|
| 1 |
|
| Пӗррехинче Петрпа Иоанн Турӑ Ҫуртӗнче тӑххӑрмӗш сехетре пулакан кӗлле кайнӑ. |
|
| 2 |
|
| Ҫавӑн чухне Турӑ Ҫурчӗн Илемлӗ теекен хапхи патӗнче амӑшӗ варӗнченех уксах ҫуралнӑ ҫын ларнӑ: Турӑ Ҫуртне кӗрекенсенчен ыйткаласа ларма ӑна кулленех ҫавӑнта йӑтса пырса лартнӑ. |
|
| 3 |
|
| Турӑ Ҫуртне кӗнӗ ҫӗрте вӑл Петрпа Иоана курнӑ та вӗсенчен кӗлене пуҫланӑ. |
|
| 4 |
|
| Иоанпа Петр ун ҫине тинкерсе пӑхнӑ та, Петр ӑна: пирӗн ҫине пӑх-ха, тенӗ. |
|
| 5 |
|
| Вӗсем мӗн те пулин парасса ӗмӗтленсе, лешӗ те вӗсем ҫине тинкерсе пӑхса тӑнӑ. |
|
| 6 |
|
| Петр вара каланӑ: манӑн ылтӑн, кӗмӗл ҫук; манӑн мӗн пур, сана ҫавна паратӑп: Назарет Иисус Христосӗ ячӗпе тӑр та ҫӳре, тенӗ. |
|
| 7 |
|
| Унтан ӑна сылтӑм аллинчен тытса тӑратнӑ та, лешӗн ури тупанӗсем, чӗркуҫҫийӗсем ҫав самантрах тӗреклӗленнӗ; |
|
| 8 |
|
| вӑл ӗнтӗ сиксе тӑнӑ та ҫӳре пуҫланӑ, сиккелесе, Турра мухтаса, вӗсемпе пӗрле Турӑ Ҫуртне кӗнӗ. |
|
| 9 |
|
| Вӑл ҫӳренине, Турра мухтанине пӗтӗм халӑх курса тӑнӑ, |
|
| 10 |
|
| унтан ӑна палласа илнӗ те, ку Турӑ Ҫурчӗн Илемлӗ хапхи патӗнче ыйткаласа ларакан ҫын иккенне курса, ӑна мӗн пулнинчен сехӗрленсе, ӑсран кайса тӑнӑ. |
|
| 11 |
|
| Ури тӳрленнӗ уксах ҫын Петрпа Иоанн патӗнчен пӗр каймасӑр тӑнӑ та, унта, Соломон пӑлтӑрӗ теекен ҫӗре, вӗсем патне пӗтӗм халӑх пуҫтарӑннӑ, пурте тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. |
|
| 12 |
|
| Ҫавна курсассӑн Петр халӑха каланӑ: эй Израиль арӗсем! мӗншӗн эсир ҫакӑнтан тӗлӗнетӗр? мӗншӗн пирӗн ҫине эпир ӑна хамӑр хӑватпа е хамӑр таса пурӑннипе утакан тунӑ пек пӑхса тӑратӑр? |
|
| 13 |
|
| Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри, хамӑр аттемӗрсенӗн Турри, Хӑйӗн Ывӑлне Иисуса мухтава кӑларчӗ; эсир Ӑна тытса патӑр, Ӑна ирӗке кӑларма шутланӑ Пилат умӗнче эсир Унран тунтӑр. |
|
| 14 |
|
| Эсир Сӑваплине, Тӳррине пӑрахрӑр, ҫынвӗлерене ирӗке кӑларма йӑлӑнтӑр, |
|
| 15 |
|
| пурӑнӑҫ Пуҫлӑхне вӗлертӗр, Ӑна ӗнтӗ Турӑ вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ, ҫавна эпир хамӑр куртӑмӑр. |
|
| 16 |
|
| Ӑна ӗненнӗшӗн Унӑн ячӗ ҫак хӑвӑр курса-пӗлсе тӑракан ҫынна тӗреклӗлентерчӗ, Ун урлӑ килекен ӗненӳ пурсӑрӑр умӗнчех ӑна сывлӑх пачӗ. |
|
| 17 |
|
| Эй тӑванӑмсем! эпӗ пӗлетӗп: эсир хӑвӑр та, сирӗн пуҫлӑхӑрсем те ҫакна пӗлмен пирки турӑр. |
|
| 18 |
|
| Христос асапланассине Турӑ Хӑйӗн мӗнпур пророкӗ урлӑ малтанах епле пӗлтерсе хунӑ, ҫаплах турӗ. |
|
| 19 |
|
| Эппин, ӳкӗнӗр, Ун патне таврӑнӑр — сирӗн ҫылӑхӑрсем каҫарӑнччӑр, |
|
| 20 |
|
| Ҫӳлхуҫаран савӑнмалли вӑхӑт килтӗр, Вӑл сирӗн патӑра хӑвӑршӑн ямалла тунӑ Иисус Христоса ятӑр; |
|
| 21 |
|
| Турӑ Хӑйӗн мӗнпур сӑваплӑ пророкӗ урлӑ авалах каласа хуни пӗтӗмпех пурӑнӑҫланса ҫитиччен Унӑн тӳпере пулмалла. |
|
| 22 |
|
| Аттемӗрсене Моисей ҫапла каланӑ: «мана кӑларнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Туррӑр сире хӑвӑр тӑванӑрсем хушшинченех Пророк кӑларса парӗ; Вӑл сире мӗн калать, пӗтӗмпех ҫавӑн пек тӑвӑр; |
|
| 23 |
|
| Ҫав Пророка итлемесен, кирек хӑш чунӑн та халӑх хушшинчен пӗтмелле пулӗ» тенӗ. |
|
| 24 |
|
| Самуилран пуҫласа ун хыҫҫӑнхи пророксем те пурте ҫак кунсем ҫинчен ҫаплах каласа пӗлтернӗ. |
|
| 25 |
|
| Эсир — пророксен ывӑлӗсем, эсир — Турӑ Авраама: «санӑн вӑрлӑху урлӑ ҫӗр ҫинчи халӑхсем пурте пиллӗх илӗҫ» тесе, аҫӑрсене панӑ халал ывӑлӗсем. |
|
| 26 |
|
| Пурте усал ӗҫӗсенчен уйӑрӑлччӑр тесе, Турӑ, Хӑй Ывӑлне Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратса, Ӑна чи малтан сирӗн пата сире пиллеме ячӗ, тенӗ Петр. |
|
|
|
|