|
| 1 |
|
| Моисей, Турӑ ҫынни, хӑй вилес умӗн Израиль ывӑлӗсене халалласа панӑ пиллӗх ҫакӑ. |
|
| 2 |
|
| Вӑл каланӑ: Ҫӳлхуҫа Синай енчен килчӗ, вӗсене Сеир патӗнчен курӑнчӗ, Фаран тӑвӗ енчен ҫиҫсе тухрӗ те пин-пин святойпа пӗрле ҫитрӗ; Унӑн сылтӑм енче — саккун вучӗ. |
|
| 3 |
|
| Вӑл [Хӑйӗн] халӑхне чӑн-чӑнах юратать; унӑн пур святойӗ те Санӑн аллунта, Санӑн сӑмахусене тӑнласшӑн вӗсем Санӑн уру умне ӳкрӗҫ. |
|
| 4 |
|
| Пире Моисей саккун пачӗ, ку саккун — Иаков халӑхӗн еткерӗ. |
|
| 5 |
|
| Халӑх пуҫлӑхӗсем Израиль йӑхӗсемпе пӗрле пуҫтарӑннӑ чухне Моисей Израиль патшиччӗ. |
|
| 6 |
|
| Чӗрӗ тӑтӑр Рувим, ан вилтӗр, [Симеон та] пӗчӗк йышлӑ ан пултӑр! |
|
| 7 |
|
| Иуда ҫинчен ҫапла каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, илтсемччӗ Иуда сассине, ӑна хӑй халӑхӗ патне илсе пырсамччӗ; хӑйне вӑл хӑйӗн аллипе хӳтӗлетӗр, Эсӗ ӑна тӑшманӗсене хирӗҫ тӑма пулӑшсамччӗ. |
|
| 8 |
|
| Левий ҫинчен те каланӑ: туммим — Санӑн, урим та — Санӑн, вӗсем Хӑвӑн сӑваплӑ ҫынну ҫийӗнче, Эсӗ ӑна Масса теекен вырӑнта сӑнаса пӑхнӑ, Эсӗ унпа Мерива шывӗ хӗрринче тавлашса курнӑ, |
|
| 9 |
|
| хӑйӗн ашшӗпе амӑшӗ ҫинчен вӑл: «эпӗ вӗсем ҫине пӑхмастӑп» тет, вӑл хӑйӗн тӑванӗсене те палламасть, хӑйӗн ывӑлӗсене те пӗлмест: вӗсем, левитсем, Санӑн сӑмахусене сыхлаҫҫӗ, Санӑн халална упраҫҫӗ, |
|
| 10 |
|
| Санӑн саккунусене Иакова, Санӑн ӳкӗтӳсене Израиле вӗрентеҫҫӗ, Санӑн умӑнта ырӑ шӑршӑ тӗтӗреҫҫӗ, парне кӳрекен вырӑну ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳреҫҫӗ; |
|
| 11 |
|
| эй Ҫӳлхуҫамӑм, унӑн вӑй-халне пилле, алли тӑвас ӗҫне кӑмӑлла, ӑна хирӗҫ тӑракансене, ӑна курайманнисене ури ҫине тӑмалла мар ҫапса салат. |
|
| 12 |
|
| Вениамин ҫинчен каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр саваканскер Ун патӗнче шанчӑклӑ пурӑнать, [Турӑ] куллен ун хутне кӗрсе тӑрать, вӑл Унӑн хулпуҫҫийӗ ҫинче канлӗ пурӑнать. |
|
| 13 |
|
| Иосиф ҫинчен каланӑ: унӑн ҫӗрне Ҫӳлхуҫамӑр тӳпен ытарайми парнисене пиллесе тӑтӑр, сывлӑм патӑр, аялта выртакан тӗпсӗрлӗхӗн парнине патӑр, |
|
| 14 |
|
| хӗвелӗн ытарайми ырӑлӑхне, уйӑхӑн ытарайми ырӑлӑхне, |
|
| 15 |
|
| авалхи тусен хӳхӗм парнине, ӗмӗрхи сӑртсен ытарайми ырӑлӑхне, |
|
| 16 |
|
| ҫӗрӗн ытарайми ырӑлӑхне, унӑн туп-тулли пуянлӑхне пиллетӗр; йӗплӗ тӗмӗ варринчен Курӑнни пиллетӗр ӑна, Иосиф пуҫӗ ҫине, тӑванӗсенчен чи лайӑххийӗн лӗпки ҫине, Унӑн пиллӗхӗ ҫиттӗр; |
|
| 17 |
|
| вӑл малтан ҫуралнӑ пӑру пек тӗреклӗ, мӑйраки унӑн — буйвол мӑйракийӗ; вӑл пур халӑха та ҫӗр чиккине ҫитиех сӗксе тухӗ: Ефрем тӗменӗсем ӗнтӗ кусем, Манассиян пин-пин ҫыннисем. |
|
| 18 |
|
| Завулон ҫинчен каланӑ: эй Завулон, хӑвӑн ҫулупа ҫӳресе савӑн, эй Иссахар, эсӗ те хӑвӑн чатӑрусенче савӑн; |
|
| 19 |
|
| вӗсем халӑха ту ҫине чӗнсе пуҫтараҫҫӗ, унта, саккун хушнӑ пек, парне кӳме выльӑх пусаҫҫӗ: вӗсем тинӗс пуянлӑхӗпе, хӑйӑр айӗнче выртакан мулпала тӑранса пурӑнаҫҫӗ. |
|
| 20 |
|
| Гад ҫинчен каланӑ: Гад йӑхне хунаттарса яракан — мухтавлӑ; вӑл — арӑслан пек, тӑшманӗсен алли-урине те, пуҫне те ҫапса салатать; |
|
| 21 |
|
| вӑл хӑйне валли ҫӗрӗн пуҫламӑшне суйласа илчӗ, саккун паракан ӑна еткерлӗх вырӑнне хучӗ, вӑл халӑх пуҫлӑхӗсемпе килчӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче тӳрӗ пулчӗ, Израильшӗн мӗн тумаллине пурне те турӗ. |
|
| 22 |
|
| Дан ҫинчен каланӑ: Дан вӑл — Васанран чупса тухакан ҫамрӑк арӑслан. |
|
| 23 |
|
| Неффалим ҫинчен каланӑ: Ҫӳлхуҫа Неффалима кӑмӑллать, ӑна туп-тулли ырӑлӑх пиллет; унӑн аллинче — кӑнтӑр енӗпе тинӗс. |
|
| 24 |
|
| Асир ҫинчен каланӑ: Асир Израиль ывӑлӗсем хушшинче мухтавлӑ, ӑна хӑйӗн тӑванӗсем юратса тӑрӗҫ, урине вӑл йывӑҫ ҫӑвне чикӗ; |
|
| 25 |
|
| тимӗрпе пӑхӑр — санӑн хапхусем; пурӑнас кунусем пекех, пуянлӑху хушӑнса пырӗ санӑн. |
|
| 26 |
|
| Израиль Турри евӗрли урӑх ҫук, Хӑйӗн мухтавлӑхне кӑтартса, пӗлӗт ҫинче сана пулӑшмашкӑн тӳперен Вӑл ҫитрӗ; |
|
| 27 |
|
| [санӑн] тарса хӑтӑлмалли вырӑну — авалхи Турӑ, [эсӗ] ӗмӗрхи хӑват хӳттинче тӑратӑн; тӑшманусене Вӑл сан умӑнтан хӑваласа ярӗ те: «пӗтер вӗсене!» тейӗ. |
|
| 28 |
|
| Израиль тӑнӑҫлӑ, пӗччен пурӑнать; хӑй умӗнче Иаков куҫӗ илпеклӗ ҫӗр курса тӑрать: тырри-пулли, эрехӗ туп-тулли, пӗлӗчӗсем унта сывлӑм тумлатаҫҫӗ. |
|
| 29 |
|
| Эй Израиль, эсӗ телейлӗ! кам пур-ши сан пекки? сана Ҫӳлхуҫа упраса тӑрать, Вӑл — сана сыхласа тӑракан хулкан, санӑн мухтавлӑ хӗҫӳ! Тӑшманусем сан умӑнта хӑйсене чурасем пек тытаҫҫӗ, эсӗ вӗсене ӗнсерен пусса тӑратӑн. |
|
|
|
|