БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире хам пӗлтернӗ Ырӑ Хыпара астутаратӑп; эсир ӑна йышӑнтӑр, ӑна тытса та тӑратӑр; |
| 2 |
| пурне те эпӗ хӑвӑра каласа панӑ пек тытса тӑратӑр пулсассӑн, эсир ахальтен анчах ӗненмен пулсассӑн ҫав Ырӑ Хыпар урлӑ ҫӑлӑнатӑр та. |
| 3 |
| Эпӗ сире чӑн малтан акӑ ҫакна, хама пӗлтернине, каласа патӑм: Ҫырура каланӑ пек, Христос пирӗн ҫылӑхӑмӑрсемшӗн вилнӗ, |
| 4 |
| Ӑна ӗнтӗ пытарнӑ, Ҫырура каланӑ пек, Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑнӑ, |
| 5 |
| Кифана, унтан вуниккӗшне курӑннӑ; |
| 6 |
| унтан пӗр харӑсах пилӗкҫӗр ытла тӑвана курӑннӑ, вӗсем нумайӑшӗ халӗ те пурӑнаҫҫӗ, хӑшӗ-пӗрисем вилнӗ ӗнтӗ; |
| 7 |
| унтан Иакова, ҫавӑн пекех тата пур апостола та курӑннӑ; |
| 8 |
| пуринчен кайран мана та, тивӗҫсӗрскере, курӑнчӗ. |
| 9 |
| Эпӗ апостолсенчен чи кӗҫӗнни, мана апостол темелӗх те ҫук — эпӗ Туррӑн ӗненекен ушкӑнне хӗсӗрлеттӗм. |
| 10 |
| Эпӗ Турӑ тивлечӗпе ҫеҫ ҫакӑн пек пулса тӑтӑм; Унӑн тивлечӗ манра сая каймарӗ, эпӗ вӗсенчен пуринчен те ытла ӗҫлерӗм: эпӗ мар ӗнтӗ, Турӑ тивлечӗ манпа пӗрлеччӗ. |
| 11 |
| Ӗнтӗ эпӗ-и, вӗсем-и, эпир ҫапла вӗрентетпӗр, эсир те ҫапла ӗнентӗр. |
| 12 |
| Христос ҫинчен Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ тесе вӗрентеҫҫӗ пулсассӑн, мӗнле-ха сирӗнтен хӑшӗ-пӗрисем: вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук, тееҫҫӗ? |
| 13 |
| Вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук пулсассӑн, Христос та чӗрӗлсе тӑман пулать; |
| 14 |
| Христос чӗрӗлсе тӑман пулсассӑн, эпир вӗрентни те харама каять, эсир ӗненни те харам пулать. |
| 15 |
| Тата эпир Турӑ ҫинчен суеҫтерекенсем те пулатпӑр, мӗншӗн тесессӗн эпир Турӑ ҫинчен: «Вӑл Христоса чӗртсе тӑратнӑ» тетпӗр, вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук пулсассӑн, Вӑл Христоса чӗртсе тӑратман пулать; |
| 16 |
| вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук пулсассӑн, Христос та чӗрӗлсе тӑман пулать. |
| 17 |
| Христос чӗрӗлсе тӑман пулсассӑн, эсир ӗненни те харам пулать: эсир ҫав-ҫавах ҫылӑхӑрсенчен хӑтӑлман пулать; |
| 18 |
| апла вара Христоса ӗненсе вилнисем те ӗмӗрлӗхе пӗтнӗ пулать. |
| 19 |
| Эпир ҫак пурӑнӑҫра ҫеҫ Христоса шанса тӑратпӑр пулсассӑн — пур ҫынран та телейсӗр пулатпӑр. |
| 20 |
| Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, Вӑл — вилнисенчен чи малтан чӗрӗлсе тӑраканӗ. |
| 21 |
| Вилӗм этем урлӑ ҫитнӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси те Этем урлӑ килнӗ. |
| 22 |
| Адам урлӑ пурте вилнӗ пек, Христос урлӑ пурте чӗрӗлсе тӑрӗҫ; |
| 23 |
| пӗтӗмпе хӑй йӗркипе пырать: малтан Христос чӗрӗлсе тӑнӑ, унтан, Вӑл килнӗ чухне, Ӑна ӗненнисем чӗрӗлсе тӑрӗҫ. |
| 24 |
| Вара вӗҫӗ ҫитӗ; Вӑл ун чухне пур тӗрлӗ пуҫлӑха та, тӗрлӗ ирӗке те, хӑвата та пӗтерӗ те Патшалӑха Атте Турра парӗ. |
| 25 |
| Хӑйӗн тӑшманӗсене пурне те ури айне тӑвичченех Вӑл патшара тӑмалла. |
| 26 |
| Юлашки тӑшман — вилӗм — пӗтӗ, |
| 27 |
| мӗншӗн тесессӗн Турӑ пурне те Христос ури айне тунӑ; паллӑ ӗнтӗ, пурне те Ӑна Пӑхӑнтараканнисӗр пуҫне пурте Ӑна пӑхӑннӑ. |
| 28 |
| Пурне те Христоса пӑхӑнтарса пӗтерсессӗн, Ывӑлӗ Хӑй те вара пурне те Хӑйне Пӑхӑнтараканнине пӑхӑнӗ; вара мӗн пурринче те пурин ӑшӗнче те Турӑ пулӗ. |
| 29 |
| Эхер те ҫапла мар пулсассӑн, || мӗншӗн-ха вилнисемшӗн тӗне кӗреҫҫӗ? Вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук пулсассӑн, мӗншӗн-ха вилнисемшӗн тӗне кӗреҫҫӗ? |
| 30 |
| Эпир те мӗншӗн пӗрмаях хӗн-хур куратпӑр? |
| 31 |
| Эй тӑванӑмсем, эпӗ кашни кун вилес пекех. Эпӗ Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче сирӗнпе мухтанатӑп, ҫавӑнпа ҫапла калатӑп. |
| 32 |
| Этемле шухӑшласа калатӑп: вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук пулсассӑн, эпӗ Эфесра тискер кайӑксемпе кӗрешнинчен мӗн усси мана? Эппин, ӗҫер те ҫиер, ыран пурпӗр вилетпӗр! |
| 33 |
| Ан улталанӑр: усал ушкӑнра мӗн ырри те пӑсӑлать. |
| 34 |
| Кирлӗ пек тӑна кӗрӗр, ҫылӑх тума чарӑнӑр; ӗнтӗ сире намӑслантарса калатӑп: эсир хӑшӗ-пӗрисем Турра пӗлместӗр. |
| 35 |
| Тен, кам та пулин калӗ: «вилнисем епле чӗрӗлсе тӑрӗҫ? вӗсем мӗнле ӳтпе чӗрӗлсе килӗҫ?» тейӗ. |
| 36 |
| Эй ӑссӑр! эсӗ акни ҫӗрмесессӗн шӑтас та ҫук. |
| 37 |
| Акнӑ чухне эсӗ пӗтӗм ӳсентӑранне мар, ҫара пӗрчӗ ҫеҫ, — тулӑ пӗрчи-и е урӑх тырӑ пӗрчи-и, — акатӑн; |
| 38 |
| пучахӗпе хӑмӑлне Турӑ ӑна Хӑй пӗлсе Хӑй парать, кашни пӗрче харкам хӑйӗнне парать. |
| 39 |
| Пур ӳт те пӗр пек мар: этемӗн — хӑйӗн ӳчӗ, выльӑхӑн — хӑйӗн ӳчӗ, пуллӑн — хӑйӗн ӳчӗ, вӗҫен кайӑкӑн — хӑйӗн ӳчӗ. |
| 40 |
| Тӳпере те япаласем пур, ҫӗр ҫинче те япаласем пур: тӳперисем — пӗр тӗрлӗ, ҫӗр ҫинчисем — тепӗр тӗрлӗ; |
| 41 |
| хӗвел ҫути — пӗр тӗрлӗ, уйӑх ҫути — тепӗр тӗрлӗ, ҫӑлтӑрсен ҫути — тата урӑх тӗрлӗ; ҫӑлтӑрпа ҫӑлтӑрӑн та ҫути пӗр мар. |
| 42 |
| Вилнисем чӗрӗлсе тӑнӑ чухне те ҫапла пулӗ: ҫӗре ҫӗрекенни кӗрет, ҫӗрми пулса чӗрӗлсе тӑрать; |
| 43 |
| хисепрен тухни ҫӗре кӗрет, мухтавлӑ пулса чӗрӗлсе тӑрать; халсӑрри ҫӗре кӗрет, хӑватлӑ пулса чӗрӗлсе тӑрать; |
| 44 |
| ӳтшӗн пурӑнни ҫӗре кӗрет, Сывлӑшпа пурӑнас ӳт пулса чӗрӗлсе тӑрать. Сывлӑшсӑр ӳт те пур, Сывлӑшлӑ ӳт те пур. |
| 45 |
| Ҫырасса та ҫапла ҫырнӑ: «малтанхи этем, Адам, чӗрӗ чунлӑ пулса тӑнӑ» тенӗ, иккӗмӗш Адам вара чӗрӗ тӑвакан Сывлӑш пулнӑ. |
| 46 |
| Сывлӑшпа пурӑнаканни малтан пулман, чунпа пурӑнаканни малтан пулнӑ, унтан вара Сывлӑшпа пурӑнаканни пулнӑ. |
| 47 |
| Малтанхи этем ҫӗрти тӑпраран пулнӑ, иккӗмӗш этем — тӳперен килнӗ Ҫӳлхуҫа. |
| 48 |
| Ҫӗрти тӑпраран пулнӑскерӗ мӗнле — ҫӗр ҫинчисем те ҫавӑн пек, тӳперен Килнӗскерӗ мӗнле — тӳперисем те ҫавӑн пек; |
| 49 |
| эпир, тӑпраран пулнӑ ҫын сӑнарлӑ пулнӑ пек, Тӳпери сӑнарлӑ та пулӑпӑр. |
| 50 |
| Эй тӑванӑмсем, тата ҫакна калам сире: ӳтпе юн Турӑ Патшалӑхне кӗме пултараймаҫҫӗ, вилесси вилӗмсӗрлӗхе кӗреймест. |
| 51 |
| Сире тата вӑрттӑнлӑх пӗлтеретӗп: эпир пурте вилмӗпӗр, анчах пурте улшӑнӑпӑр: |
| 52 |
| трупапа юлашкинчен кӑшкӑртнӑ чухне сасартӑк, пӗрре куҫ хупса иличчен, улшӑнса тӑрӑпӑр. Трупа кӑшкӑртса ярӗ те — вилнисем ҫӗрми пулса чӗрӗлсе тӑрӗҫ, эпир улшӑнӑпӑр; |
| 53 |
| ҫак ҫӗрекен ӳт ҫӗрми пулса тӑмалла, ҫак вилӗмлӗ ӳт вилӗмсӗр пулса тӑмалла. |
| 54 |
| Ҫак ҫӗрекен ӳт ҫӗрми пулсассӑн, ҫак вилӗмлӗ ӳт вилӗмсӗр пулсассӑн, Ҫырури сӑмах вырӑна килӗ. Унта: «вилӗме ӗмӗрлӗхе ҫӗнтернӗ» тенӗ. |
| 55 |
| «Эй вилӗм! ӑҫта санӑн сӑнну? эй тамӑк! ӑҫта санӑн ҫӗнтерӗвӳ?» |
| 56 |
| Вилӗмӗн сӑнни — ҫылӑх; ҫылӑх вара саккунран вӑй илнӗ. |
| 57 |
| Тавах Турра, Вӑл пире Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ ҫылӑха ҫӗнтерме хӑват парать. |
| 58 |
| Ҫапла ӗнтӗ, савнӑ тӑванӑмсем, тӗреклӗ пулӑр, ан иккӗленӗр, хӑвӑр ӗҫлени Ҫӳлхуҫа умӗнче харама каяс ҫуккине пӗлсе Унӑн ӗҫне яланах тӑрӑшса туса тӑрӑр. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/1corinthians/015.mp3
16
15