БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ҫапла ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, юрат, Вӑл мӗн тума хушнине ту: Вӑл хунӑ йӗркесене, Унӑн саккунӗсемпе Унӑн ӳкӗчӗсене ӗмӗрӳ тӑршшӗпех тытса тӑр. |
| 2 |
| Асӑра илӗр-ха! Эпӗ сирӗн ывӑлӑрсене каламастӑп: вӗсем хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑр янӑ хасана пӗлмен-курман, Унӑн аслӑлӑхне [тата] Унӑн тӗреклӗ аллипе Унӑн хӑватлӑ вӑйне, |
| 3 |
| Унӑн Египетра кӑтартнӑ паллисемпе ӗҫӗсене, фараона, Египет патшине, тата унӑн пӗтӗм ҫӗрне мӗн тунине, |
| 4 |
| Египет ҫарне, унӑн утлӑ ҫарӗсемпе унӑн урапаллӑ ҫарӗсене мӗн кӑтартнине, вӗсене, сирӗн хыҫӑртан хӑваласа пыраканскерсене, Хӗрлӗ тинӗс шывне путарнине — Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ҫапла вӗсене нихӑҫан йӑл илмелле мар пӗтерсе пӑрахнине курман; |
| 5 |
| хӑвӑр ҫак вырӑна килсе ҫитиччен Вӑл пушхирте сирӗншӗн мӗн-мӗн тунине, |
| 6 |
| Дафанпа Авирона — Рувим ывӑлӗн Елиавӑн ывӑлӗсене — мӗн кӑтартнине: ҫӗр ҫурӑлса кайнине, вӗсене хӑйсене, вӗсен килӗ-йышне, чатӑрӗсене, хӑйсем тытса тӑнӑ мӗнпур пурлӑхне пӗтӗм Израиль умӗнче ҫӗр ҫӑтса янине курман, |
| 7 |
| эсир вара Ҫӳлхуҫамӑр тунӑ пӗтӗм аслӑ ӗҫе хӑвӑр куҫӑрпа курнӑ. |
| 8 |
| Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ сире паян каласа хӑваракан [Унӑн] пӗтӗм ӳкӗтне тытса тӑрӑр: сирӗн [чӗрӗ тӑмалла пултӑр,] тӗреклӗленсе, [Иордан леш енне] каҫса унти ҫӗре еткерлӗхе илмелле пултӑр; |
| 9 |
| Ҫӳлхуҫамӑр сирӗн аҫӑрсене тупа туса хӑйсене тата вӗсен йӑхне пама пулнӑ ҫӗр ҫинче, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗр ҫинче, сирӗн нумай вӑхӑт пурӑнмалла пултӑр. |
| 10 |
| Эсӗ хӑвӑн аллуна илме каякан ҫӗр ху тухса килнӗ Египет ҫӗрӗ пек мар: унта эсӗ, вӑрлӑхна аксассӑн, [ҫӗре] хӑвӑн урусен вӑйӗпе ҫу йывӑҫҫин пахчине шӑварнӑ пек шӑварнӑ; |
| 11 |
| эсир хӑвӑр аллӑра илме каякан ҫӗр вара сӑртлӑ-туллӑ, айлӑмлӑ ҫӗр, вӑл тӳперен ҫумӑр шывӗпе шӑварӑнса тӑрать, |
| 12 |
| ку ҫӗршӗн Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, тӑрӑшать: пӗр вӗҫӗмех, ҫулталӑк пуҫланса ҫулталӑк вӗҫленичченех, Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, ун ҫинчен куҫне илмест. |
| 13 |
| Манӑн ӳкӗтӗмсене, паян сире вӗрентсе калас ӳкӗтӗмсене, итлесе пурӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, юратсассӑн, Ӑна пӗтӗм чӗрӗрпе, пӗтӗм чунӑрпа пӑхӑнса тӑрсассӑн, |
| 14 |
| сирӗн ҫӗрӗре малтанхи ҫумӑрне те, кайранхи ҫумӑрне те вӑхӑтлӑ парса тӑрӑп; эсӗ хӑвӑн тырпулна та пуҫтарса кӗртӗн, эрехне те, йывӑҫ ҫӑвне те туса илӗн; |
| 15 |
| хирӳнте выльӑху-чӗрлӗхӳ валли курӑк та парӑп, ҫапла вара тӑраниччен ҫисе пурӑнӑн. |
| 16 |
| Сыхланӑр, сирӗн чӗрӗр илӗртмӗш хыҫҫӑн кайса ан улталантӑр, сирӗн, Турӑ кӑтартнӑ ҫултан пӑрӑнса, урӑх турӑсене пӑхӑнса тӑмалла, вӗсене пуҫҫапса пурӑнмалла ан пултӑр; |
| 17 |
| унсӑрӑн сире ҫилленнипе Ҫӳлхуҫанӑн ҫилли тулса ҫитӗ, Вӑл пӗлӗте хупса лартӗ те, ҫумӑр пулмӗ, ҫӗр хӑйӗн ҫимӗҫӗсене памӗ, ҫапла эсир Ҫӳлхуҫа хӑвӑра паракан ырӑ ҫӗр ҫинчен часах пӗтсе ҫухалатӑр. |
| 18 |
| Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫак Манӑн сӑмахӑмсене хӑвӑр чӗрӗр варрине, хӑвӑр чунӑр варрине хывӑр, вӗсене эсир астутаракан паллӑ пек курӑнса тӑмашкӑн хӑвӑр аллӑр ҫумне ҫыхӑр, вӗсем сирӗн ҫамкӑра ҫыхмалли хӑю пулччӑр; |
| 19 |
| вӗсене хӑвӑр ывӑлӑрсене вӗрентӗр, вӗсем ҫинчен килӳнте ларнӑ чухне те, ҫулпа пынӑ чухне те, ҫывӑрма выртсассӑн та, ир тӑрсассӑн та кала-кала кӑтарт; |
| 20 |
| вӗсене хӑвӑн ҫуртун алӑк сулли ҫине, хапху ҫине ҫырса хур; |
| 21 |
| тӳпе ҫӗр тӗлӗнче мӗн ӗмӗр тӑрӗ, сирӗн кунҫулӑр та, сирӗн ачӑрсен кунҫулӗ те Ҫӳлхуҫа хӑвӑр аҫӑрсене тупа туса пама пулнӑ ҫӗр ҫинче ҫавӑн чухлӗ вӑрӑма пыччӑр. |
| 22 |
| Эсир ӗнтӗ эпӗ сире ӳкӗтлесе калакан ҫак ӳкӗтсене пурне те тытса пурӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, юратсассӑн, кирек ӑҫта та Унӑн ҫулӗпе ҫӳресессӗн, Унӑн ҫумне ҫыпҫӑнсассӑн, |
| 23 |
| Ҫӳлхуҫа ҫак пур халӑха та сирӗн умӑртан хӑваласа ярӗ, эсир вара хӑвӑртан йышлӑрах та вӑйлӑрах халӑхсене пӑхӑнтаратӑр; |
| 24 |
| урӑр ҫитсе пуснӑ кирек хӑш вырӑн та сирӗн пулӗ; пушхиртен, Ливан патӗнчен пуҫласа, юханшывран — Евфрат юханшывӗнчен — пуҫласа анӑҫ тинӗсӗ хӗррине ҫитичченех сирӗн ҫӗр пулӗ; |
| 25 |
| никам та сире хирӗҫ чӑтса тӑраймӗ: эсир кирек хӑш ҫӗре ҫитсе ура ярса пуссассӑн та, Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, — Хӑй хӑвӑра каланӑ пек, — ҫав ҫӗре сирӗн умӑрта сехӗрлентерсе, чӗтретсе ӳкерӗ. |
| 26 |
| Акӑ паян эпӗ сире пиллӗхпе ылхан сӗнетӗп: |
| 27 |
| Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑр Туррӑн, ӳкӗчӗсене — паян сире вӗрентсе калас ӳкӗтсене — итлесе пурӑнсассӑн, сире пиллӗх пулӗ, |
| 28 |
| Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑр Туррӑн, ӳкӗчӗсене итлемесессӗн, эпӗ сире паян пӗлтерекен ҫултан пӑрӑнса хӑвӑр пӗлмен урӑх турӑсем хыҫҫӑн кайсассӑн, сире ылхан ҫитӗ. |
| 29 |
| Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана хӑвӑн аллуна илме каякан ҫӗре илсе кӗрсессӗн, пиллӗх сӑмахне Гаризим тӑвӗ ҫинче кала, ылхан сӑмахне Гевал тӑвӗ ҫинче кала: |
| 30 |
| авӑ вӗсем Иордан леш енче, хӗвеланӑҫ еннелле каякан ҫул ҫинче, ханаансен ҫӗрӗнче лараҫҫӗ, ханаансем вара тӳремлӗхре, Галгалпа тӗлме-тӗл, Море юманлӑхӗ ҫывӑхӗнче пурӑнаҫҫӗ. |
| 31 |
| Ӗнтӗ эсир Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, сире [ӗмӗрлӗхе еткерлӗхе] паракан ҫӗре хӑвӑр аллӑра илме Иордан шывӗ урлӑ каҫатӑр, ӑна хӑвӑр аллӑра илетӗр те ҫавӑнта пурӑнатӑр. |
| 32 |
| Ҫапла вара эпӗ сире паян каласа паракан [Унӑн] пур йӗркине, пур саккунне тытса тӑма тӑрӑшӑр. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/deuteronomy/011.mp3
34
11