БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Эпӗ Христос пек пулма тӑрӑшатӑп, эсир те ман пек пулма тӑрӑшӑр. |
| 2 |
| Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире мухтатӑп: эпӗ мӗн тунине, мӗн вӗрентнине эсир пурне те астуса тӑратӑр, эпӗ мӗн хушса хӑварнине уяса пурӑнатӑр. |
| 3 |
| Тата эпӗ сире акӑ ҫакна пӗлтересшӗн: кирек хӑш арҫыннӑн пуҫлӑхӗ те — Христос, арӑмӑн пуҫлӑхӗ — упӑшки, Христос пуҫлӑхӗ — Турӑ. |
| 4 |
| Кирек хӑш арҫын та кӗлтунӑ чухне е вӗрентсе каланӑ чухне пуҫне тӑхӑннӑ пулсассӑн, хӑйне хӑй намӑса кӑларать; |
| 5 |
| кирек хӑш арӑм та ҫара пуҫӑн кӗлтӑвать е ҫара пуҫӑн вӗрентсе калать пулсассӑн, хӑйне хӑй намӑса кӑларать: вӑл ҫапла туни ҫӳҫне хыртарса янӑпа пӗрех; |
| 6 |
| хӗрарӑм пуҫне ҫыхса ҫӳресшӗн пулмасассӑн, эппин, ҫӳҫне те кастарса ятӑр; ҫӳҫне кастарни е хыртарни ӑна намӑслантарать пулсан, эппин, пуҫне ҫыхса ҫӳретӗр. |
| 7 |
| Ҫапла ӗнтӗ арҫыннӑн пуҫне тӑхӑнмалла мар: вӑл — Туррӑн сӑнарӗ, Туррӑн мухтавӗ; арӑм — упӑшкийӗн мухтавӗ. |
| 8 |
| Арҫынна арӑмран пултарман, арӑма арҫынтан пултарнӑ; |
| 9 |
| арҫынна арӑмшӑн пултарман, арӑма арҫыншӑн пултарнӑ. |
| 10 |
| Ҫавӑнпа ӗнтӗ ангелсемшӗн хӗрарӑм пуҫӗ ҫинче хӑй пӑхӑнса тӑнине кӑтартакан паллӑ пулмалла. |
| 11 |
| Ҫапах та Ҫӳлхуҫа умӗнче упӑшки те арӑмӗсӗр нимӗн те мар, арӑмӗ те упӑшкисӗр нимӗн те мар: |
| 12 |
| хӗрарӑм арҫынтан пулнӑ, ҫавӑн пекех арҫын та хӗрарӑмран ҫуралать; пурне те Турӑ пултарнӑ. |
| 13 |
| Хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр-ха: хӗрарӑма ҫара пуҫӑн Турра кӗлтуни килӗшӳллӗ-и? |
| 14 |
| Арҫынна ҫӳҫне хӗрарӑм пек ӳстерни намӑс иккенне сире ҫутҫанталӑк хӑех пӗлтерсе тӑмасть-и? |
| 15 |
| Хӗрарӑма ҫӳҫне ӳстерни килӗшӳллӗ: ҫӳҫне ӑна пуҫ витти вырӑнне панӑ. |
| 16 |
| Кам та пулин ҫавӑн ҫинчен тавлашас тесессӗн, унӑн ҫакна пӗлес пулать: пирӗн те, Туррӑн ӗненекен ушкӑнӗнче те урӑхла йӑла ҫук. |
| 17 |
| Тата ҫакна, хам ырламаннине, калам: эсир лайӑх тума мар, начар тума пуҫтарӑнатӑр. |
| 18 |
| Чӑн малтан акӑ мӗн калас: эсир пӗрле пуҫтарӑнсан ушкӑнсене уйӑрӑлатӑр тет, эпӗ ҫакна кӑштах ӗненетӗп те, |
| 19 |
| мӗншӗн тесессӗн сирӗн хушшӑрта тӗрлӗ шухӑш та пулмалла, унсӑрӑн сирӗн хушшӑрта шанчӑклисем палӑрмӗҫ. |
| 20 |
| Эсир ҫавӑнта пӗрле пуҫтарӑнатӑр пулсассӑн та, ҫакна Ҫӳлхуҫа апатне ҫиме пуҫтарӑннӑ теме ҫук, |
| 21 |
| мӗншӗн тесессӗн харпӑр хӑй ҫимӗҫне ыттисенчен малтан ҫисе яма тӑрӑшатӑр, ҫавӑнпа хӑшӗсем выҫӑ тӑрса юлаҫҫӗ, хӑшӗсем ӗҫсе ӳсӗрӗлеҫҫӗ. |
| 22 |
| Ӗҫсе ҫиес тесен сирӗн хӑвӑр килӗр ҫук-им? Е Турра ӗненекенсене вырӑна хумасӑр ҫук ҫынсене хур тӑвас тетӗр-и? Мӗн калас сире? уншӑн сире мухтас-и-мӗн? Мухтамӑп. |
| 23 |
| Эпӗ Ҫӳлхуҫаран Хӑйӗнчен акӑ ҫакна пӗлтӗм, кайран ӑна сире те каласа патӑм: Иисус Ҫӳлхуҫамӑр Хӑйне тытса парас каҫхине ҫӑкӑр илсе |
| 24 |
| тав тунӑ та ӑна хуҫа-хуҫа каланӑ: «ҫакӑ — Манӑн Ӳтӗм, илсе ҫийӗр ӑна, вӑл сирӗншӗн вакланать; ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр» тенӗ. |
| 25 |
| Каҫхи апат хыҫҫӑн ҫавӑн пекех тата курка илнӗ те каланӑ: «ҫак курка — Манӑн Юнӑмпа хывнӑ ҫӗнӗ халал; ӗҫнӗ чухне кирек хӑҫан та ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр» тенӗ. |
| 26 |
| Эсир ҫав ҫӑкӑра ҫинӗ чухне, ҫав куркана ӗҫнӗ чухне кирек хӑҫан та Ҫӳлхуҫа вилни ҫинчен Вӑл киличченех пӗлтерсе тӑратӑр. |
| 27 |
| Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫав ҫӑкӑра тивӗҫсӗр ҫиекен, Ҫӳлхуҫа куркине тивӗҫсӗр ӗҫекен Ҫӳлхуҫа Ӳчӗпе Унӑн Юнӗ умӗнче айӑпа кӗрет. |
| 28 |
| Ҫын хӑйне хӑй сӑнаса тасаттӑр та вара тин ҫав ҫӑкӑра ҫитӗр, ҫав куркана ӗҫтӗр. |
| 29 |
| Ҫӳлхуҫа Ӳчӗ ҫинчен шухӑшламан пирки тивӗҫсӗр ҫиекен, тивӗҫсӗр ӗҫекен хӑйне айӑпа кӗртме ӗҫсе ҫиет. |
| 30 |
| Ҫавӑнпа эсир нумайӑшӗ халсӑр, нумайӑшӗ чирлӗ, вилекен те сахал мар. |
| 31 |
| Эпир хамӑра хамӑр айӑпласа тӑрсассӑн айӑпа кӗмӗттӗмӗрччӗ; |
| 32 |
| кайран тӗнчепе пӗрле айӑпа ан юлччӑр тесе Ҫӳлхуҫа пире айӑпласа хаса парать. |
| 33 |
| Ҫавӑнпа ӗнтӗ, тӑванӑмсем, апат тума пуҫтарӑнсан пӗр-пӗрне кӗтсе илӗр. |
| 34 |
| Выҫса ҫитни килӗнче ҫитӗр, сирӗн айӑпа кӗме пуҫтарӑнмалла ан пултӑр. Ыттине хам пырсан йӗркене кӗртӗп. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/1corinthians/011.mp3
16
11