑн чапӗ пӗтсе ларӗ, тенӗ. |
| 28 |
| Ҫакна илтсессӗн пурте тилӗрсе кайсах: Эфесри Артемида аслӑ! тесе кӑшкӑра пуҫланӑ. |
| 29 |
| Вара пӗтӗм хула пӑтрана пуҫланӑ; Павелпа пӗрле пынӑ Македони ҫыннисене Гайпа Аристарха ярса тытнӑ та, пурте театра кӗпӗрленсе кайнӑ. |
| 30 |
| Павел халӑх умне тухасшӑн пулнӑ, ӑна вӗренекенсем яман. |
| 31 |
| Асийӑри хӑш-пӗр пуҫлӑхсем те, Павелпа туслӑ тӑракансем, ун патне ҫынсем ярса: «эсӗ театрта ан курӑн» тесе систернӗ. |
| 32 |
| Пухура нимӗн йӗрки те пулман: пӗри пӗр тӗрлӗ, тепӗри тепӗр тӗрлӗ кӑшкӑрашнӑ, пухӑннӑ ҫынсем хушшинче хӑйсем мӗншӗн пуҫтарӑннине пӗлменнисем те нумай пулнӑ. |
| 33 |
| Иудейсем сӗннипе халӑх хушшинчен Александр ятлӑ ҫынна чӗнсе кӑларнӑ. Александр аллипе паллӑ кӑтартнӑ та халӑхпа калаҫасшӑн пулнӑ. |
| 34 |
| Анчах та вӑл иудей иккенне пӗлсессӗн пурте харӑс кӑшкӑрса ярса: Эфесри Артемида аслӑ! тесе, икӗ сехете яхӑн кӑшкӑрашнӑ. |
| 35 |
| Йӗрке тытса тӑракан пуҫлӑх халӑха чарса каланӑ: эй Эфес ҫыннисем! Эфес хули аслӑ Артемида туррӑн тата тӳперен ӳкнӗ сӑнарӑн хуралҫи пулнине кам пӗлмест? |
| 36 |
| Ун пирки никам та тавлашмасть, апла сирӗн лӑпкӑ пулас пулать, пӗлнӗ-пӗлмен нимӗн те тӑвас пулмасть. |
| 37 |
| Ҫак эсир илсе килнӗ ҫынсем Артемида ҫуртне те ҫаратман, сирӗн туррӑра та хурламан. |
| 38 |
| Димитрий тата унпа пӗрле ӗҫлекен ӑстасем кама та пулин айӑплаҫҫӗ пулсассӑн, ӑна тытса пама сут пур, проконсулсем пур — айӑплаччӑрах пӗр-пӗрне. |
| 39 |
| Сире тата мӗн те пулин кирлӗ пулсассӑн, ӑна саккунлӑ пухура татса парӗҫ. |
| 40 |
| Паян пулса иртнӗ ӗҫ пирӗншӗн хӑрушӑ: пире халӑха пӑлхатнӑ тесе айӑплама пултараҫҫӗ, пӗр сӑлтавсӑр ҫакӑн пек пуху пуҫтарӑннӑшӑн эпир тӳрре тухма пултараймастпӑр, тенӗ. Ҫапла каласассӑн вӑл пухӑва салатнӑ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/acts/019.mp3
28
19