БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Манӑн ӑссӑрлӑхӑма ытла айӑпа хумӑсӑрччӗ эсир! Ӗнтӗ чӑтӑрах мана! |
| 2 |
| Эпӗ сирӗншӗн Турӑ пек тӑрӑшатӑп-ҫке: эпӗ сире пӗр Ар валли — Христос валли — ҫураҫрӑм, сире Ун умне таса хӗр пек туса тӑратас терӗм. |
| 3 |
| Анчах та ҫӗлен Евӑна хӑйӗн чеелӗхӗпе илӗртсе улталанӑ пек, эсир те Христоса тӳрӗ кӑмӑлпа ӗненессине пӑрахса, хӑвӑр ӑсӑра пӑсасран хӑратӑп. |
| 4 |
| Кам та пулин сире эпир вӗрентмен урӑх Иисус ҫинчен пырса вӗрентсессӗн, эсир хӑвӑр илмен урӑх сывлӑша йышӑнсассӑн, хӑвӑра пӗлтермен урӑх Ырӑ Хыпара йышӑнсассӑн — эсир ҫакна нимӗн те мар тӳсетӗр. |
| 5 |
| Эпӗ хама ҫав «аслӑ апостолсенчен» нимӗнрен те кая мар тесе шухӑшлатӑп: |
| 6 |
| эпӗ хитре калаҫма ӑста мар пулин те, пӗлӳ тӗлӗшӗнчен япӑх мар. Ҫакна эпир сире тем тӗрлӗ те кӑтартса панӑ. |
| 7 |
| Хӑвӑра асла кӑларасшӑн Турӑ Евангелийӗне сире ахалех вӗрентсе хама кӗҫӗне хурса, эпӗ ҫылӑха кӗтӗм-и-мӗн? |
| 8 |
| Сирӗншӗн ӗҫленӗ чухне мана ытти ӗненекен ушкӑнсем пулӑшса тӑчӗҫ, эпӗ вӗсене тӑккалантарса пурӑнтӑм; сирӗн патӑрта ҫитменнипе асапланаттӑм пулсан та, эпӗ никама та аптӑратмарӑм: |
| 9 |
| манӑн ҫитменнине Македонирен килнӗ тӑвансем ҫитерчӗҫ; эпӗ сире унччен те чӑрмантарман, малашне те чӑрмантармӑп. |
| 10 |
| Хам ӑшӑмри Христос чӑнлӑхне асӑнса калатӑп: пӗтӗм Ахаи ҫӗрӗнче манӑн ырӑ ятӑма никам та пӗтерес ҫук. |
| 11 |
| Мӗншӗн эпӗ ҫапла тӑватӑп-ха? Сире юратманран-и-мӗн? Эпӗ сире юратнине Турӑ пӗлет! |
| 12 |
| Эпӗ халиччен мӗнле пурӑнтӑм, малашне те ҫаплах пурӑнӑп: «эпир те сирӗн пекех ӗҫлесе тӑратпӑр» тесе мухтанмашкӑн сӑлтав шыракансене эпӗ ун пек сӑлтав тупма памӑп. |
| 13 |
| Ҫав суя апостолсем, ултавлӑн ӗҫлекенсем, Христос апостолӗсем пек курӑнса ҫӳреҫҫӗ. |
| 14 |
| Тӗлӗнме те кирлӗ мар: шуйттан хӑй те хӑш чухне ҫутӑ ангел евӗрлӗ курӑнать, |
| 15 |
| ҫавӑнпа уншӑн ӗҫлекенсем те чӑнлӑхшӑн ӗҫлекенсем пек курӑнса ҫӳрени темех мар; вӗсене юлашкинчен ӗҫӗсене кура пулӗ. |
| 16 |
| Тата калам: мана кам та пулин ӑссӑр тесе ан шутлатӑр; ҫапла шутлатӑр пулсассӑн вара мана ӑссӑр вырӑнне те пулин хапӑл тӑвӑр, манӑн та кӑштах мухтанасчӗ. |
| 17 |
| Мухтанса калас сӑмахӑм Турӑран мар ӗнтӗ, эпӗ шӑпах ӑссӑр пек калӑп. |
| 18 |
| Ҫак тӗнче ҫыннисем мухтанма юрать теҫҫӗ пулсассӑн, эпӗ те мухтанам. |
| 19 |
| Эсир, ӑслӑ ҫынсем, ӑссӑрсене хапӑллатӑр: |
| 20 |
| вӗсем мӗн тунине чӑтатӑр — хӑвӑра пусмӑрлакана, хӑвӑртан тӑранса пурӑнакана, хӑвӑртан ытлашши пуҫтаракана, хӑйне асла хуракана, питӗртен ҫупса яракана чӑтатӑр. |
| 21 |
| Намӑс пулсан та калатӑп: пирӗн апла тума хал ҫитмерӗ. || Кам та кам мӗнпе те пулин мухтанма хӑять пулсассӑн, эпӗ те — ӑссӑрскер — ҫавӑнпа мухтанма хӑятӑп. |
| 22 |
| Вӗсем еврей-и? Эпӗ те — ҫавах. Израиль ҫыннисем-и? Эпӗ те — ҫавах. Авраам йӑхӗнчисем-и? Эпӗ те — ҫавах. |
| 23 |
| Христосшӑн ӗҫлекенсем-и? Ӑссӑрланса калатӑп: эпӗ Христосшӑн ытларах ӗҫлетӗп. Эпӗ вӗсенчен чылай нумайрах ӗҫлерӗм, темӗн чухлӗ суран тӳсрӗм, вӗсенчен нумайрах тӗрмере лартӑм, темиҫе хут вилес патнех ҫитрӗм. |
| 24 |
| Иудейсем мана пилӗк хутчен хӗрӗхе пӗрре ҫитми ҫаптарчӗҫ, |
| 25 |
| виҫӗ хутчен мана патакпа хӗнерӗҫ, пӗрре чулпа персе пӗтерчӗҫ, виҫӗ хутчен карап путнине курмалла пултӑм, пӗр кун та пӗр каҫ кӗрлекен тинӗсре пултӑм; |
| 26 |
| темӗн чухлӗ ҫул ҫӳрерӗм, юханшыв хӗрринче хӑрушлӑха лекрӗм, вӑрӑ-хурахсенчен асап куртӑм, хамӑр халӑх ҫыннисенчен асап куртӑм, суя тӗнлисенчен асап куртӑм, хулара асап куртӑм, пушхирте асап куртӑм, тинӗс ҫинче асап куртӑм, суя тӑвансем хушшинче асап куртӑм; |
| 27 |
| эпӗ тертленсе хал пӗтиччен ӗҫлесе пурӑннӑ, тӑтӑшах ҫӗр ҫывӑрман; ӗҫмесӗр, ҫимесӗр асапланнӑ, тӑтӑшах типӗ тытнӑ, сивве те тӳснӗ, ҫарамас та юлнӑ. |
| 28 |
| Ытти ҫинчен каламастӑп та ӗнтӗ, ман патӑмра тата куллен халӑх — манӑн пур ӗненекен ушкӑншӑн та тӑрӑшмалла. |
| 29 |
| Кам та пулин асаплансассӑн, эпӗ те унпа пӗрле асапланмастӑп-им? Кам та пулин такӑнсассӑн, эпӗ уншӑн хыпса ҫунмастӑп-им? |
| 30 |
| Мухтанас тесессӗн, хамӑн халсӑрлӑхӑмпа мухтанам. |
| 31 |
| Турӑ, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Ашшӗ, — Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ пултӑр! — эпӗ суеҫтерменнине пӗлет. |
| 32 |
| Арета патшанӑн Дамаскри халӑха пӑхса тӑракан пуҫлӑхӗ мана тытасшӑн Дамаск хулине хурал тӑратрӗ; мана вара кунтӑ ӑшне лартса чӳречерен кӑларса хӳме тӑрӑх антарса ячӗҫ те, эпӗ унӑн аллинчен хӑтӑлтӑм. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/2corinthians/011.mp3
13
11