|
| 1 |
|
| Эй тӑванӑмсем! Израиле чунтан-вартан ҫӑлӑнӑҫ сунса Турра кӗлтӑватӑп. |
|
| 2 |
|
| Эпӗ вӗсем Турра ӗҫлесе тӑрас тӗлӗшпе питӗ тӑрӑшуллӑ пулнине пӗлсе тӑратӑп, анчах ӑна вӗсем пӗлсе тумаҫҫӗ. |
|
| 3 |
|
| Турӑ тӳрӗлӗхне ӑнламасӑр, Хӑйсен тӳрӗлӗхне ҫирӗплетесшӗн тӑрӑшса, вӗсем Турӑ тӳрӗлӗхне пӑхӑнмарӗҫ. |
|
| 4 |
|
| Саккун вӗҫӗ — Христос, Ӑна ӗненекен кирек кам та тӳрре тухма пултарать. |
|
| 5 |
|
| Саккунпа тӳрре тухасси ҫинчен Моисей ҫапла ҫырнӑ: «саккуна пурӑнӑҫланӑ ҫын ун урлӑ чӗрӗ пулӗ» тенӗ. |
|
| 6 |
|
| Ӗненӳпе тӳрре тухасси ҫинчен ҫапла каланӑ: хӑвӑн ӑшӑнта: «тӳпене кам улӑхӗ?» тесе ан кала (ку ӗнтӗ Христоса ҫӗр ҫине антарасчӗ тениех). |
|
| 7 |
|
| Е «ҫӗр тӗпне кам анӗ?» тесе те ан кала (ку ӗнтӗ Христоса вилнисен хушшинчен илсе хӑпарасчӗ тениех). |
|
| 8 |
|
| Ҫыру мӗн тет-ха? «Сӑмах сан ҫывӑхӑнта, санӑн чӗлхӳ-ҫӑварӑнта, санӑн чӗрӳнте» тет, ҫав сӑмах — эпир ӗненме вӗрентекен сӑмах. |
|
| 9 |
|
| Эсӗ чӗлхӳ-ҫӑварупа ҫирӗппӗн Иисуса Ҫӳлхуҫа теетӗн пулсассӑн, Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнине чӗрӳпе ӗненетӗн пулсассӑн — ҫӑлӑнӑн: пӗтӗм чӗререн ӗненни тӳрре кӑларать, ун ҫинчен чӗлхе-ҫӑварпа каласа тӑни ҫӑлӑнӑҫ кӳрет. |
|
| 10 |
|
|
|
| 11 |
|
| Ҫыру ҫапла калать: «Ӑна ӗненекен никам та намӑса юлмӗ» тет. |
|
| 12 |
|
| Иудейпе эллин хушшинче уйрӑмлӑх ҫук, пурин те пӗр Ҫӳлхуҫа, Вӑл Хӑйне асӑнакансемшӗн пуриншӗн те ырӑлӑхлӑ. |
|
| 13 |
|
| Ҫӳлхуҫа ятне асӑнакан кирек кам та ҫӑлӑнӗ. |
|
| 14 |
|
| Анчах ху ӗненмен Турра епле асӑнас? ху илтмен Турра епле ӗненес? вӗрентекен пулмасан ӑҫтан илтес? |
|
| 15 |
|
| Хушса ямасан епле вӗрентес? Ҫырура ҫапла ҫырнӑ: «канӑҫлӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар калакансенӗн урисем епле илемлӗ!» тенӗ. |
|
| 16 |
|
| Анчах та Ырӑ Хыпар каланине пурте итлемерӗҫ. Исаия та: «эй Ҫӳлхуҫа! пирӗнтен илтнине кам ӗненчӗ?» тенӗ. |
|
| 17 |
|
| Ҫапла ӗнтӗ, ӗненесси — илтнинчен, илтесси Турӑ сӑмахӗнчен килет. |
|
| 18 |
|
| Ыйтам-ха: вӗсем илтмен-и-мӗн? Илтмен мар! «Вӗсенӗн сасси пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх сарӑлнӑ, вӗсен сӑмахӗ тӗнче хӗрринех ҫитнӗ». |
|
| 19 |
|
| Тата ыйтам: Израиль пӗлмен-и-мӗн? Пуринчен малтан Моисей каланӑ: «Эпӗ сире халӑх вырӑнне хуман ҫынсем урлӑ ӑмсанакан тӑвӑп, сире ӑссӑр халӑх урлӑ вӗчӗрхентерӗп» тенӗ. |
|
| 20 |
|
| Исаия тата хӑюллӑрах калать: «Мана Хама шыраманнисем тупрӗҫ, Мана Хам ҫинчен ыйтманнисем пӗлчӗҫ» тет. |
|
| 21 |
|
| Израиль ҫинчен вара ҫапла калать: «Эпӗ кунӗпех аллӑма чурӑс та пуҫтах халӑх енне тӑсса тӑтӑм» тет. |
|
|
|
|