|
| 1 |
|
| Моисей тата Израиль [ывӑлӗсен] аслӑ ҫыннисем халӑха ҫапла ӳкӗтлесе каланӑ: халӗ сире мӗн ӳкӗтлесе каланине, пӗтӗм ӳкӗте, пурӑнӑҫласа тӑрӑр, тенӗ. |
|
| 2 |
|
| Иордан урлӑ каҫса хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру паракан ҫӗре ҫитсессӗн, пысӑк чулсем лартса хур та вӗсене акшарпа шӑлса тух; |
|
| 3 |
|
| Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна паракан ҫӗре — аҫусенӗн Ҫӳлхуҫа Турри сана хӑвна каланӑ пек, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — кӗмешкӗн [Иордан урлӑ] каҫсассӑн, эсӗ ҫав [чулсем] ҫине ҫак саккунӑн пӗтӗм сӑмахне ҫырса хур. |
|
| 4 |
|
| Иордан урлӑ каҫсассӑн, эпӗ сире паян хушнӑ пек, ҫав чулсене Гевал тӑвӗ ҫине лартӑр та вӗсене акшарпа шӑлса тухӑр; |
|
| 5 |
|
| ҫавӑнта хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна парне кӳрсе тӑмашкӑн чулран — чулӗсене тимӗр тивертмесӗр — парне вырӑнӗ туса ларт; |
|
| 6 |
|
| хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун парне вырӑнне чутламан пӗр пӗтӗм чул катрамӗсенчен ту, ун ҫинче эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна парнесем кӳр, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне, |
|
| 7 |
|
| канӑҫлӑх парнисем кӳр, унта ҫи, [тӑраничченех ҫи,] хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче савӑн; |
|
| 8 |
|
| [ҫав] чулсем ҫине ҫак саккунӑн пӗтӗм сӑмахне питӗ уҫӑмлӑ палӑрса тӑмалла ҫырса хур, тенӗ. |
|
| 9 |
|
| Унтан Моисейпе левит священниксем пӗтӗм Израиле ҫапла тесе каланӑ: эй Израиль, тӑнласа тӑр, итле: ҫакӑ кун эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун халӑхӗ пулса тӑтӑн; |
|
| 10 |
|
| эппин, Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итле, Унӑн ӳкӗчӗсемпе Вӑл хунӑ йӗркесене — паян эпӗ сире пӗлтерессине — [пурне те] пурӑнӑҫласа тӑр, тенӗ. |
|
| 11 |
|
| Вара ҫав кун Моисей халӑха ҫапла каланӑ |
|
| 12 |
|
| Иордан урлӑ каҫсассӑн, халӑха пиллемешкӗн ҫак йӑхсем — Симеон, Левий, Иуда, Иссахар, Иосиф тата Вениамин йӑхӗсем — Гаризим тӑвӗ ҫине тӑмалла; |
|
| 13 |
|
| ҫак йӑхсем вара — Рувим, Гад, Асир, Завулон, Дан тата Неффалим йӑхӗсем — ылханса каламашкӑн Гевал тӑвӗ ҫине тӑмалла. |
|
| 14 |
|
| Левитсем пӗтӗм Израиль халӑхне каласа тӑрӗҫ, хытӑ сасӑпа ҫапла кӑшкӑрса калӗҫ: |
|
| 15 |
|
| кам та кам касса-чутласа е шӑратса йӗрӗх тӑвать, ҫавна — Ҫӳлхуҫа умӗнчи йӗрӗнчӗке, ӳнерҫӗ алли ӑсталанӑскере — кам та кам вӑрттӑн вырӑна лартать, ҫавӑ ылханлӑ! тейӗҫ. Вара пӗтӗм халӑх кӑшкӑрса: аминь, тейӗ. |
|
| 16 |
|
| Хӑйӗн ашшӗне е амӑшне усал сӑмах калакан — ылханлӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь, тейӗ. |
|
| 17 |
|
| Ҫывӑх ҫыннин хир чиккине пӑсакан — ылханлӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь, тейӗ. |
|
| 18 |
|
| Суккӑр ҫынна тӗрӗс мар ҫулпа яракан — ылханлӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь, тейӗ. |
|
| 19 |
|
| Ютран килнӗ ҫынна, тӑлӑх ачапа тӑлӑх арӑма йӑнӑш сут тӑвакан — ылханлӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь, тейӗ. |
|
| 20 |
|
| Хӑй ашшӗн арӑмӗпе выртакан — ылханлӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл ашшӗ тумтирӗн аркине уҫнӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь, тейӗ. |
|
| 21 |
|
| Мӗнле те пулин выльӑхпа выртакан — ылханлӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь, тейӗ. |
|
| 22 |
|
| Хӑйӗн аппӑшӗпе, йӑмӑкӗпе — ашшӗн хӗрӗпе е амӑшӗн хӗрӗпе — выртакан — ылханлӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь, тейӗ. |
|
| 23 |
|
| Хӑйӗн хунямӑшӗпе выртакан — ылханлӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь, тейӗ. [Хӑй арӑмӗн аппӑшӗпе, йӑмӑкӗпе выртакан — ылханлӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь, тейӗ.] |
|
| 24 |
|
| Хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине вӑрттӑн вӗлерекен — ылханлӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь, тейӗ. |
|
| 25 |
|
| Ҫынна вӗлерсе айӑпсӑр юн тӑкасшӑн сӗрев илекен — ылханлӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь, тейӗ. |
|
| 26 |
|
| Ҫак саккунӑн пӗр сӑмахне те пулин пурӑнӑҫламан ҫын, саккун хушнӑ тӑрӑх пурӑнман ҫын [кирек кам та] — ылханлӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь, тейӗ. |
|
|
|
|