|
| 1 |
|
| Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире Сывлӑш хастарӗсем ҫинчен те пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар. |
|
| 2 |
|
| Хӑвӑр пӗлетӗр: суя тӗнпе пурӑннӑ чухне эсир чӗлхесӗр йӗрӗхсем патне хӑвӑра такам сӗтӗрсе кайнӑ пек ҫӳреттӗр. |
|
| 3 |
|
| Ҫавӑнпа калатӑп сире: Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернипе калаҫакан никам та Иисуса ылханаймӗ; Таса Сывлӑш пулӑшмасан никам та Иисуса Ҫӳлхуҫа тесе те калаймӗ. |
|
| 4 |
|
| Хастар — тӗрлӗрен, Сывлӑш — пӗрре анчах; |
|
| 5 |
|
| ӗҫлесе тӑрасси те — тӗрлӗрен, Ҫӳлхуҫа вара — пӗрре анчах; |
|
| 6 |
|
| ӗҫсем те — тӗрлӗрен, анчах пуринче те пурне те туса тӑракан Турӑ — пӗрре анчах. |
|
| 7 |
|
| Усӑ кӳмешкӗн Сывлӑш кашнинех хӑйне уйрӑм хастар парать. |
|
| 8 |
|
| Пӗрне Сывлӑш ӑслӑ сӑмах парать, ҫав Сывлӑшах тепӗрне ыттисем валли пӗлӳ парать; |
|
| 9 |
|
| ҫав Сывлӑшах хӑшне ҫирӗп ӗнентермелле тӑвакан хастар парать; ҫав Сывлӑшах хӑшне чиртен сыватма хастар парать; |
|
| 10 |
|
| хӑшне — хӑватсем тума, хӑшне — пророк пулма, хӑшне — сывлӑшсене чухласа илме, хӑшне — тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма, хӑшне тата тӗрлӗ чӗлхепе каланине ӑнлантарса пама хастар парать. |
|
| 11 |
|
| Ҫакна пурне те пӗр Сывлӑшах тӑвать; кашнинех хӑйне кирлӗ пек уйӑрса парать. |
|
| 12 |
|
| Ӳт-пӳ пӗрре, анчах пайӗ нумай; пӗр ӳт-пӗвӗн пайӗсем хӑйсем нумаййӑн пулсан та пӗр ӳт-пӳ пулаҫҫӗ: Христос та ҫавӑн пекех. |
|
| 13 |
|
| Иудей-и, эллин-и, чура-и, ирӗкри-и — эпир пурсӑмӑр та пӗр ӳт-пӳ пулма пӗр Сывлӑшпа тӗне кӗнӗ, пурсӑмӑр та хамӑр ӑша пӗр Сывлӑшах илнӗ. |
|
| 14 |
|
| Ӳт-пӳре пӗр пай анчах мар, нумай. |
|
| 15 |
|
| Ура: «ӳт-пӳ пайӗ пулмашкӑн эпӗ алӑ мар» тесен, вара вӑл ҫавӑнпа ӳт-пӳ пайӗ пулмасть-и-мӗн? |
|
| 16 |
|
| Хӑлха та: «ӳт-пӳ пайӗ пулмашкӑн эпӗ куҫ мар» тесен, вӑл та вара ҫавӑнпа ӳт-пӳ пайӗ пулмасть-и-мӗн? |
|
| 17 |
|
| Эхер те пӗтӗм ӳт-пӳ куҫ пулсан, илтмелли ӑҫта вара? Ӳт-пӳ пӗтӗмӗшпех илтмелли пулсан, шӑршӑ пӗлмелли ӑҫта? |
|
| 18 |
|
| Анчах та Турӑ Хӑйӗн ирӗкӗпе пур пая та пӗр ӳт-пӗве вырӑнаҫтарнӑ. |
|
| 19 |
|
| Пурте пӗр пай пулсан, ӳт-пӳ ӑҫтан пулӗччӗ вара? |
|
| 20 |
|
| Капла пайӗ нумай, ӳт-пӳ пӗрре ҫеҫ. |
|
| 21 |
|
| Куҫ алла: «эсӗ мана кирлӗ мар» тееймест; пуҫ та урана: «эсӗ мана кирлӗ мар» тееймест. |
|
| 22 |
|
| Апла ҫеҫ мар-ха, ӳт-пӗвӗн чи вӑйсӑртарах пек туйӑнакан пайӗсем ҫав тери кирлӗ; |
|
| 23 |
|
| хамӑрӑн хисеплех мар пайсене эпир ытларах та хисеплетпӗр; |
|
| 24 |
|
| хамӑрӑн илемсӗр пайсемшӗн ытларах тӑрӑшатпӑр; илемлисене апла туни кирлӗ мар. Ҫапла Турӑ, начартараххишӗн ытларах тӑрӑшмалла туса, ӳт-пӳ пайӗсене танлаштарнӑ: |
|
| 25 |
|
| унӑн пур пайне те пӗр-пӗриншӗн пӗр пек тӑрӑшмалла туса, ӳт-пӗве саланса каймалла мар тунӑ. |
|
| 26 |
|
| Ҫавӑнпа ӗнтӗ пӗр пайӗ асапланать пулсассӑн, унпа пӗрле ытти пайӗсем те пурте асапланаҫҫӗ; пӗр пайне ырласассӑн, унпа пӗрле пур пайӗ те савӑнать. |
|
| 27 |
|
| Эсир — Христос ӳт-пӗвӗ, уйрӑммӑн илсессӗн, кашнийӗ вара — унӑн пайӗ. |
|
| 28 |
|
| Ӗненекен ушкӑнра Турӑ хӑшне — апостол, хӑшне — пророк тата хӑшне вӗрентекен тунӑ; унтан тата хӑшне тӗлӗнмелле ӗҫсем тума хӑват панӑ, хӑшне — чирсенчен сыватма, хӑшне — пулӑшса тӑма, хӑшне — йӗрке кӳрсе тӑма, хӑшне тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма хастар панӑ. |
|
| 29 |
|
| Пурте апостол-и? Пурте пророк-и? Пурте вӗрентекен-и? Пурте тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑваҫҫӗ-и? |
|
| 30 |
|
| Пуринӗн те чирсенчен сыватмалли хастар пур-и? Пурте тӗрлӗ чӗлхепе калаҫаҫҫӗ-и? Пурте тӗрлӗ чӗлхепе каланине ӑнлантарса параҫҫӗ-и? |
|
| 31 |
|
| Чи лайӑх, чи кирлӗ хастарсемшӗн тӑрӑшӑр, эпӗ вара сире чӑн лайӑх ҫул кӑтартса парӑп. |
|
|
|
|