БИБЛИ Синодальный НЗ 2009
|
| 1 |
| Усӑллӑ мар пулин те, татах мухтанам-ха. Ӗнтӗ хама Хуҫа Турӑ кӑтартнӑ курӑнусемпе уҫӑлусем ҫинчен каласа парам. |
| 2 |
| Эпӗ Христоса ӗненекен пӗр ҫынна паллатӑп. Вун тӑватӑ ҫул каялла ҫавна (те ӳт-пӗвне, те чунне – пӗлейместӗп, Турӑ кӑна пӗлет) пӗлӗтӗн виҫҫӗмӗш хутне ҫӗклесе кайнӑ. |
| 3 |
| Тата ҫав ҫын ҫинчен ҫакна пӗлетӗп. Те ӳт-пӗвӗпе, те чунӗпе – пӗлейместӗп, Турӑ кӑна пӗлет, |
| 4 |
| ӑна рая ҫӗклесе кайнӑ. Вӑл унта этем каласа кӑтартайми, калама та юраман сӑмахсем илтнӗ. |
| 5 |
| Ҫавӑн пек ҫынпа мухтанма та пултаратӑп, хампа мухтанаймӑп, манӑн мухтанмалли те халсӑрлӑхӑм кӑна. |
| 6 |
| Тепӗр тесен, мухтансан та ӑссӑр пек курӑнмӑп, мӗншӗн тесен чӑннине калӑп. Анчах та эпӗ шарламӑп – ахальлӗн кам та пулин ман пирки хӑй курнинчен те, эп каланинчен те ытларах шухӑшлӗ. |
| 7 |
| Хама Турӑ нумай уҫса панипе мӑнкӑмӑлланса каясран вара чир-чӗр сӑнни ӳт-пӗвӗме витерчӗ. Мӑнкӑмӑлланса каясранах мана тертлентерме шуйттан ангелне ячӗҫ. |
| 8 |
| Ӑна манран сиртӗр тесе эпӗ Хуҫа Турра виҫӗ хутчен тархасларӑм. |
| 9 |
| Анчах та Хуҫамӑр мана ҫапла каларӗ: «Эпӗ сана ырӑлӑх патӑм, унпа сана ҫитет, мӗншӗн тесен Манӑн хӑватӑм халсӑрлӑхра туллин палӑрать». Ҫавӑнпа та, ӑшӑмри Христос хӑвачӗ яланах пултӑр тесе, эпӗ халсӑрлӑхӑмпа малтанхинчен те ытларах мухтанатӑп. |
| 10 |
| Ӗнтӗ эпӗ халсӑр чухне, хама кӳрентернӗ чухне, нушаллӑ чухне, хама хӗсӗрленӗ чухне, Христосшӑн асап курнӑ чухне хӗпӗртетӗп. Мӗншӗн тесен халсӑр чухне эпӗ хӑватлӑ. |
| 11 |
| Ӗнтӗ эпӗ мухтанса ӑссӑрах тухатӑп. Эсир хӑвӑр мана ҫавӑн патне ҫитертӗр. Мана сирӗн ырламаллаччӗ, мӗншӗн тесен, ним тӗшне те тӑмастӑп пулин те, аслӑ текен апостолсенчен эпӗ нимӗнпе те кая мар. |
| 12 |
| Хам апостол пулнине эпӗ сирӗн умӑрта вӑйлӑ чӑтӑмлӑхпа, тӗрлӗрен тӗлӗнмелле ӗҫсемпе, паллӑсемпе тата хӑватсемпе ҫирӗплетсе патӑм. |
| 13 |
| Ытти ӗненекен ушкӑнсемпе танлаштарсан, ҫитменни сирӗн мӗн пулчӗ? Эпӗ сире йывӑрлӑх кӳмерӗм, ҫавӑ кӑна. Эппин, ҫав айӑпшӑн каҫарсамӑр мана. |
| 14 |
| Ӗнтӗ эпӗ сирӗн патӑра виҫҫӗмӗш хут пымашкӑн хатӗр. Эпӗ сире йывӑрлӑх кӳмӗп, мана сирӗнтен янтти кирлӗ мар, эсир хӑвӑр кирлӗ. Ачисен ашшӗ-амӑшӗ валли тупра пухмалла мар, ашшӗ-амӑшӗн ачисем валли пухмалла. |
| 15 |
| Эпӗ сире питӗ юрататӑп пулин те, эсир мана юратсах каймастӑр. Апла пулин те, сирӗншӗн савӑнсах тӑкакланӑп, сирӗн чунӑршӑн хама пуҫӗпех парӑп. |
| 16 |
| Эпӗ сире тӑкаклантарман пулсан та, тен, чеескер, сиртен улталаса илнӗ тесе шутлатӑр? |
| 17 |
| Сирӗн патӑра янӑ ҫынсем урлӑ эпӗ хамшӑн тӑрӑшса сирӗнтен мӗн те пулин илтӗм-и? |
| 18 |
| Эпӗ Тита сирӗн патӑра кайма ӳкӗте кӗртрӗм, унпа пӗрле тӑвансенчен пӗрне ятӑм. Тит сирӗнтен мӗн те пулин илчӗ-и? Эпир унпа пӗр шухӑш-кӑмӑллӑ мар-им вара? Пӗр ҫул-йӗрпех ҫӳреместпӗр-им вара? |
| 19 |
| Эпир сирӗн умӑрта тӳрре тухма тӑрӑшатпӑр тесе шутламастӑр-и тата? Эпир, Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, мӗн каланине Турӑ умӗнче калатпӑр. Эй, савнӑ ҫыннӑмсем! Ҫакна эпир йӑлтах сирӗн ӗненӗвӗре ҫирӗплетес тесе тӑватпӑр. |
| 20 |
| Эпӗ акӑ мӗншӗн шикленетӗп: сирӗн патӑра пырӑп та, эсир эпӗ ӗмӗтленнӗ пек пулмӑр, эпӗ те эсир ӗмӗтленнӗ пек пулмӑп. Сирӗн хушшӑрта харкашу, кӗвӗҫӳ, тарӑху, хирӗҫӳ, элек, сӑмах сарни, мӑнкӑмӑллӑх, йӗркесӗрлӗх пуррине манӑн курас марччӗ. |
| 21 |
| Сирӗн патӑра пырсассӑн Туррӑм мана каллех мӗскӗнрен те мӗскӗне хӑварасран шикленетӗп. Ирсӗр ӗҫ туса, аскӑн та пӑсӑк пурӑнса ҫылӑха кӗнӗ хыҫҫӑн ӳкӗнмен нумай ҫыншӑн манӑн хӳхлесе йӗмелле ан пултӑрччӗ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvashrso/2corinthians/012.mp3
13
12