БИБЛИ Синодальный НЗ 2009
|
| 1 |
| Пире Италие караппа ярас терӗҫ. Вара Павела тата тӗрмене хупнӑ ытти ҫынсене император полкӗнчи Юлий ҫӗрпӳ аллине пачӗҫ. |
| 2 |
| Пирӗн хулара Аси ҫыранӗ хӗррипе кайма пуҫтарӑннӑ пӗр Адрамит карапӗ чарӑннӑччӗ. Эпир ҫавӑн ҫине лартӑмӑр та тинӗсе тухрӑмӑр. Пирӗнпе пӗрле тата Македони ҫынни, фессалоникӑсем Аристарх пурччӗ. |
| 3 |
| Тепӗр кунне эпир Сидон тӗлӗнче чарӑнтӑмӑр. Юлий хӑйне Павелпа кӑмӑллӑ тыткаларӗ, ӑна хӑйӗн тусӗсем патне кайса килме, вӗсенчен пулӑшу илме те ирӗк пачӗ. |
| 4 |
| Хирӗҫле ҫил питӗ вӑйлӑ пулнӑран унтан тухсан эпир Кипр утравӗн ҫыранӗсен хӳттипе ишрӗмӗр. |
| 5 |
| Вара тин, Киликипе Памфили тӗлӗнче тинӗс урлӑ каҫса, Ликири Миры хулине пырса ҫитрӗмӗр. |
| 6 |
| Унта Юлий ҫӗрпӳ Италие каякан Александрия карапне шыраса тупрӗ те пире ун ҫине лартрӗ. |
| 7 |
| Книда эпир темиҫе кунран кӑна, аран-аран ҫиткелерӗмӗр. Майлӑ ҫил пулман пирки пире Крит утравӗн хӳттипе Салмон сӑмсахӗ тӗлӗнчен ишсе пыма лекрӗ. |
| 8 |
| Ун ҫумӗнчен аран-аран ирткелесе кайса эпир Ласея хули ҫывӑхӗнчи Аван Чарӑну ятлӑ пӗр вырӑна ҫитрӗмӗр. |
| 9 |
| Анчах эпир нумай вӑхӑт ҫухатрӑмӑр: типӗ тытмалли кунсем те иртнӗччӗ ӗнтӗ. Ку вӑхӑтра тинӗсе тухма хӑрушши ҫинчен Павел асӑрхаттарчӗ. |
| 10 |
| «Эй, халӑх! Малалла ишме питӗ йывӑр пуласса эпӗ пӗлетӗп. Тиенӗ япаласемпе карапа ҫеҫ мар, хамӑра та пысӑк инкек кӗтме пултарать», – терӗ вӑл. |
| 11 |
| Анчах та ҫӗрпӳ, капитанпа карап хуҫине шанса, Павел асӑрхаттарнине итлемерӗ. |
| 12 |
| Ку чарӑну хӗл каҫма юрӑхсӑр пулнӑ пирки ытларахӑшӗ малалла ишме сӗнчӗҫ, ҫитме май пулсан Финикра хӗл каҫас терӗҫ. Крит утравӗ ҫумӗнчи ҫак чарӑну кӑнтӑр-хӗвел анӑҫӗнчен тата ҫурҫӗр-хӗвел анӑҫӗнчен вӗрекен ҫил ҫинче ларать. |
| 13 |
| Кӑнтӑр енчен ҫил вӗре пуҫласан тин матроссем, кӗтни аранах ҫитрӗ тесе, ҫула тухрӗҫ те Крит ҫыранӗ ҫумӗпе ишсе пычӗҫ. |
| 14 |
| Анчах нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, Крит енчен тӑвӑллӑ ҫил, эвроклидон текенскер, вӗрме пуҫларӗ. |
| 15 |
| Ҫил карапа тыткӑнларӗ те пире хумсем ҫийӗн юхтарса ҫӳрерӗ. |
| 16 |
| Клавда ятлӑ пӗр пӗчӗк утрав патне пырса лексен, эпир карап ҫумӗнчи ҫӑлӑнмалли кимме аран-аран тытса чартӑмӑр. |
| 17 |
| Ӑна вӗренсемпе ҫӗклесе илтӗмӗр те карапа ҫирӗплетсе ҫыхма пуҫларӑмӑр. Унтан, ӑшӑх вырӑнсене ларасран хӑраса, парӑса антартӑмӑр. Ҫапла эпир хумсен тыткӑнне лекрӗмӗр. |
| 18 |
| Тепӗр кунне вара, тӑвӑл питӗ хытӑ лӑсканӑран, тиенӗ япаласене тинӗсе ывӑта пуҫларӗҫ. |
| 19 |
| Виҫҫӗмӗш кунне карап хатӗр-хӗтӗрӗсене хамӑр аллӑмӑрпах тинӗсе персе пӗтертӗмӗр. |
| 20 |
| Темиҫе кун хушши ҫапла хӗвел те, ҫӑлтӑрсем те курӑнмарӗҫ, ҫил-тӑвӑл кӑна чарӑна пӗлми алхасрӗ. Юлашкинчен вара пирӗн ҫӑлӑнас шанчӑк та пӗтрӗ. |
| 21 |
| Ҫынсем чылайранпа ҫименччӗ ӗнтӗ. Вара Павел тӑчӗ те ҫапла каларӗ: «Эй, халӑх! Сирӗн ман сӑмахӑма итлесе Критран тухмалла марччӗ. Итленӗ пулсан ҫакнашкал терт-нушана та курман пулӑттӑр. |
| 22 |
| Анчах та халӗ сире хӑюллӑрах пулма тархаслатӑп. Карапӗ пӗтӗ, эсир пурте хӑтӑлӑр. |
| 23 |
| Мӗншӗн тесен мана кӗҫӗр чун-чӗремпе Ӑна ҫеҫ парӑнса, Уншӑн ҫеҫ ӗҫлесе тӑракан Туррӑмӑн ангелӗ курӑнчӗ. |
| 24 |
| „Павел, ан хӑра, – терӗ ҫав ангел. – Санӑн император умне тӑмалла, ҫавӑнпа Турӑ, сана хӗрхенсе, карап ҫинчисене пурне те хӑтарӗ“. |
| 25 |
| Ҫавӑнпа та, арҫын пек пулса, хастарланӑр! Йӑлтах Турӑ каланӑ пек пуласса эпӗ ӗненетӗп. Вӑл каланӑ тӑрӑх, |
| 26 |
| пирӗн пӗр утрав ҫине тухса ӳкмелле пулӗ». |
| 27 |
| Ҫапла Адриатика тинӗсӗнче хумсен тыткӑнне лекни икӗ эрне иртрӗ. Ҫур ҫӗр тӗлӗнче матроссем пирӗн карап типӗ ҫӗр патнелле ҫывхарнине туя пуҫларӗҫ. |
| 28 |
| Унтан вӗсем тинӗс тарӑнӑшне виҫсе пӑхрӗҫ те вӑл ҫирӗм хӑлаҫа яхӑн анчах пулнине палӑртрӗҫ. Тепӗртакран каллех виҫсе пӑхрӗҫ: тарӑнӑшӗ вун пилӗк хӑлаҫ кӑна иккен. |
| 29 |
| Чул хысакӗсене пырса ҫапӑнасран хӑраса, карап хыҫӗнчен тӑватӑ якорь пӑрахрӗҫ. Вара тул ҫутӑласса кӗте пуҫларӑмӑр. |
| 30 |
| Матроссем тарма шухӑш тытнӑ пулнӑ. Карап пуҫӗнчен якорь ярам пек туса, вӗсем тинӗсе ҫӑлӑнмалли кимме антара пуҫланӑ иккен. |
| 31 |
| Ҫӗрпӳпе салтаксене Павел ҫапла каларӗ: «Кусем карап ҫинчех юлмасан, эсир ҫӑлӑнаймӑр». |
| 32 |
| Вара салтаксем ҫӑлӑнмалли кимме ҫыхнӑ вӗренсене тытрӗҫ те касса ячӗҫ, кимми тинӗсе ӳкрӗ. |
| 33 |
| Тул ҫутӑлас умӗн Павел пурне те апат ҫиме ӳкӗтле пуҫларӗ: «Ҫырана тухасса кӗтсе эсир вун тӑватӑ кун хушши ӗнтӗ ҫинӗ-ҫимен пурӑнатӑр. |
| 34 |
| Эпӗ сире хистесех ҫиме ыйтатӑп, ҫисессӗн ҫӑлӑнма ҫӑмӑлрах пулӗ. Сирӗнтен пӗрин те пуҫ ҫинчи ҫӳҫ пӗрчи те пӗтмӗ». |
| 35 |
| Ҫакна каласан вӑл ҫӑкӑр илчӗ те, пурин умӗнчех Турра тав туса, хуҫса ҫие пуҫларӗ. |
| 36 |
| Тинех ҫынсен кӑмӑлӗсем ҫӗкленчӗҫ, вара пурте апатланчӗҫ. |
| 37 |
| Карап ҫинче эпир пурӗ ик ҫӗр ҫитмӗл улттӑнччӗ. |
| 38 |
| Ҫисе тӑрансан, карап ҫӑмӑллантӑр тесе, ҫынсем юлнӑ тулла та тинӗсе ячӗҫ. |
| 39 |
| Тул ҫутӑлчӗ. Чылай сӑнарӗҫ пулин те, матроссем хамӑр хӑш тӗлтине калаймарӗҫ. Вӗсем пӗр сӗвек ҫыранлӑ тинӗс пырне асӑрхарӗҫ, май пулсан, ҫавӑнта караппа пырса чарӑнма шут тытрӗҫ. |
| 40 |
| Вара вӗсем якорьсене ҫӗклесе, рульсене ҫыхнисене салтса, пӗчӗк парӑса ҫиле май карӑнтарса карапа ҫыраналла тытрӗҫ. |
| 41 |
| Тепӗртакран карап пӗр хӑйӑр сӑмсах тӗлне пулчӗ те ӑшӑха лекрӗ: карап пуҫӗ лакса ларчӗ, хыҫне хум ҫапса арката пуҫларӗ. |
| 42 |
| Тӗрме ҫыннисем ишсе тарасран хӑраса, салтаксем вӗсене вӗлерме те шут тытрӗҫ. |
| 43 |
| Анчах та ҫӗрпӳ, Павела ҫӑлса хӑварас тесе, вӗсене чарчӗ. Вӑл ишме пӗлекенсене шыва малтан сиксе ҫырана тухма хушрӗ. |
| 44 |
| Ыттисене вара хӑмасенчен е карап ҫӗмрӗкӗсенчен тыткаласа хӑтӑлма каларӗ. Ҫапла майпа пурте тип ҫӗр ҫине тухса ҫӑлӑнчӗҫ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvashrso/acts/027.mp3
28
27