1
Ҫынсем хушшинче тавӑҫ тухсассӑн, вӗсене сута илсе пырса сут туччӑр, тӳррине тӳрре кӑларччӑр, айӑплине айӑпа хӑварччӑр;
2
айӑплине хӗнемелле пулсассӑн, тӳре ӑна айӑпне кура миҫе хутчен ҫапнине шутласа тӑма хӑй умӗнче вырттарса хӗнеме хуштӑр;
3
ӑна хӗрӗх хутчен ҫапма юрать, унтан ытла мар: нумай хӗненипе тӑвану сан куҫу умӗнче сӑнсӑрланса ан пӗттӗр.
4
Авӑн аштарнӑ чухне вӑкӑр ҫӑварне ан хупла.
5
Пӗрле пурӑнакан пӗртӑвансенчен пӗри ывӑл курмасӑр вилет пулсассӑн, унӑн арӑмӗн урӑх ҫӗре ют ҫынна качча тухмалла мар, ывӑлсемӗ ун патне кӗрсе ӑна арӑм тума илтӗр, унпа пурӑнма тытӑнтӑр, —
6
арӑмӗ малтан ҫуратакан ывӑл ача вара ывӑлсемӗн вилнӗ пиччӗшӗн ачи шутланмалла, ҫапла унӑн, вилнӗ тӑванӗн, ячӗ Израиль хушшинчен ҫухалмалла ан пултӑр.
7
Ывӑлсемӗ инкӗшне качча илесшӗн мар пулсассӑн, ҫав арӑм хапха патне аслӑ ҫынсем умне тухӗ те: «манӑн ывӑлсемӗм хӑй пиччӗшӗн ятне Израиль хушшинче сыхласа хӑварма килӗшмест, мана качча илесшӗн мар» тейӗ;
8
ун пек чухне ҫав хуланӑн аслӑ ҫыннисем ӑна чӗнсе илсе ӳкӗтлеме тивӗҫлӗ, анчах та лешӗ ура ҫине тӑрса: «ман ӑна качча илес килмест» теет пулсассӑн,
9
инкӗшӗ аслӑ ҫынсенӗн куҫӗ умӗнче ун патне пытӑр та ун уринчен аттине хывса илтӗр, унтан питӗнчен сурса ҫапла калатӑр: «хӑй тӑванӗн йӑхне сыхласа хӑварма тӑрӑшман ҫынна [Израиль хушшинче] ҫапла тӑваҫҫӗ» тетӗр;
10
вара Израильре ӑна «ҫара ураллин килӗ» тесе ят парӗҫ.
11
Арҫынсем пӗр-пӗринпе ҫапӑҫнӑ чухне [вӗсенчен] пӗрин арӑмӗ упӑшкине ҫӑлас тесе пырсассӑн, аллине тӑсса, упӑшкине хӗнекене намӑс вырӑнӗнчен ярса илсессӗн,
12
унӑн аллине касса тат — куҫу [ӑна] хӗрхенсе ан тӑтӑр.
13
Санӑн хутаҫунта икӗ тӗрлӗ — ытларах тата сахалтарах — кӑтартакан кире пуканӗсем пулмалла мар;
14
санӑн килӳнте икӗ тӗрлӗ — ытларах тата сахалтарах — кӑтартакан ефа пулмалла мар;
15
санӑн кире пуканӗ йӑнӑшсӑр, тӗрӗс пулмалла, санӑн ефа та йӑнӑшсӑр, тӗрӗс пулмалла, ҫапла ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна [еткерлӗхе] парас ҫӗрӳ ҫинче кунҫулу санӑн вӑрӑм пултӑр;
16
санӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче тӳрӗ мар ӗҫ тӑвакан кирек кам та ирсӗр.
17
Хӑвӑр Египет ҫӗрӗнчен килнӗ чухне Амалик хӑвна мӗн кӑтартнине асӑнта тыт:
18
вӗсем сана ҫул ҫинче мӗнле кӗтсе илнине, эсӗ ывӑнса-ӗшенсе ҫитсессӗн, халтан кайнисене пурне те сан хыҫӑнта Турӑран хӑрамасӑр пӗтерсе тӑкнине ан ман;
19
ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Турру хӑвӑн аллуна еткерлӗхе паракан ҫӗр ҫинче пӗтӗм таврари пур тӑшманусенчен те хӑтарса сана тӑнӑҫлӑх кӳрсессӗн, Амалик ятне ҫӗр ҫинчен пӗтер; ҫакна ан ман.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009