БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Павел, Силуан тата Тимофей — Атте Туррӑмӑрӑн тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Фессалоникӑри ӗненекен ушкӑнне: |
| 2 |
| Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑртан сире тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр! |
| 3 |
| Эй тӑвансем, пирӗн ӗнтӗ сирӗншӗн ялан Турра тав тумалла: эсир хытӑран хытӑ ӗненсе пыратӑр, пурсӑр та пӗр-пӗрне юратнӑҫемӗн юрататӑр; |
| 4 |
| ҫавӑнпа эпир Турра ӗненекенсем умӗнче сирӗнпе — эсир мӗнле чӑтӑмлӑ пулнипе, хӑвӑра хӗсӗрленӗ вӑхӑтра, тӗрлӗ хӗн-хур тӳснӗ чухне эсир епле ӗненсе тӑнипе — мухтанатпӑр. |
| 5 |
| Эсир асап тӳсни Туррӑн тӳрӗ сучӗ пулассине пӗлтерет; эсир Турӑ Патшалӑхне кӗме тивӗҫлӗ пулӑр, эсир ҫавӑншӑн асапланатӑр та. |
| 6 |
| Турӑ тӗрӗс сут туса сире хур тӑвакансене хурлӑхпа тавӑрӗ, |
| 7 |
| Иисус Ҫӳлхуҫа ҫӳлтен Хӑйӗн хӑватлӑ ангелӗсемпе ялкӑшакан вут-ҫулӑмра килсессӗн сире, халӗ хурлӑх куракансене, пирӗнпе пӗрле канӑҫлӑх парӗ; |
| 8 |
| Турра йышӑнманнисене, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ҫинчен пӗлтерекен Ырӑ Хыпара пӑхӑнманнисене Вӑл тавӑрмаллипех тавӑрӗ. |
| 9 |
| Вӗсене ӗмӗрлӗхе пӗтмелле тӑвӗ: ҫавсене Хӑй килнӗ кун — Хӑйӗн сӑваплӑ халӑхӗ хушшинче мухтава тухнӑ кун, Хӑйне ӗненекенсем умӗнче асла тухнӑ кун — Ҫӳлхуҫа умӗнчен, Ун аслӑлӑхӗн мухтавӗ умӗнчен хӑваласа ярӗҫ. Вӑл Хӑйне ӗненекенсене савӑнтармаллипех савӑнтарӗ, тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерӗ. Унта эсир те пулатӑр, мӗншӗн тесессӗн эсир ӗнтӗ эпир каланине ӗнентӗр. |
| 10 |
| 11 |
| Ҫавӑнпа эпир хамӑр Туррӑмӑра ялан сирӗншӗн кӗлтӑватпӑр та: Вӑл сире Хӑй патне чӗнсе илме тивӗҫлӗ тутӑр, эсир тума шутласа хунӑ ырӑ ӗҫсене тата ӗненнипе тӑвакан ӗҫӗрсене Хӑйӗн хӑвачӗпе туса ҫитертӗр, |
| 12 |
| Туррӑмӑр тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗпе Иисус Христос ячӗ сирӗн урлӑ мухтава тухтӑр, Ун урлӑ хӑвӑрӑн та мухтава тухмалла пултӑр. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/2thessalonians/001.mp3
3
1