Тӑвансем! Юлашкинчен эпир сире Христос Иисус ячӗпе ҫакӑн пирки тархаслатпӑр. Эпир сире Турра юрӑхлӑ епле пурӑнмаллине вӗрентсеччӗ, ҫавна сирӗн тата лайӑхрах тытса пымалла пултӑрччӗ.
Сирӗнтен пӗри те, тӗрӗс мар ҫулпа кайса, хӑйшӗн кӑна тӑрӑшса, тӑванне ан улталатӑр. Ҫакнашкал хӑтланса пурӑнакансене Хуҫа Турӑ тавӑрать. Эпир сире ун пирки малтанах ҫирӗплетсе каланӑччӗ.
Мӗншӗн тесен Турӑ хушнипе архангел сасси тата Турӑ трубин сасси илтӗнсе кайсассӑн тӳперен Хуҫамӑр Хӑй анӗ. Вара Христоса ӗненсе вилнисем маларах чӗрӗлсе тӑрӗҫ.