|
| 1 |
|
| Аллӑмӗш кун уявӗнче вӗсем пурте пӗрле пулнӑ. |
|
| 2 |
|
| Сасартӑк тӳперен вӑйлӑ ҫил кӗрлесе килнӗ евӗрлӗ шав илтӗнсе кайнӑ та ҫавӑ вӗсем пуҫтарӑннӑ пӳрте кӗрсе тулнӑ. |
|
| 3 |
|
| Вӗсене вут ҫулӑмӗсем евӗрлӗскерӗ курӑнса кайнӑ, ҫав ҫулӑмсем, пайланса, кашнийӗ ҫине пӗрерӗн чарӑнса тӑнӑ. |
|
| 4 |
|
| Вара вӗсем пурте Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланнӑ та, хӑйсене Сывлӑш мӗнле калама хушнӑ пек, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫа пуҫланӑ. |
|
| 5 |
|
| Ун чухне Иерусалима тӗнчери тӗрлӗ халӑх хушшинче пурӑнакан иудейсем, Турра ӗненекенскерсем, пуҫтарӑннӑ пулнӑ. |
|
| 6 |
|
| Ҫак кӗрленӗ шав илтӗнсессӗн, унта темӗн чухлӗ халӑх пуҫтарӑннӑ, пурте аптӑрасах кайнӑ: ӗнтӗ кашнийӗ апостолсем унӑн чӗлхипе калаҫнине илтнӗ. |
|
| 7 |
|
| Пурте тӗлӗнмеллипех тӗлӗнсе пӗр-пӗрне каланӑ: ҫапла калаҫакансем пурте Галилея ҫыннисем мар-и-ха? |
|
| 8 |
|
| Мӗнле-ха эпир пурсӑмӑр та вӗсем пирӗн тӑван чӗлхепе калаҫнине илтетпӗр: |
|
| 9 |
|
| эпир — Парфи, Миди, Елам ҫыннисем; Месопотамире, Иудейӑра, Капподокире, Понтра, Асийӑра, |
|
| 10 |
|
| Фригире, Памфилире, Египетра, Киринея ҫумӗнчи Ливи ҫӗрӗнче пурӑнакансем; Римран килнисем, тӗп иудейсем, Иудея тӗнне йышӑннисем, |
|
| 11 |
|
| Крит ҫыннисем, арабсем, эпир вара вӗсем Туррӑн аслӑ ӗҫӗсем ҫинчен пирӗн чӗлхепе калаҫнине илтетпӗр, тенӗ. |
|
| 12 |
|
| Ӗнтӗ пурте тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ, ӑнланаймасӑр, каланӑ пӗр-пӗрне: мӗне пӗлтерет ку? тенӗ. |
|
| 13 |
|
| Хӑшӗ-пӗрисем тата тӑрӑхласа: вӗсем пылак эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ, тенӗ. |
|
| 14 |
|
| Вара Петр вунпӗрӗшпе пӗрле тӑнӑ та, сассине хӑпартса, хыттӑн каланӑ вӗсене: эй Иудея арӗсем, эй Иерусалимра пурӑнакан мӗнпур халӑх! ҫакна пурсӑр та пӗлсе тӑрӑр, манӑн сӑмахӑмсене тӑнлӑр: |
|
| 15 |
|
| эсир вӗсем ӳсӗр тесе шухӑшлатӑр, вӗсем ӳсӗр мар: ҫутӑлни те виҫҫӗмӗш сехет анчах халӗ; |
|
| 16 |
|
| ку — Иоиль пророк урлӑ каласа хуни; вӑл ҫапла каланӑ: |
|
| 17 |
|
| «юлашки кунсенче ҫапла пулӗ, тет Турӑ: пурин ҫине те Хамӑн Сывлӑшӑм тивлетне антарӑп; сирӗн ывӑлӑрсемпе хӗрӗрсем пророкла калаҫӗҫ; сирӗн яш ачӑрсем хӑватсем курӗҫ, сирӗн ваттӑрсем пророкла тӗлӗксем тӗлленӗҫ; |
|
| 18 |
|
| ҫав кунсенче Эпӗ ар чурасемпе хӑрхӑмсем ҫине те Хамӑн Сывлӑшӑм тивлетне антарӑп. |
|
| 19 |
|
| Ҫӳлте тӳпере хӑватсем кӑтартӑп, аялта ҫӗр ҫинче паллӑсем кӑтартӑп: юн, вут-кӑвар, юпаланса тӑракан тӗтӗм. |
|
| 20 |
|
| Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ, хӑрушӑ кунӗ киличчен малтан хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх юн пек хӗрелӗ. |
|
| 21 |
|
| Ҫӳлхуҫа ятне асӑнакан кирек кам та ҫӑлӑнӗ» тенӗ. |
|
| 22 |
|
| Эй Израиль арӗсем! ҫак сӑмахсене итлӗр-ха: Назарет Иисусӗ Этем пулнӑ, Унӑн Турӑлӑхне Турӑ сире Ун урлӑ хӑватсем, кӗтретсем, паллӑсем кӑтартса уҫса пачӗ, ҫакӑн ҫинчен эсир хӑвӑрах пӗлетӗр, мӗншӗн тесессӗн ҫакӑ сирӗн хушшӑртах пулса иртнӗ. |
|
| 23 |
|
| Турӑ ирӗкӗпе, Вӑл малтанах ҫапла палӑртса хунипе Ӑна сирӗн аллӑра панӑ, эсир Ӑна йӗркесӗр ҫынсен аллипе пӑталаса вӗлерттертӗр. |
|
| 24 |
|
| Вилӗм ҫыххине татса пӑрахса, Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ, вилӗм Ӑна тытса чараймарӗ. |
|
| 25 |
|
| Давид Ун ҫинчен ҫапла калать: «Ҫӳлхуҫана эпӗ яланах умӑмра курса тӑтӑм: Вӑл манӑн сылтӑм енче — такӑнассӑм ҫук. |
|
| 26 |
|
| Ҫавӑнпа чун-чӗрем хӗпӗртерӗ, чӗлхем хавасланчӗ; шанӑҫлӑ тӑнипе ӳтӗм те канӑҫлӑ пулӗ. |
|
| 27 |
|
| Эсӗ манӑн чунӑма тамӑкра хӑвармӑн, Хӑвӑн сӑваплӑ ҫыннуна ҫӗрсе кайма памӑн. |
|
| 28 |
|
| Эсӗ мана чӗрӗлӗх ҫулне кӑтартрӑн; Санӑн умӑнта тулли савӑнӑҫпа савӑнӑп» тет. |
|
| 29 |
|
| Эй тӑван ҫыннӑмӑрсем! сире тӗп аттемӗр Давид ҫинчен хӑйсах каламалла пултӑр-ха: вӑл вилсе ҫӗре кӗнӗ, унӑн тупӑкӗ те паянхи кунчченех хамӑр патӑрта. |
|
| 30 |
|
| Пророк пулнӑ май, Турӑ ун йӑхӗнчен Христоса ӳтлентерсе кӑларса, Ӑна унӑн аслӑ вырӑнне патшана лартма хӑйне тупа тунине пӗлсе тӑрса, |
|
| 31 |
|
| Давид Христос чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен, Унӑн чунне тамӑка хӑварманни ҫинчен, Унӑн ӳчӗ ҫӗрмесси ҫинчен каланӑ. |
|
| 32 |
|
| Ҫав Иисуса Турӑ чӗртсе тӑратрӗ, эпир пурсӑмӑр та — ҫавна куракансем. |
|
| 33 |
|
| Халӗ ӗнтӗ Вӑл, Туррӑн сылтӑм енне ҫӗкленнӗскер, Ашшӗ пама пулнӑ Таса Сывлӑша илсе ярса пачӗ, ҫавна эсир халӗ курса-илтсе тӑратӑр. |
|
| 34 |
|
| Давид тӳпене ҫӗкленмен, анчах хӑй ҫапла калать: «Ҫӳлхуҫа манӑн Ҫӳлхуҫана каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар» тенӗ. |
|
| 35 |
|
|
|
| 36 |
|
| Эй пӗтӗм Израиль халӑхӗ, ӗнтӗ ҫирӗп пӗлсе тӑр: Ҫакӑ хӑвӑр пӑталанӑ Иисуса Турӑ Ҫӳлхуҫа та, Христос та туса хучӗ, тенӗ Петр. |
|
| 37 |
|
| Ҫакна илтсессӗн вӗсенӗн чӗрисем ҫемҫелнӗ те, вара Петрпа ытти апостола каланӑ: эй тӑван ҫыннӑмӑрсем! пирӗн ӗнтӗ мӗн тумалла-ши? тенӗ. |
|
| 38 |
|
| Петр каланӑ вӗсене: ӳкӗнӗр, ҫылӑхӑрсене каҫармашкӑн эсир пурсӑр та Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗрӗр, вара Таса Сывлӑш тивлетне илетӗр: |
|
| 39 |
|
| пама пулни сире, сирӗн ачӑрсене тивӗҫлӗ, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр чӗнсен, аякрисене те пурне те тивӗҫлӗ, тенӗ. |
|
| 40 |
|
| Вӑл урӑх сӑмахсем те нумай каланӑ, ӑнлантарнӑ, вӗсене ӳкӗтленӗ: ҫак пӑсӑлса пӗтнӗ ӑруран хӑтӑлӑр, тенӗ. |
|
| 41 |
|
| Ӗнтӗ унӑн сӑмахне хапӑл тӑвакансем тӗне кӗнӗ; ҫав кун пӗр виҫӗ пин чуна яхӑн хутшӑннӑ. |
|
| 42 |
|
| Вӗсем апостолсем вӗрентнине яланах тӑнласа тӑнӑ, ҫӑкӑр хуҫа-хуҫа панӑ чухне те, кӗлӗре те, пур вӑхӑтра та пӗрле пулнӑ. |
|
| 43 |
|
| Пур чун та хӑраса тӑнӑ; Иерусалимра апостолсем урлӑ нумай хӑватсем, паллӑсем пулса иртнӗ. |
|
| 44 |
|
| Ӗненекенсем пурте пӗрле пуҫтарӑнсах тӑнӑ, мӗн пуррийӗ те вӗсен йӑлтах пӗрле пулнӑ: |
|
| 45 |
|
| кил-ҫуртне, пурлӑхне сутса, вӗсем кама мӗн кирлӗ таран валеҫсе тӑнӑ. |
|
| 46 |
|
| Вӗсем кулленех пурте пӗрле Турӑ Ҫуртне пуҫтарӑннӑ, килӗсенче ҫӑкӑр хуҫа-хуҫа парса, савӑнса, ырӑ кӑмӑлпа апат ҫинӗ. |
|
| 47 |
|
| Турра мухтаса пурӑннӑ, пӗтӗм халӑх вӗсене юратнӑ. Ҫӑлӑнасшӑн тӑрӑшакансене Ҫӳлхуҫа ӗненекен ушкӑна куллен-кун хушӑнтарсах пынӑ. |
|
|
|
|