|
| 1 |
|
| Ҫакӑ чӑн сӑмах: кам епископ пуласшӑн, вӑл ырӑ ӗҫ тӑвасшӑн. |
|
| 2 |
|
| Епископ айӑпсӑр, пӗрре авланнӑ, ҫирӗп ӑслӑ-тӑнлӑ, таса шухӑшлӑ, йӗркеллӗ, тӳрӗ, ҫул ҫӳрекене юратакан, вӗрентме пултаракан, |
|
| 3 |
|
| ӗҫке хапӑлламан, ҫапӑҫма-вӑрҫма юратман, мула хапсӑнман, йӑваш, килӗштерсе пурӑнакан, укҫа-тенкӗ юратман, |
|
| 4 |
|
| хӑй кил-ҫуртне лайӑх тытса тӑракан, ачи-пӑчине кирек хӑҫан та тӳрӗ пулма вӗрентсе пӑхӑнтарса тӑракан ҫын пулмалла; |
|
| 5 |
|
| хӑй кил-ҫуртне пӑхса тӑма пӗлмен ҫын ӗненекен ушкӑншӑн (Турӑ Чиркӗвӗшӗн) тӑрӑшӗ-и? |
|
| 6 |
|
| Тин тӗне кӗнӗ ҫын епископ ан пултӑр, ун пекки мӑнкӑмӑлланса та кайӗ, вара шуйттанпа пӗрле айӑпа кӗмелле пулӗ. |
|
| 7 |
|
| Вӑл тата ӗненменнисем умӗнче те ырӑ ятлӑ ҫын пултӑр, унсӑрӑн вӑл сӑмаха кӗрӗ, шуйттан танатине ҫакланӗ. |
|
| 8 |
|
| Ҫаплах дьяконсем те тӳрӗ ҫынсем, иккӗллӗ калаҫман, эрехе кӑмӑлламан, мула хапсӑнман, |
|
| 9 |
|
| чӑн тӗнӗн вӑрттӑнлӑхне таса чун-чӗрепе ӗненсе тӑракан ҫынсем пулччӑр. |
|
| 10 |
|
| Ҫавӑн пеккисене малтан сӑнас пулать, кайран вара, айӑпсӑр пулсассӑн, ӗҫ патне ямалла. |
|
| 11 |
|
| Ҫавӑн пекех ӗненекен ушкӑна пулӑшса тӑракан хӗрарӑмсем те тӳрӗ ҫынсем, элекҫӗ мар, эрехе кӑмӑлламан, пур тӗлӗшпе те шанчӑклӑ ҫынсем пулмалла. |
|
| 12 |
|
| Дьякон пӗрре авланнӑ ҫын, ачи-пӑчине, хӑйӗн кил-ҫуртне лайӑх тытса тӑракан ҫын пулмалла. |
|
| 13 |
|
| Ӗҫне лайӑх туса тӑнисем хисепе тивӗҫлӗ пулӗҫ, хӑйсем Христос Иисуса ҫирӗп ӗненни ҫинчен питӗ хӑюллӑн калӗҫ. |
|
| 14 |
|
| Ҫакна эпӗ сан патна часах ҫитме ӗмӗтленсе ҫыратӑп; |
|
| 15 |
|
| хам часах пыраймасан, санӑн Турӑ килӗнче епле ӗҫлесе тӑмаллине пӗлмелле пултӑр тетӗп; Турӑ килӗ вӑл — Чӗрӗ Туррӑн Чиркӗвӗ, чӑнлӑх никӗсӗ, чӑнлӑх тӗрекӗ. |
|
| 16 |
|
| Паллах ӗнтӗ, чӑнлӑх вӑрттӑнлӑхӗ калама ҫук аслӑ: Турӑ ӳтлӗ пулса килнӗ, Вӑл Хӑй Турӑ иккенне Таса Сывлӑш урлӑ кӑтартнӑ, ангелсене курӑннӑ, Ун ҫинчен халӑхсене пӗлтернӗ, Ӑна тӗнчипе ӗненсе хапӑл тунӑ, Вӑл тӳпене мухтавлӑн ҫӗкленнӗ. |
|
|
|
|