БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ҫавӑнпа ыйтатӑп ӗнтӗ: Турӑ Хӑйӗн халӑхне пӑрахнӑ пулать-и-мӗн? Паллах, апла мар. Эпӗ хам та — Израиль ҫынни, Авраам йӑхӗнчен, Вениамин ӑрӑвӗнчен ҫуралнӑ ҫын. |
| 2 |
| Турӑ Хӑй малтанах пӗлсе тӑнӑ халӑхне пӑрахман. || Е эсир Ҫырура Илия ҫинчен мӗн каланине пӗлместӗр-и? Илия, Израиле ӳпкелесе, Турра ҫапла каланӑ: |
| 3 |
| «эй Ҫӳлхуҫа! Санӑн пророкусене вӗлерчӗҫ, парнӳ вырӑнӗсене ишрӗҫ; пӗр эпӗ анчах юлтӑм, манӑн чуна та шыраҫҫӗ» тенӗ. |
| 4 |
| Ӑна Турӑ мӗнле хуравласа калать-ха? «Эпӗ Хам валли ҫичӗ пин ҫын сыхӑ хӑвартӑм, вӗсем Ваал умӗнче чӗркуҫленмен» тет. |
| 5 |
| Ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтра та, Турӑ хӗрхенсе суйласа хӑварнипе, йӑлкӑм сыхӑ юлнӑ. |
| 6 |
| Хӗрхеннипе сыхӑ юлнӑ пулсан, ӗҫсене пула юлни пулмасть вара, унсӑрӑн хӗрхенни те хӗрхенни пулмӗччӗ. Ӗҫсене пула юлнӑ пулсан, хӗрхеннипе юлман вара, унсӑрӑн ӗҫ те ӗҫ мар. |
| 7 |
| Мӗнле эппин? Израиль мӗн шыранине илеймерӗ; суйланисем илчӗҫ, ыттисем хаярланчӗҫ, |
| 8 |
| Ҫырура ҫапла каланӑ: «Турӑ вӗсем ҫине туйми тӑвакан сывлӑш янӑ, курми куҫ, илтми хӑлха панӑ, вӗсем паянхи кунчченех — ҫавӑн пек» тенӗ. |
| 9 |
| Давид та калать: «тавӑру ҫиттӗр вӗсене: хӑйсенӗн ӗҫми-ҫими вӗсемшӗн серепе, таната, мӑйкӑч пултӑр, |
| 10 |
| куҫӗ суккӑрланса курми пултӑр, пилӗкӗ ӗмӗрлӗхе хутланса лартӑр» тет. |
| 11 |
| Ҫавӑнпа ыйтатӑп ӗнтӗ: вӗсем ӳкмеллипех такӑннӑ-ши? Паллах, апла мар. Анчах та вӗсем ӳкни суя тӗнлисене ҫӑлӑнӑҫ кӳнӗ, иудейсем вара вӗсене ҫакӑншӑн ӑмсаннӑ. |
| 12 |
| Вӗсем ӳкни тӗнчешӗн ырӑлӑх пулсан, вӗсем Турӑран хӑпни суя тӗнлисемшӗн ырӑлӑх пулсан, вӗсем Турӑ патне таврӑнсассӑн ҫав ырӑлӑх епле тулли пулӗччӗ! |
| 13 |
| Сире, суя тӗнлисене, калатӑп: эпӗ, суя тӗнлисен апостолӗ, хамӑн ӗҫӗме пысӑка хуратӑп, |
| 14 |
| тен, ӳтрен тӑван халӑхӑм сире кӗвӗҫме пуҫлӗ те, эпӗ хӑшне те пулин ҫапла ҫӑлаймӑп-и? тетӗп. |
| 15 |
| Вӗсене пӑрахни тӗнчене килӗшӳ кӳнӗ пулсан, вӗсене йышӑнни вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни пулмасӑр мӗн пулӗ? |
| 16 |
| Пуҫламӑшӗ таса пулсан, пӗтӗмӗшӗ те таса, тымарӗ таса пулсан, турачӗсем те таса. |
| 17 |
| Хӑш турачӗсем хуҫӑлса ӳксе вӗсен вырӑнне эсӗ, вӑрманти ҫу йывӑҫӗ, сыпӑнтӑн пулсан, пахчари ҫу йывӑҫӗн тымарӗпе, унӑн сӗткенӗпе пӗрлешрӗн пулсан, |
| 18 |
| тӗп туратсем умӗнче хӑвна ху асла ан хур. Асла хуратӑн пулсан ҫакна асту: тымарне эсӗ тытса тӑмастӑн, тымарӗ сана тытса тӑрать. |
| 19 |
| Эсӗ: «туратсем мана сыпӑнтарасшӑн хуҫӑлса ӳкрӗҫ» тейӗн. |
| 20 |
| Юрӗ. Вӗсем ӗненменнипе хуҫӑлса ӳкрӗҫ, эсӗ ӗненнипе тытӑнса тӑратӑн: ан мӑнаҫлан, хӑраса тӑр. |
| 21 |
| Турӑ тӗп туратсене те хӗрхенмен пулсан, асту, сана хӗрхенӗ-и вара? |
| 22 |
| Ҫапла ӗнтӗ Турӑ ыррине те, хаяррине те куратӑн: хаярлӑхӗ — уйӑрӑлнисемшӗн, эсӗ Турӑ ырӑлӑхне кӑмӑлласа тӑратӑн пулсан, ырӑлӑхӗ — саншӑн; унсӑрӑн сана та касса пӑрахӗҫ. |
| 23 |
| Лешӗсем те, ӗненмен халлӗнех тӑмасан, сыпӑнӗҫ, Туррӑн вӗсене каялла сыпмалӑх хӑват пур. |
| 24 |
| Эсӗ те, вӑрманти ҫу йывӑҫӗ ҫумӗнчен касса илнӗскер, паха ҫу йывӑҫӗ ҫумне сыпӑнтӑн пулсан, ҫак пӗр тӗпри туратсем хӑйсен ҫу йывӑҫӗ ҫумне тата ҫӑмӑлтарах сыпӑнӗҫ. |
| 25 |
| Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире (хӑвӑра пысӑка хурасран) ҫак вӑрттӑнлӑх ҫинчен пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар: Израиль халӑхӗ пӗтӗмпе мар, хӑшӗсем ҫеҫ аташса кайнӑ, ку та ӗмӗрлӗхе пымӗ, суя тӗнлисем пурте Турӑ патне пыриччен ҫеҫ тӑсӑлӗ, |
| 26 |
| ҫапла ӗнтӗ хӑҫан та пулин пӗтӗм Израиль халӑхӗ ҫӑлӑнӗ, Ҫыру ун ҫинчен ҫапла калать: «Сионран Хӑтаракан килӗ те Иаковран йӗркесӗрлӗхне сирӗ. |
| 27 |
| Вӗсен ҫылӑхӗсене сирсессӗн, вӗсемпе ҫак халала хывӑп» тет. |
| 28 |
| Ырӑ Хыпара йышӑнмасӑр вӗсем сирӗншӗн Турӑ тӑшманӗсем пулчӗҫ; анчах та Турӑ суйласа илнӗскерсем, вӗсем ашшӗсене пула Туррӑн юратнӑ ҫыннисем пулаҫҫӗ. |
| 29 |
| Турӑ пани, Вӑл суйласа илни каялла пулмасть. |
| 30 |
| Эсир те унччен Турра пӑхӑнмасӑр пурӑнаттӑрччӗ, халӗ вара вӗсем пӑхӑнмасӑр пурӑннине кура Турӑ сире каҫарнӑ, |
| 31 |
| ҫавӑн пекех вӗсем те халӗ Турра пӑхӑнмасӑр пурӑнаҫҫӗ, сире пула Турӑ вӗсене те каҫарӗ: |
| 32 |
| пурне те ҫӑлмашкӑн Турӑ пурне те Хӑйне пӑхӑнми тунӑ. |
| 33 |
| Туррӑн ырӑлӑхне, ӑслӑлӑхне, Вӑл пӗлнине пӗлсе ҫитме ҫук! Унӑн шухӑшӗсене ӑнласа илме ҫук, Унӑн ҫулӗсене йӗрлесе тупма ҫук! |
| 34 |
| Ҫӳлхуҫа ӑсне кам пӗлейӗ? Ӑна кам канаш панӑ? |
| 35 |
| Каялла тавӑрса памашкӑн Ӑна кам малтан парса хунӑ? Ӑна кам та пулин мӗн те пулин панӑ-и? |
| 36 |
| Пурте — Унран, пурте — Ун урлӑ, пурте — Унра. Вӑл ӗмӗрех мухтавлӑ. Аминь. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/romans/011.mp3
16
11