|
| 1 |
|
| Эй тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ сире Туррӑн хӗрхенекен кӑмӑлне асӑнса йӑлӑнатӑп: Турӑшӑн ӑспа ӗҫлесе пурӑнас тесессӗн, хӑвӑрӑн ӳтӗре чӗрӗ, сӑваплӑ, Турра юрӑхлӑ парне тума тӑрӑшӑр, |
|
| 2 |
|
| ку ӗмӗре кура ан пурӑнӑр; Туррӑн кӑмӑллӑ, пур тӗлӗшпе те паха, ырӑ ирӗкне пӗлсе пымашкӑн эсир хӑвӑр ӑсӑра ҫӗнетсе улӑшӑнӑр. |
|
| 3 |
|
| Хама панӑ тивлетпе эпӗ сире пурсӑра та калатӑп: хӑвӑр ҫинчен ытлашшине ан шухӑшлӑр: Турӑ кама мӗн чухлӗ ӗненмелӗх панӑ, ҫав таран йӑвашланса шухӑшлӑр. |
|
| 4 |
|
| Пирӗн пӗр ӳтӗмӗрӗнех темӗн чухлӗ пай, кашни пайӗн хӑйӗн ӗҫӗ, |
|
| 5 |
|
| ҫавӑн пек эпир те, темӗн чухлӗн пулсан та, Христос урлӑ пӗр ӳт пулса тӑратпӑр, пӗр-пӗриншӗн уйрӑммӑн ӳт пайӗсем пулатпӑр. |
|
| 6 |
|
| Хамӑра панӑ тивлетпе эпир тӗрлӗ хастар илнӗ: санӑн пророк хастарӗ пулсан, эсӗ ху ӗненнине кура пророк ӗҫне ту; |
|
| 7 |
|
| ыттисене ӗҫлесе тӑрас хастар пулсан — ҫавна ту; вӗрентекен пулсан — вӗрент; |
|
| 8 |
|
| ӳкӗтлекен пулсан — ӳкӗтле; валеҫекен пулсан — таса кӑмӑлпа валеҫ; пуҫлӑх пулсан — тӑрӑшакан пуҫлӑх пул; ырӑлӑх тӑвакан пулсан — савӑнса ырӑлӑх ту. |
|
| 9 |
|
| Юратни ячӗшӗн туни ан пултӑр; усалтан пӑрӑнӑр, ырӑ ҫумне ҫыпҫӑнӑр; |
|
| 10 |
|
| пӗр-пӗрне тӑванла, чунтан юратӑр; пӗр-пӗрне хӑвӑртан асла хурса хисеплӗр; |
|
| 11 |
|
| тӑрӑшас ҫӗрте ан ӳркенӗр; тӑрӑшасшӑн ҫунса тӑрӑр; Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлӗр; |
|
| 12 |
|
| шанӑҫ пуррипе йӑпанӑр; хӗн-хурта чӑтӑмлӑ пулӑр, ялан Турра кӗлтӑвӑр; |
|
| 13 |
|
| йывӑрлӑх тӳсекен сӑваплӑ ҫынсене пулӑшӑр, иртен-ҫӳрене хапӑл пулӑр; |
|
| 14 |
|
| хӑвӑра хӗсӗрлекенсене ырӑ сунӑр; ан ылханӑр, ырӑ сунӑр. |
|
| 15 |
|
| Савӑнаканпа савӑнӑр, йӗрекенпе йӗрӗр. |
|
| 16 |
|
| Пӗр-пӗринпе пӗр шухӑшпа тӑрӑр; ан мӑнаҫланӑр, йӑвашшисен йӗрӗпе ҫӳрӗр; хӑвӑра асла ан хурӑр; |
|
| 17 |
|
| никама та усалшӑн усалпа ан тавӑрӑр; пур ҫын умӗнче те ырӑшӑн тӑрӑшӑр. |
|
| 18 |
|
| Хӑвӑртан килет пулсассӑн, пуринпе те килӗштерсе пурӑнӑр. |
|
| 19 |
|
| Эй юратнӑ тӑванӑмсем, хӑвӑршӑн ан тавӑрӑр, сирӗншӗн Турӑ ҫилли тавӑртӑр. Ҫырасса та ҫапла ҫырнӑ: Ҫӳлхуҫа калать: «тавӑрасси — Манӑн ӗҫ, Эпӗ Хам тавӑрӑп» тет, тенӗ. |
|
| 20 |
|
| Ҫапла ӗнтӗ, тӑшману выҫӑ пулсассӑн — тӑрантар ӑна; ӗҫесси килет пулсассӑн — ӗҫтер; ҫапла туса, эсӗ унӑн пуҫӗ ҫине шӗл-кӑвар пуҫтарӑн. |
|
| 21 |
|
| Сана усал ан парӑнтартӑр, эсӗ ху усала ырӑпа парӑнтарса тӑр. |
|
|
|
|