|
| 1 |
|
| Ҫапла ӗнтӗ, тӑвансемӗр, пирӗншӗн кӗлтӑвӑр. Хуҫамӑрӑн сӑмахӗ сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пытӑрччӗ, хӑвӑр патӑрти пекех мухтавлӑ пултӑрччӗ. |
|
| 2 |
|
| Тата Турӑ пире пӑсӑк та усал ҫынсенчен хӑтартӑрччӗ тесе кӗлтӑвӑр, мӗншӗн тесен ӗненӳ пурин те ҫук-ха. |
|
| 3 |
|
| Анчах та Хуҫамӑр шанчӑклӑ. Вӑл сире ҫирӗплӗх парса усалтан упраса хӑваратех. |
|
| 4 |
|
| Эсир Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ пулнӑран эпир сире мӗн хушнине пурнӑҫланине, малашне те пурнӑҫласса шанатпӑр. |
|
| 5 |
|
| Хуҫамӑр сире Хӑйӗн юратулӑхӗ патне, Христос чӑтӑмлӑхӗ патне ҫул кӑтарттӑр. |
|
| 6 |
|
| Эй, тӑвансем! Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе эпир сире хистесех ҫакна калатпӑр: наянланса пурӑнакан тӑванӑрсенчен пӑрӑнса ҫӳрӗр. Вӗсем эпир вӗрентнӗ пек пурӑнмаҫҫӗ. |
|
| 7 |
|
| Пирнешкел пурӑнмаллине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр. Эпир вара сирӗн патӑрта ӗҫсӗр ларман, |
|
| 8 |
|
| никамӑн татӑк ҫӑкӑрне те тарам ҫимен. Сире чӑрмав кӳрес марччӗ тесе ҫӗрӗн-кунӗн ӗҫ ӗҫлесе пурӑнтӑмӑр. |
|
| 9 |
|
| Паллах, ӗненекенсен шучӗпе пурӑнма пирӗн ирӗк пур, анчах та, сирӗншӗн тӗслӗх пулас тесе, эпир хамӑра хамӑр тӑрантарса пурӑнтӑмӑр. |
|
| 10 |
|
| Сирӗн патӑрта пурӑннӑ чухнех эпир сире ҫапла вӗрентеттӗмӗр: «Кам ӗҫлемест, ҫав ҫимест». |
|
| 11 |
|
| Анчах та сирӗн патӑрта хӑшӗ-пӗрисем ӗҫлеме ӳркенеҫҫӗ, ӗҫрен тарма тӑрӑшаҫҫӗ текен сас-хура пирӗн хӑлхана та кӗчӗ. |
|
| 12 |
|
| Унашкаллисене Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе пули-пулми сӑмах вакламасӑр ӗҫлеме, хӑйсене хӑйсем тӑрантарса пурӑнма ӳкӗтлетпӗр. |
|
| 13 |
|
| Эсир вара, тӑвансем, ырӑ туса пурӑннӑшӑн ан хуйхӑрӑр. |
|
| 14 |
|
| Ҫак ҫырури сӑмахсене кам та кам пӑхӑнас темест, астуса юлӑр та, ӑна намӑс пултӑр тесе, унпа хутшӑнса ан пурӑнӑр. |
|
| 15 |
|
| Анчах та ӑна тӑшман вырӑнне ан хурӑр, тӑвана ӳкӗтленӗ пек ӳкӗтлӗр. |
|
| 16 |
|
| Сире канӑҫлӑх Турри Хӑй пур енчен те яланах канӑҫлӑх патӑр. Хуҫа Турӑ сирӗнпе пуринпе те пултӑр. |
|
| 17 |
|
| Ҫырусене чӑнласах хам янине паллӑ тумашкӑн эпӗ, Павел, хам аллӑмпах ҫапла ҫырса саламлатӑп. |
|
| 18 |
|
| Сире пурне те Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑлӑхӗ пултӑр. Аминь. |
|
|
|
|