|
| 1 |
|
| Эй тӑвансем, сире тата ҫакна калам: эпир сире Турра епле юраса пурӑнма вӗрентнӗ, эсир ҫапла пурӑнатӑр; сире Христос Иисус ячӗпе тархасласа йӑлӑнатпӑр: ӳлӗмрен те ҫапла пурӑнӑр, лайӑхран лайӑх пурӑнма тӑрӑшӑр. |
|
| 2 |
|
| Эпир Иисус Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе сире мӗнле пурӑнма хушнине хӑвӑр та пӗлетӗр. |
|
| 3 |
|
| Турӑ сире таса пулма хушать: хӑвӑра хӑвӑр аскӑнлӑхран чарса тӑрӑр; |
|
| 4 |
|
| хӑвӑр ӳтӗре пурсӑр та таса та чыслӑ тытма пӗлӗр, |
|
| 5 |
|
| Турра пӗлмен суя тӗнлӗ ҫынсем пек, ӳт еккипе ан кайӑр; |
|
| 6 |
|
| хӑвӑр тӑванӑра нихӑҫан та усал ан тӑвӑр, ӑна ан улталӑр: ҫавӑншӑн пуриншӗн те Турӑ тавӑрать — ун ҫинчен эпир сире унччен те хытарсах каланӑччӗ. |
|
| 7 |
|
| Турӑ пире ирсӗр пурӑнма мар, таса пурӑнма чӗнсе илнӗ. |
|
| 8 |
|
| Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫак сӑмаха хисепе хуман ҫын этеме мар, пире Хӑйӗн Таса Сывлӑшне панӑ Турра хисепе хумасть. |
|
| 9 |
|
| Тӑвана юратасси ҫинчен сирӗн пата ҫырса яма кирлӗ те мар: пӗр-пӗрне юратса тӑма сире Турӑ Хӑй вӗрентнӗ, |
|
| 10 |
|
| эсир пӗтӗм Македонири тӑванӑрсемпе пуринпе те ҫапла пурӑнатӑр. Эй тӑвансем, сире йӑлӑнатпӑр: пӗр-пӗрне хытӑран хытӑ юратма тӑрӑшӑр; |
|
| 11 |
|
| эпир хӑвӑра хушнӑ пек лӑпкӑ пурӑнма, хӑвӑр ӗҫӗре туса тӑма, хӑвӑр аллӑрпа ӗҫлесе пурӑнма тӑрӑшӑр. |
|
| 12 |
|
| Вара сире суя тӗнлисем те хисеплӗҫ, сирӗн нимӗн ҫитменни те пулмӗ. |
|
| 13 |
|
| Эй тӑвансем, шанӑҫ ҫук ҫынсем пек сирӗн хуйхӑрмалла ан пултӑр тесе, эпӗ сире вилнисем ҫинчен те пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар. |
|
| 14 |
|
| Эпир Иисус вилсе чӗрӗлсе тӑнине ӗненетпӗр пулсассӑн, Иисуса ӗненсе вилнисене те Турӑ Унпа пӗрле илсе килӗ. |
|
| 15 |
|
| Ҫакна эпир Ҫӳлхуҫа пӗлтернипе калатпӑр: эпир, Ҫӳлхуҫа киличчен вилмесӗр юлнисем, вилнисенчен малтан улшӑнмӑпӑр, |
|
| 16 |
|
| Турӑ хушнипе архангел сасси илтӗнсе кайсассӑн, Турӑ трупи кӑшкӑртса ярсассӑн тӳперен Ҫӳлхуҫа Хӑй анӗ те, Христоса ӗненсе вилнисем малтан чӗрӗлсе тӑрӗҫ; |
|
| 17 |
|
| унтан вара пире, вилмесӗр юлнисене, вӗсемпе пӗрле пӗлӗтсем ҫинче тӳпене Ҫӳлхуҫана кӗтсе илме илсе кайӗҫ; вара яланах Ҫӳлхуҫапа пӗрле пулӑпӑр. |
|
| 18 |
|
| Ҫапла ӗнтӗ пӗр-пӗрне ҫак сӑмахсемпе лӑплантарӑр. |
|
|
|
|