|
| 1 |
|
| Турӑ евӗрлӗ пулма тӑрӑшӑр — эсир Унӑн юратнӑ ачисем-ҫке; |
|
| 2 |
|
| пӗр-пӗрне юратса пурӑнӑр — Христос хамӑра юратнӑ пек юратӑр, Вӑл пирӗншӗн Хӑйне Хӑй Турра парнене кӳнӗ, ырӑ шӑршӑллӑ парне пулнӑ. |
|
| 3 |
|
| Аскӑн ӗҫӗн, тӗрлӗ тасамарлӑхӑн, мула хапсӑнассийӗн сирӗн хушшӑрта — сӑваплӑ ҫынсем хушшинче — ячӗ те ан пултӑр. |
|
| 4 |
|
| Тата сире ирсӗр сӑмах калаҫни те, пушӑ сӑмах калани те, кӑнттамла шӳтлени те килӗшмест, сирӗн хушшӑрта Турра тав туса калаҫни анчах илтӗнтӗр. |
|
| 5 |
|
| Пӗлсех тӑрӑр: аскӑн ҫыннӑн, ирсӗр ҫыннӑн, мула хапсӑнакан ҫыннӑн, — ку ӗнтӗ йӗрӗхе пуҫҫапаканпа пӗрех, — Христоспа Турӑ Патшалӑхӗнче пайӗ ҫук. |
|
| 6 |
|
| Сире никам та пушӑ сӑмахпа илӗртсе ан улталайтӑр: Турра хирӗҫ тӑракансем ҫине Унӑн ҫилли ҫитӗ, |
|
| 7 |
|
| ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир вӗсемпе ан явӑҫӑр. |
|
| 8 |
|
| Эсир ӗлӗк сӗмлӗх пулнӑ, халӗ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа урлӑ ҫутӑ пултӑр: эппин, ҫутӑ ачисем пек пурӑнӑр; |
|
| 9 |
|
| Таса Сывлӑша илнисенӗн ӗҫӗ — тӗрлӗ ырӑлӑх тӑвасси, тӳрӗлӗхпе пурӑнасси, чӑннине пӗлесси. |
|
| 10 |
|
| Турра мӗн юрӑхлине пӗлме тӑрӑшӑр; |
|
| 11 |
|
| сӗмлӗх ӗҫӗсене, уссӑр ӗҫсене, хутшӑнманнипе кӑна мар-ха, вӗсене питлӗр эсир. |
|
| 12 |
|
| Вӗсен вӑрттӑн тӑвакан ӗҫӗсем ҫинчен калама та намӑс. |
|
| 13 |
|
| Ҫутӑра пурте уҫҫӑн палӑрать, пурте ҫиеле тухать, палӑраканни пурте курӑнса тӑрать. |
|
| 14 |
|
| Ҫавӑнпа каланӑ та: «эй ҫывӑракан, вӑран, чӗрӗлсе тӑр вилӗмрен — сана Христос ҫутӑлтарӗ» тенӗ. |
|
| 15 |
|
| Эппин, хӑвӑр мӗнле пурӑннине асӑрхасах тӑрӑр — ухмахсем пек ан пулӑр, ӑслисем пек пулӑр: |
|
| 16 |
|
| вӑхӑта ахаль ан ирттерӗр, мӗншӗн тесессӗн кунсем ултавлӑ. |
|
| 17 |
|
| Ҫавӑнпа ӗнтӗ шухӑшла пӗлмен ҫынсем ан пулӑр, Турӑ ирӗкне пӗлсе пырӑр. |
|
| 18 |
|
| Эрехпе ан иртӗхӗр: вӑл астарать; сирӗн ӑшӑрта Таса Сывлӑш тулли пултӑр; |
|
| 19 |
|
| пӗр-пӗринпе псаломсен, мухтав юррисен, тӗн юррисен сӑмахӗсемпе калаҫӑр, Ҫӳлхуҫана чунтан-вартан аслӑласа юрлӑр. |
|
| 20 |
|
| Яланах пуриншӗн те Атте Турра Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе тав туса тӑрӑр, |
|
| 21 |
|
| пӗр-пӗрне Турӑран хӑраса итлесе тӑрӑр. |
|
| 22 |
|
| Эй арӑмсем, хӑвӑр упӑшкӑрсене Ҫӳлхуҫана пӑхӑннӑ пек пӑхӑнса тӑрӑр: |
|
| 23 |
|
| Христос пур ӗненекенсенӗн Пуҫӗ пулнӑ пек, Вӑлах вӗсене Ҫӑлаканӗ пулнӑ пек, упӑшка вӑл — арӑмӗн пуҫӗ. |
|
| 24 |
|
| Ӗненекенсем Христоса пӑхӑнса тӑнӑ пек, арӑмсем те пур тӗлӗшпе те упӑшкине пӑхӑнса тӑччӑр. |
|
| 25 |
|
| Эй упӑшкасем, арӑмӑрсене юратӑр; Христос та ӗненекенсене (Чиркӗве) юратнӑ, вӗсене шыва кӗртсе, каламалли сӑмаха каласа тасатнипе |
|
| 26 |
|
|
|
| 27 |
|
| Хӑй умне мухтавлӑ Чиркӳ — пӗр вараланчӑксӑр, айӑпсӑр е ҫавӑн евӗрлӗ урӑх кӑлтӑксемсӗр — туса тӑратасшӑн Вӑл Хӑйне Хӑй вӗсемшӗн вилӗме панӑ. |
|
| 28 |
|
| Упӑшкисен хӑйсен арӑмӗсене хӑйсен тӑл-пӗвне юратнӑ пек юратас пулать: хӑй арӑмне юратакан хӑйне хӑй юратать. |
|
| 29 |
|
| Никам та нихӑҫан та хӑй тӑл-пӗвне хӑй кураймасӑр пурӑнмасть, ӑна тӑрантарса, ӑшӑтса усрать. Ҫӳлхуҫа ӗненекенсемшӗн ҫавӑн пекех тӑрӑшать: |
|
| 30 |
|
| эпир — Унӑн тӑл-пӗвӗн пайӗсем-ҫке; эпир Унӑн ӳтӗнчен, Унӑн шӑмми-шаккинчен пулнӑ. |
|
| 31 |
|
| Ҫавӑнпа ӗнтӗ этем хӑйӗн ашшӗпе амӑшне пӑрахӗ те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ, вара иккӗшӗ пӗр ӳт пулӗҫ. |
|
| 32 |
|
| Ку — калама ҫук пысӑк вӑрттӑнлӑх; эпӗ ҫакна Христоспа ӗненекенсен ушкӑнӗ (Чиркӳ) ҫинчен каланӑ тесе шутлатӑп. |
|
| 33 |
|
| Ҫапла вара эсир пурсӑр та арӑмӑра хӑвӑра юратнӑ пек юратӑр; арӑмӗ вара упӑшкине хисеплесе тӑтӑр. |
|
|
|
|