БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Моисей ӗнтӗ Моав тӳремлӗхӗнчен Нево тӑвӗ ҫине, Иерихон хулипе тӗлме-тӗл ларакан Фасга теекен ту тӑррине улӑхнӑ та, Ҫӳлхуҫа ӑна мӗнпур Галаад ҫӗрне Дан таранах, |
| 2 |
| Неффалимӑн пӗтӗм [ҫӗрне], Ефремпа Манассиян [пӗтӗм] ҫӗрне, Иудӑн пӗтӗм ҫӗрне анӑҫ тинӗсне ҫитиех |
| 3 |
| тата кӑнтӑр енчи ҫӗршывпа Иерихон айлӑмӗнчи тӳремлӗхе, Пальма хулине, Сигор хули таранах кӑтартнӑ. |
| 4 |
| Ҫӳлхуҫа вара ӑна каланӑ: Эпӗ Авраама, Исаака тата Иакова тупа туса: «ӑна санӑн вӑрлӑхна паратӑп» тесе каланӑ ҫӗр акӑ; Эпӗ сана ӑна хӑвӑн куҫупа курма патӑм, анчах эсӗ унта кӗреймӗн, тенӗ. |
| 5 |
| Вара Ҫӳлхуҫа чури Моисей, Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, ҫавӑнта, Моав ҫӗрӗ ҫинче, вилнӗ; |
| 6 |
| ӑна Моав ҫӗрӗнчех, Беф-Фегорпа тӗлме-тӗл айлӑмра, пытарнӑ, хӑш вырӑна пытарнине вара мӗн паянхи кунчченех никам та пӗлмест. |
| 7 |
| Вилнӗ чухне Моисей ҫӗр ҫирӗм ҫулта пулнӑ; анчах унӑн куҫ ҫутийӗ те сӳнмен пулнӑ, вӑйӗ те чакман пулнӑ. |
| 8 |
| Израиль ывӑлӗсем Моисейшӗн хурланса Моав тӳремлӗхӗнче [Иерихон ҫывӑхӗнчи Иордан хӗрринче] вӑтӑр кун хушши хӳхленӗ. Ҫапла Моисейшӗн хурланса хӳхлес кунсем иртсе кайнӑ. |
| 9 |
| Ӗнтӗ Нав ывӑлӗ Иисус ӑслӑлӑх сывлӑшӗпе хӑватлӑланнӑ, мӗншӗн тесессӗн Моисей ун ҫине хӑйӗн аллине хунӑ пулнӑ; Израиль ывӑлӗсем вара ӑна итлесе пурӑннӑ, пур ӗҫе те Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек туса пынӑ. |
| 10 |
| Моисей пек пророк Израилӗн урӑх пулман: Ҫӳлхуҫа унпа куҫа-куҫӑн калаҫнӑ, |
| 11 |
| Ҫӳлхуҫа ирӗкӗпе вӑл Египет ҫӗрӗнче фараонпа унӑн мӗнпур чури тӗлӗшӗнчен, унӑн пӗтӗм ҫӗрӗ тӗлӗшӗнчен паллӑсемпе кӗтретсем нумай кӑтартнӑ, |
| 12 |
| пӗтӗм Израиль умӗнче аслӑ кӗтретсем тунӑ, алли хӑватлӑ пулнӑ унӑн. |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/deuteronomy/034.mp3
34
34