|
| 1 |
|
| Эй тӑванӑмсем, эпӗ сирӗнпе Таса Сывлӑшлӑ ҫынсемпе калаҫнӑ пек калаҫма пултараймарӑм, ӳтшӗн пурӑнакансемпе калаҫнӑ пек, Христоса ӗненес тӗлӗшрен пӗчӗкҫӗ ачасемпе танлашакансемпе калаҫнӑ пек калаҫрӑм. |
|
| 2 |
|
| Эпӗ сире сӗтпе тӑрантарса пурӑнтӑм, хытӑ ҫимӗҫ памарӑм: эсир халсӑрччӗ, эсир халӗ те халсӑр, |
|
| 3 |
|
| мӗншӗн тесессӗн эсир халӗ те ӳтшӗн пурӑнатӑр. Эсир ӑмсанатӑр, пӗр-пӗринпе хирӗҫетӗр-тавлашатӑр пулсассӑн, ӳтшӗн пурӑнакансем, этем йӑлине туса тӑракансем пулмастӑр-и вара? |
|
| 4 |
|
| Пӗри: «Эпӗ — Павелӑн», тепӗри: «Эпӗ — Аполлосӑн» тетӗр пулсассӑн, эсир ӳтшӗн пурӑнакансем мар-и вара? |
|
| 5 |
|
| Павел кам? Аполлос кам? Хушнине тӑвакансем анчах вӗсем, эсир вӗсем урлӑ ӗнентӗр, ӗҫлессе те вӗсем Ҫӳлхуҫа хӑйсене панӑ хал таран анчах ӗҫлеҫҫӗ. |
|
| 6 |
|
| Эпӗ лартрӑм, Аполлос шӑварса тӑчӗ, ӳстерессе Турӑ ӳстерчӗ. |
|
| 7 |
|
| Ҫавӑнпа лартаканӗ те, шӑвараканӗ те нимӗн те мар, пурте ӳстерекен Турӑран килет. |
|
| 8 |
|
| Ҫав тӗлӗшрен лартаканӗ те, шӑвараканӗ те пӗрех, вӗсем ӗҫне кура тивӗҫлине илӗҫ. |
|
| 9 |
|
| Эпир — Туррӑн ӗҫлекенӗсем, эсир — Туррӑн хирӗ, Турӑ лартакан ҫурт. |
|
| 10 |
|
| Турӑ панӑ тивлете кура, эпӗ, ҫурт тӑвакан ӑста пек, никӗсне хутӑм, тепӗри ун ҫине ҫурт хӑпартать; анчах хӑй мӗнле хӑпартнине кашнийӗ астусах тӑтӑр. |
|
| 11 |
|
| Пӗрре хунӑ никӗссӗр пуҫне никам та урӑх никӗс хума пултараймасть, ҫав никӗс — Иисус Христос. |
|
| 12 |
|
| Ҫав никӗс ҫине кам мӗнле ҫурт лартнине — ылтӑнран-и, кӗмӗлтен-и, хаклӑ йышши чулран-и, йывӑҫран-и, утӑран-и, улӑмран-и — |
|
| 13 |
|
| кашнийӗн ӗҫӗ кӑтартса парӗ; сут кунӗнче вут-ҫулӑм ӑшӗнче пурте паллӑ пулӗ: кашнийӗн ӗҫӗ мӗнлине вут-ҫулӑм кӑтартса парӗ. |
|
| 14 |
|
| Камӑн ӗҫӗ тӑрса юлӗ, ҫавӑ хӑйне тивӗҫлине илӗ; |
|
| 15 |
|
| камӑн ӗҫӗ ҫунса кайӗ, ҫавӑн ӗҫлени харама кайӗ; хӑй ҫавах та вут-ҫулӑмран хӑтӑлнӑ пек хӑтӑлса юлӗ. |
|
| 16 |
|
| Хӑвӑр Турӑ ҫурчӗ иккенне, ӑшӑрта Турӑ Сывлӑшӗ пурӑннине пӗлместӗр-им эсир? |
|
| 17 |
|
| Кам та пулин Турӑ ҫуртне ҫӗмӗрсессӗн, Турӑ ӑна хӑйне пӗтерӗ: Турӑ ҫурчӗ сӑваплӑ; ҫав ҫурт эсир пулатӑр. |
|
| 18 |
|
| Хӑйне хӑй никам та ан улталатӑр. Сирӗн хушшӑрта кам та пулин ҫак тӗнчере хӑйне ӑслӑ тесе шухӑшлать пулсассӑн, вӑл ӑслӑ пуласшӑн ӑссӑр пултӑр, |
|
| 19 |
|
| мӗншӗн тесессӗн ку тӗнченӗн ӑслӑлӑхӗ Турӑ умӗнче — ӑссӑрлӑх. Ҫырура та: «Турӑ ӑслисене хӑйсенӗн чеелӗхӗпе тытать» тесе ҫырнӑ. |
|
| 20 |
|
| Тата каланӑ: «ӑслисенӗн шухӑшӗ нимӗн те маррине Ҫӳлхуҫа пӗлет» тенӗ. |
|
| 21 |
|
| Ҫавӑнпа ӗнтӗ этемпе никам та ан мухтантӑр, мӗншӗн тесессӗн пурте сирӗн: |
|
| 22 |
|
| Павел-и, Аполлос-и, Кифа-и, тӗнче-и, пурӑнӑҫ-и, вилӗм-и, хальхи-и, малашнехи-и — пурте сирӗн; |
|
| 23 |
|
| эсир вара — Христосӑн, Христос — Туррӑн. |
|
|
|
|