|
| 1 |
|
| Эй тӑванӑмсем! пӗр-пӗр ҫын мӗнле те пулин ҫылӑха кӗрсен, эсир, Сывлӑш хушнипе пурӑнакансем, ӑна йӑвашшӑн чӑнлӑх ҫулӗ ҫине таврӑнма пулӑшӑр; хӑвӑра хӑвӑр та сыхлӑр: улталанмалла ан пулӑр. |
|
| 2 |
|
| Пӗр-пӗрин йывӑрлӑхне пӗрле тӳсӗр, ҫапла эсир Христос саккунне пурӑнӑҫлатӑр. |
|
| 3 |
|
| Ниме тӑманскерех хӑйне хӑй асла хуракан хӑйне хӑй улталать. |
|
| 4 |
|
| Кашнийӗ хӑйӗн ӗҫне тӗплӗн пӑхса тухтӑр та, вара хӑйне ыттисемпе танлаштармасӑр, хӑйне ырламалли тупӗ: |
|
| 5 |
|
| кирек кам та хӑй ҫӗклемне хӑй ҫӗклӗ. |
|
| 6 |
|
| Вӗренекен хӑйне вӗрентекене хӑйӗн пур тӗрлӗ пурлӑхӗнчен те парса тӑтӑр. |
|
| 7 |
|
| Ан улталанӑр: Турра улталама ҫук. Этем мӗн акать, ҫавна вырса илет: |
|
| 8 |
|
| ӳчӗшӗн акакан хӑй ӳтӗнчен вилеслӗх вырса илӗ; Сывлӑшшӑн акакан ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вырса илӗ. |
|
| 9 |
|
| Ырӑ туса пурӑнӑпӑр, кулянмӑпӑр: тӳсӗмлӗхе ҫухатмасан хӑй вӑхӑтӗнче вырса илӗпӗр. |
|
| 10 |
|
| Апла май пур чухне пурне те ырӑлӑх тӑвар, пуринчен ытла хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене ырӑлӑх тӑвар. |
|
| 11 |
|
| Куратӑр-и, эпӗ сире хам аллӑмпа тата мӗнле пысӑк саспаллисемпе ҫырса яратӑп. |
|
| 12 |
|
| Ҫынсене юрас теекенсем сире ӳтӗре кастарма хистеҫҫӗ — ҫакна вӗсем мухтанма, хӑйсене Христос хӗресӗшӗн ан хӗсӗрлеччӗр тесе тӑваҫҫӗ: |
|
| 13 |
|
| ӳтне кастаракансем хӑйсем те саккуна пурӑнӑҫламаҫҫӗ, хӑйсем вара сирӗн ӳтӗре кастарасшӑн — вӗсем ҫакӑнпа мухтанасшӑн. |
|
| 14 |
|
| Эпӗ мухтанасшӑн мар, мухтансан та Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр хӗресӗпе ҫеҫ мухтанӑп: хӗресе пула тӗнче маншӑн вилнӗ, эпӗ те тӗнчешӗн вилнӗ. |
|
| 15 |
|
| Ӳте касни те, ӳте касманни те ниме те пӗлтермест, ҫыннӑн ҫӗнелни кирлӗ. |
|
| 16 |
|
| Ҫак йӗркепе пурӑнакансене тата Турӑ Израильне канӑҫлӑхпа ырӑлӑх пултӑр! |
|
| 17 |
|
| Ӗнтӗ мана никам та ан аптӑраттӑр: манӑн ӳтӗм-тирӗм Иисус Ҫӳлхуҫамӑр суранӗсемпе суранланнӑ. |
|
| 18 |
|
| Эй тӑванӑмсем, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗ сирӗн сывлӑшӑрпа пултӑр. Аминь. |
|
|
|
|