БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Эсир Христоспа пӗрле чӗрӗлсе тӑнӑ пулсассӑн ҫӳлтине шырӑр, Христос унта Туррӑн сылтӑм енче ларать. |
| 2 |
| Ҫӳлти ҫинчен шухӑшлӑр, ҫӗр ҫинчи ҫинчен ан шухӑшлӑр: |
| 3 |
| эсир вилнӗ ӗнтӗ, сирӗн пурӑнӑҫӑр Христоспа пӗрле Турӑра пытарӑнса тӑрать. |
| 4 |
| Хӑвӑра чӗрӗлӗх паракан Христос килсессӗн, Унпа пӗрле эсир те мухтавлӑ пулса тӑратӑр. |
| 5 |
| Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫӗр ҫинчи ӗҫӗрсене: ясарлӑха, ирсӗрлӗхе, аскӑнлӑха, усал чарусӑрлӑха, мула хапсӑнассине пӗтерӗр, мула хапсӑнни вӑл — йӗрӗхсене пуҫҫапнипе пӗрех; |
| 6 |
| итлемен ҫынсене ҫав ӗҫсемшӗн Турӑ ҫилли ҫитет. |
| 7 |
| Вӗсем хушшинче пурӑннӑ чухне эсир те ҫав ӗҫсенех туса тӑнӑ. |
| 8 |
| Халӗ ӗнтӗ эсир пурне те — ҫилле, хаярлӑха, усаллӑха, ҫынна хӑртасса, ирсӗр сӑмах калаҫасса — пӑрахӑр; |
| 9 |
| пӗр-пӗрин ҫинчен ан суеҫтерӗр, эсир ӗнтӗ, кивӗ этемлӗхе ӗҫӗ-мӗнӗпех пӑрахса, |
| 10 |
| ҫӗнӗ этем пулнӑ, Турра пӗлсе ҫитмешкӗн, хӑйне Пултараканӗ евӗрлӗ пулмашкӑн вӑл ҫӗнелсе пырать. |
| 11 |
| Кунта ӗнтӗ эллин та, иудей те, ӳт кастарни те, ӳт кастарманни те, варвар та, скиф та, чура та, ирӗкли те ҫук, пӗр Христос анчах, Христос Вӑл — пуринче те. |
| 12 |
| Апла эсир — Туррӑн суйласа илнӗ, сӑваплӑ, савнӑ ҫыннисем — хӗрхенекен кӑмӑллӑ, ырӑлӑхлӑ, йӑваш ӑслӑ, лӑпкӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ пулӑр. |
| 13 |
| Пӗр-пӗри тӗлӗшӗнчен чӑтӑмлӑ пулӑр, пӗри теприне кӳрентернӗ пулсассӑн — каҫарӑр: Христос сире каҫарнӑ, эсир те ҫаплах тӑвӑр. |
| 14 |
| Пуринчен ытла сирӗн юрату пултӑр, юратсассӑн сирӗнте пур ырӑлӑх та пулӗ. |
| 15 |
| Сирӗн ӑшӑрта Турӑ канӑҫлӑхӗ пултӑр, сире пӗр ӳт пулса канӑҫлӑ пурӑнма чӗннӗ; тав туса пурӑнӑр. |
| 16 |
| Христос сӑмахӗ сирӗн ӑшӑра тулӑххӑн, пӗтӗм ӑслӑлӑхӗпе вырӑнаҫтӑр; Ҫӳлхуҫана аслӑласа ырӑ кӑмӑлпа чунтан-вартан псаломсем, мухтав юррисем, чиркӳ юррисем юрласа вӗрентсе, пӗрне-пӗри ӑса кӳртӗр. |
| 17 |
| Эсир кирек мӗн тусассӑн та — сӑмахпа-и, ӗҫпе-и — пурне те Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе тӑвӑр. Ун урлӑ Атте Турра мухтавлӑр. |
| 18 |
| Эй арӑмсем, упӑшкӑрсене Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек пӑхӑнса тӑрӑр. |
| 19 |
| Эй упӑшкасем, арӑмӑрсене юратӑр, вӗсемпе сивӗ ан пулӑр. |
| 20 |
| Эй ачасем, аҫӑр-аннӗре пур тӗлӗшпе те итлесе пурӑнӑр: Турра ҫавӑ кӑмӑллӑ. |
| 21 |
| Эй ашшӗсем, ачӑрсемпе хаяр ан пулӑр — вӗсем хуҫӑлсах ан ӳкчӗр. |
| 22 |
| Эй чурасем, хӑвӑр ӳтӗр хуҫине пур тӗлӗшпе те пӑхӑнса тӑрӑр; ҫынна юрасшӑн тӑрӑшакансем пек, вӗсемшӗн куҫ умӗнче анчах ан ӗҫлӗр, Турӑран хӑраса, уҫӑ кӑмӑлпа ӗҫлесе тӑрӑр. |
| 23 |
| Кирек мӗн тусассӑн та, ҫыншӑн тунӑ пек ан тӑвӑр, Ҫӳлхуҫашӑн тунӑ пек, чунтан-вартан тӑвӑр, |
| 24 |
| пӗлсех тӑрӑр: эсир Христос Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑратӑр: Вӑл сире уншӑн ырӑлӑх парӗ. |
| 25 |
| Тӗрӗс туманни хӑй тӗрӗс маррине кура илӗ. Турӑ ҫын камне пӑхмасть. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/colossians/003.mp3
4
3