БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Эсӗ [Иордан леш енне хӑвӑра Ҫӳлхуҫа Туррӑр паракан ҫӗр ҫине] каҫса хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлесе пурӑнсассӑн, эпӗ паян сана ӳкӗтлесе каланине — Унӑн пӗтӗм ӳкӗтне — тӗрӗс те тӗплӗн туса тӑрсассӑн, Ҫӳлхуҫа Турру сана ҫӗр ҫинчи пур халӑхран та мала кӑларӗ; |
| 2 |
| Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, сӑмахне итлесе пурӑнсассӑн, сана Унӑн ҫакӑ пур пилӗ те ҫитӗ, сан тӗлӗшрен пур пилӗ те вырӑна килӗ. |
| 3 |
| Эсӗ хулара та пиллӗхлӗ, хирте те пиллӗхлӗ. |
| 4 |
| Санран ҫурални те пиллӗхлӗ, санӑн ҫӗрӳн ҫимӗҫӗ те, выльӑху-чӗрлӗхӳн хунавӗ те, вӑкӑрусен хунавӗ те, сурӑхусен хунавӗ те пиллӗхлӗ. |
| 5 |
| Санӑн кӗлетӳсем те, санӑн пӳлмӳсем те пиллӗхлӗ. |
| 6 |
| Кӗнӗ чухне те пиллӗхлӗ эсӗ, тухнӑ чухне те пиллӗхлӗ. |
| 7 |
| Сана тапӑнакан тӑшманусене Ҫӳлхуҫа хӑвӑн умӑнта ҫӗмӗрсе тӑкӗ; сана хирӗҫ вӗсем пӗр ҫулпа ҫӗкленсе тухӗҫ, тарасса вара санран ҫичӗ ҫулпа тарса кайӗҫ. |
| 8 |
| Ҫӳлхуҫа санӑн кӗлетӳсем ҫине пиллӗх ярӗ, санӑн аллун пур ӗҫне те пиллӗх парса тӑрӗ; Ҫӳлхуҫа Турру сана Хӑй парас ҫӗр ҫинче пиллӗхлӗ тӑвӗ. |
| 9 |
| Эсӗ Ҫӳлхуҫа Туррун ӳкӗчӗсене уяса пурӑнсассӑн, Унӑн ҫулӗпе ҫӳресессӗн, Вӑл сана, хӑвна [тата хӑвӑн аҫусене] тупа тунӑ пек, Хӑйӗн сӑваплӑ халӑхӗ тӑвӗ; |
| 10 |
| вара ҫӗр ҫинчи пур халӑхсем те Ҫӳлхуҫа [Турру] сана уйӑрса илнине курӗҫ те санран хӑраса кайӗҫ. |
| 11 |
| Ҫӳлхуҫа аҫӑрсене тупа туса сана памашкӑн пулнӑ ҫӗр ҫинче Ҫӳлхуҫа [Турру] сана пур тӗрлӗ ырӑлӑха та ытлӑн-ҫитлӗн парӗ: хӑв та хунаса кайӑн, выльӑху-чӗрлӗхӳ те ӗрчевлӗ пулӗ, ҫӗр ҫимӗҫӗ те тулӑхлӑ пулӗ. |
| 12 |
| Ҫӳлхуҫа ырӑ пуянлӑхӗн ҫӳпҫине — тӳпене — уҫӗ те санӑн ҫӗрӳ ҫине вӑхӑтра ҫумӑр ҫутарса тӑрӗ, санӑн аллу мӗн тунине пурне те пиллӗх парса тӑрӗ: эсӗ нумай халӑха кивҫен парса тӑрӑн, ху кивҫене кӗмӗн, [нумай халӑха хӑвӑн аллунта тытса тӑрӑн, вӗсем сана хӑйсен аллинче тытса тӑраймӗҫ]. |
| 13 |
| Эпӗ паян сана мӗн упрама, мӗн тума ӳкӗтлесе каланине — Ҫӳлхуҫа Туррун ӳкӗчӗсене — пӑхӑнса пурӑнсассӑн, эпӗ паян сире ӳкӗтлесе каланӑ сӑмахсенчен пӗринчен те сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнмасассӑн, урӑх турӑсем хыҫҫӑн кайса вӗсене пуҫҫапса тӑмасассӑн, Ҫӳлхуҫа [Турру] сана хӳрене хӑвармӗ, эсӗ пуҫӗнче пырӑн, эсӗ ҫӳлте ҫеҫ пулӑн, аяла юлмӑн. |
| 14 |
| 15 |
| Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлемесессӗн, эпӗ паян хӑвна ӳкӗтлесе каланине — Унӑн пӗтӗм ӳкӗтне, Унӑн пӗтӗм йӗркине — туса тӑма тӑрӑшмастӑн пулсассӑн, сана ҫак пӗтӗм ылхан ҫитӗ, ылхан айне пулӑн. |
| 16 |
| Эсӗ хулара та ылханлӑ [пулӑн], хирте те ылханлӑ [пулӑн]. |
| 17 |
| Санӑн кӗлетӳсем те, санӑн пӳлмӳсем те ылханлӑ [пулӗҫ]. |
| 18 |
| Санран ҫурални те, санӑн ҫӗрӳн ҫимӗҫӗ те, вӑкӑрусен хунавӗ те, сурӑхусен хунавӗ те ылханлӑ [пулӗҫ]. |
| 19 |
| Кӗнӗ чухне те ылханлӑ, тухнӑ чухне те ылханлӑ [пулӑн]. |
| 20 |
| Кирек мӗнле ӗҫе пуҫӑнсассӑн та санӑн аллусен ӗҫӗнче Ҫӳлхуҫа сан ҫине хӑвна пӗтерсе ҫитеричченех ылхан, сехӗрленӳ, инкек ярса тӑрӗ — вара эсӗ хӑвӑн усал ӗҫӳсемшӗн, Мана пӑрахнӑшӑн часах пӗтсе ларӑн. |
| 21 |
| Ҫӳлхуҫа сан ҫине мур чирӗ ярӗ те сана халӗ хӑвӑн аллуна илме каякан ҫӗр ҫинчен пӗтерсе пӑрахичченех ҫавӑнпа хӑшкӑлтарӗ. |
| 22 |
| Ҫӳлхуҫа сана хӑрӑнтарса ҫитернипе, сивчирпе, тар чирӗпе, шыҫӑ чирӗпе, типпе хӑварса, ҫунтаракан ҫил тата хура тутӑх ярса тертлентерӗ, вӗсем санран ху пӗтсе ҫухаличчен те хӑпмӗҫ. |
| 23 |
| Пуҫу тӗлӗнчи пӗлӗтсем пӑхӑр пулса тӑрӗҫ, уру айӗнчи ҫӗр тимӗр пулса тӑрӗ; |
| 24 |
| ҫумӑр вырӑнне Ҫӳлхуҫа санӑн ҫӗрӳ ҫине тусан ярӗ, [хӑвна пӗтерсе пӑрахичченех,] хӑвна тӗппипе пӗтеричченех сан ҫине тӳперен тусан-тӑпра тӑкӑнӗ те тӑкӑнӗ. |
| 25 |
| Пӗтермешкӗн Ҫӳлхуҫа сана тӑшманусен аллине парӗ; вӗсене хирӗҫ эсӗ пӗр ҫулпа тухӑн, тарасса вара вӗсенчен ҫичӗ ҫулпа тарса кайӑн; ҫӗр ҫинчи пур патшалӑх тӑрӑх сапаланса пӗтӗн. |
| 26 |
| Санӑн виллӳсем вӗҫен кайӑксемпе тискер кайӑксемшӗн ҫимӗҫ пулӗҫ, вӗсене хӑваласа яракан та пулмӗ. |
| 27 |
| Ҫӳлхуҫа сана Египет тилҫипе, ӳт-тир шыҫҫипе, кӗсенпе, кӗҫӗпе чирлеттерсе ярӗ, эсӗ вӗсенчен сывалса тӳрленеймӗн; |
| 28 |
| сана Ҫӳлхуҫа ухмаха ертӗ, суккӑр тӑвӗ, чӗрӳне тапайми тӑвӗ. |
| 29 |
| Вара эсӗ, суккӑр ҫын тӗттӗмре хыпашласа ҫӳренӗ евӗр, кӑнтӑр ҫутинчех алӑ сӗмӗпе ҫӳрӗн, ҫулу-йӗрӳнте те ӑнӑҫу кураймӑн, кирек хӑш кун та сана хӗссе пырӗҫ, кӳрентерӗҫ, сана никам та хӳтӗлемӗ. |
| 30 |
| Арӑм илме хӗр ҫураҫӑн та — унпа урӑххи ҫывӑрӗ; ҫурт лартӑн та — унта пурӑнаймӑн; иҫӗм пахчи лартса ӳстерӗн те — унпа усӑ кураймӑн. |
| 31 |
| Санӑн вӑкӑрна хӑвӑн куҫу умӗнчех тытса пусӗҫ те, эсӗ ун ашне ҫисе те кураймӑн; ашакна ҫавӑтса кайӗҫ те каялла тавӑрса памӗҫ; сурӑхусене тӑшманусен аллине хӑваласа кайса парӗҫ, никам та хӳтӗлеес ҫук сана. |
| 32 |
| Санӑн ывӑлусене, хӗрӳсене урӑх халӑха тытса парӗҫ; куҫу курса тӑрӗ те — вӗсемшӗн хуйхӑрнипе кунсерен сӳнсе-сӳнсе пырӗ, аллусенче те хал юлмӗ. |
| 33 |
| Санӑн ҫӗрӳн ҫимӗҫне, мӗнпур ӗҫӳн ырӑлӑхне ху пӗлмен халӑх ҫисе тӑрӗ; ху вара ӗмӗрӳ тӑршшӗпех хӗсӗрленине, асаплантарнине ҫеҫ тӳссе пурӑнӑн. |
| 34 |
| Эсӗ вара мӗн-мӗн курса тӑнине пула ухмаха тухӑн. |
| 35 |
| Ҫӳлхуҫа сана ура тупанӗнчен пуҫласа [пуҫ] тӳпи таранах, чӗркуҫҫисене, ура тунисене хӑрушӑ тилҫе ертсе хӗне ярӗ, эсӗ унран сывалаймӑн. |
| 36 |
| Ҫӳлхуҫа сана хӑвна та, эсӗ лартнӑ патшуна та эсӗ ху та, санӑн аҫусем те пӗлмен халӑх патне кайса ярӗ, эсӗ вара унта урӑх турӑсене — чул турӑсене, йывӑҫ турӑсене — пуҫҫапса пурӑнӑн; |
| 37 |
| Ҫӳлхуҫа [Турӑ] хӑвна кайса яракан пур халӑх патӗнче те эсӗ сехре хӑппи, тӗнче кулли, ҫын мӑшкӑлӗ пулӑн. |
| 38 |
| Хире вӑрлӑхна нумай илсе тухӑн та — сахал пуҫтарса кӗртӗн, мӗншӗн тесессӗн ӑна хӗрлӗ шӑрчӑк ҫисе ярӗ. |
| 39 |
| Иҫӗм пахчисем лартса ӳстерӗн, унта ӗҫлесе тӑрӑн, анчах эрехне ӗҫсе кураймӑн, [вӗсен] ҫырлине те пуҫтараймӑн, мӗншӗн тесессӗн хурт ҫисе ярӗ. |
| 40 |
| Ҫу йывӑҫӗ санӑн пур ҫӗрӳ ҫинче те пулӗ, анчах пуҫна ҫу сӗрсе кураймӑн, мӗншӗн тесессӗн ҫырли тӑкӑнса пӗтӗ. |
| 41 |
| Ывӑлсем, хӗрсем ҫуралӗҫ санӑн, анчах эсӗ вӗсемсӗр тӑрса юлӑн, вӗсене тыткӑна илсе кайӗҫ. |
| 42 |
| Санӑн пӗтӗм йывӑҫна, ҫӗрӳн пӗтӗм ҫимӗҫне хура тутӑх пӗтерӗ. |
| 43 |
| Ютран килсе санӑн хутлӑхунта пурӑнакан ҫын санран ҫӳлерех те ҫӳлерех ҫӗкленӗ, эсӗ вара аяларах та аяларах анса пырӑн; |
| 44 |
| вӑл сана кивҫен парса тӑрӗ, эсӗ ӑна кивҫен параймӑн; вӑл пуҫӗ пулӗ, эсӗ вара хӳрере пулӑн. |
| 45 |
| Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлеменшӗн, сана Хӑй ӳкӗтлесе каланине — Унӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл хунӑ йӗркесене — тытса тӑманшӑн ҫак пӗтӗм ылхан сан ҫине пулӗ, хӑвна пӗтерсе пӑрахичченех вӗсем санран хӑпмӗҫ, сана ҫитӗҫ: |
| 46 |
| ку ӗнтӗ сан ҫинчи, санӑн йӑху ҫинчи ӗмӗрлӗх паллӑ пулӗ, ыттисене астутараканни пулӗ. |
| 47 |
| Тулӑхлӑ пурӑннӑ чухне хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чун-чӗререн савӑнса, хавасланса ӗҫлесе тӑма пӗлмерӗн, |
| 48 |
| ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа [Турру] сан ҫине тӑшман ярӗ, эсӗ ӑна ӗҫмесӗр, ҫимесӗр, ҫарамас тӑрса юлса, пӗр нимӗнсӗр юлса ӗҫлесе тӑрӑн; вӑл санӑн мӑйна тимӗр сӳсмен тӑхӑнтартӗ, ҫапла сана асаплантарсах ҫитерӗ. |
| 49 |
| Ҫӳлхуҫа сан ҫине питӗ инҫетрен, тӗнче кӗтессинченех, халӑх ярӗ: ҫав халӑх ӑмӑрткайӑк пек вӑйкӑнса вӗҫсе килӗ, эсӗ унӑн чӗлхине те ӑнкараймӑн, |
| 50 |
| ватта хисеплемен, ҫамрӑка хӗрхенмен намӑссӑр халӑх пулӗ вӑл; |
| 51 |
| вӑл сана мӗн ҫука хӑваричченех выльӑху-чӗрлӗхӳн хунавне тата хӑвӑн ҫӗрӳ кӳрекен ҫимӗҫе ҫисе пурӑнӗ, сан валли ҫӑкӑр та, эрех те, йывӑҫ ҫӑвӗ те, вӑкӑрусен хунавне те, сурӑхусен хунавне те хӑвармӗ, хӑвна мӗн пӗтеричченех ҫапла тӑвӗ; |
| 52 |
| санӑн пӗтӗм ҫӗрӳ ҫинчи ху шанса тӑракан ҫӳллӗ те тӗреклӗ хӳмӳсене ишсе пӗтеричченех вӑл сана хӑвӑн пӗтӗм килӳ-ҫуртунта хӗссе пурӑнӗ; ҫапла хӑвна Ҫӳлхуҫа Турру панӑ пӗтӗм ҫӗрӳ ҫинче, пӗтӗм килӳ-ҫуртунта хӗссе пурӑнӗ. |
| 53 |
| Вара хӑвна тӑшману хупӑрласа илсессӗн, тӑшману хӗссе-хӗсӗрлесе ҫитерсессӗн, хӑвӑн варӑнтан ҫуралнине — Ҫӳлхуҫа Турру панӑ ывӑлусемпе хӗрӳсен ӳтне — ҫиме тытӑнӑн. |
| 54 |
| Сирӗн хушшӑрта рехет курса ӗлккен пурӑнӑҫпа пурӑннӑ ар хӑйӗн тӑванӗ ҫине, хӑйпе хӗве хупӑннӑ арӑмӗ ҫине, хӑйӗн чӗрӗ юлнӑ ачисем ҫине пӗр шелсӗр, хаяр куҫпа пӑхма пуҫлӗ, |
| 55 |
| вӗсенчен нихӑшне те вӑл хӑй ҫиес ачисен ӳтне памӗ, мӗншӗн тесессӗн тӑшману хупӑрласа илсессӗн, пӗтӗм килӗр-ҫуртӑрта тӑшман хӗссе-хӗсӗрлесе тӑрсассӑн, унӑн пӗр нимӗн те юлмӗ. |
| 56 |
| Санӑн хутлӑхунта киленсе, рехет курса ӗлккен пурӑнӑҫпа пурӑннӑ [арӑм], черченленсе кайнипе ҫӗр ҫине урине те пусса курманскер, хӑйпе хӗве хупӑннӑ упӑшки ҫине, хӑйӗн ывӑлӗпе хӗрӗ ҫине пӗр шелсӗр, хаяр куҫпа пӑхма пуҫлӗ, |
| 57 |
| вӗсене вӑл пӗҫҫи хушшинчен тухакан ача кӗпине те, хӑй ҫуратакан ачисене те памӗ, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм килӗр-ҫуртӑра тӑшман хӗссе-хӗсӗрлесе тӑнӑ чухне, тӑшман хупӑрласа илсессӗн, пӗр нимӗн те ҫуккипе, вӗсене вӑл хӑй вӑрттӑн ҫисе тӑрӗ. |
| 58 |
| Ҫак кӗнекере ҫырнӑ саккун мӗн хушнине пурӑнӑҫласа тӑма тӑрӑшмастӑн пулсассӑн, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун ҫакӑ мухтавлӑ та хӑрушӑ ятӗнчен хӑраса тӑмастӑн пулсассӑн, |
| 59 |
| Ҫӳлхуҫа сана хӑвна та, санӑн тӑхӑмна та халиччен пулман шӑтан-юханпа аптӑратса ӳкерӗ, иртсе кайми хӑрушӑ шӑтан-юханпа тата иртсе кайми усал чир-чӗрпе чирлеттерсе хӗне ярӗ; |
| 60 |
| сана Египет чирӗсене, хӑвна хӑратса тӑнӑ пӗтӗм [усал] чире, ертӗ, вӗсем вара санран хӑпа пӗлмӗҫ; |
| 61 |
| хӑвна тӗппипе пӗтерсе тӑкичченех Ҫӳлхуҫа сан ҫине ҫак саккун кӗнекинче ҫырса кӑтартман пӗтӗм чире [тата ҫырса кӑтартнӑ пӗтӗм чире] ярса тӑрӗ; |
| 62 |
| эсир тӳпери ҫӑлтӑрсем пекех йышлӑччӗ, анчах хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлеменнипе эсир сахаллӑн тӑрса юлатӑр. |
| 63 |
| Ҫӳлхуҫа сире ырӑ туса, сире ӗрчетсе пырса епле савӑннӑччӗ, сире путлантарса-пӗтерсе пырса та Вӑл ҫаплах савӑнӗ, сана хӑв еткерлӗхе илме каякан ҫӗр ҫинчен те кӑларса сирпӗтӗҫ. |
| 64 |
| Ҫӳлхуҫа [Турру] сана пур тӗрлӗ халӑх хушшине, ҫӗрӗн пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫити, сапаласа ярӗ, унта вара эсӗ ху та, хӑвӑн аҫусем те пӗлмен турӑсене, йывӑҫсемпе чулсене, пуҫҫапма тытӑнӑн. |
| 65 |
| Анчах ҫав халӑхсем хушшинче те канӑҫлӑх тупаймӑн, уруна кантарса илме те вырӑн пулмӗ: Турӑ ҫапла тунӑран эсӗ унта шиклӗ чӗрепе чӗтресе пурӑнӑн, куҫу типиччен макӑрӑн, чуну сурса ыратӗ. |
| 66 |
| Пурӑнӑҫу ҫӳҫӳ вӗҫӗнче ҫакӑнса тӑрӗ, кунӗн-ҫӗрӗн чӗтресе ҫӳрӗн, хӑвӑн пурӑнӑҫна ху шанми пулӑн; |
| 67 |
| чӗрӳ тухса ӳкесле сикнӗрен, ҫапла чӗтресе пурӑннӑран, хӑвӑн куҫупа ху мӗн курса тӑнӑран ирхине эсӗ: «ах, каҫ пулинччӗ!» тейӗн, каҫхине вара: «ах, хӑвӑртрах тул ҫутӑлинччӗ!» тейӗн; |
| 68 |
| вара Ҫӳлхуҫа сана, карапсем ҫине лартса, эпӗ хӑвна: «эсӗ ӑна урӑх кураймӑн» тенӗ ҫулпа каялла Египет ҫӗршывне тавӑрӗ; унта сире арҫын чурасем, хӗрарӑм чурасем тума хӑвӑр тӑшманӑрсене сутасшӑн пулӗҫ, анчах туянаканӗ тупӑнмӗ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/deuteronomy/028.mp3
34
28