БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ҫын аллинче пурӑнакан чурасем хӑйсенӗн хуҫине тӗрлӗ майпа хисеплесе пурӑнччӑр — Турӑ ятне те, эпир вӗрентнине те хурламалла ан пултӑр. |
| 2 |
| Хуҫисем ӗненекен ҫынсем пулсан, чурисем, эпир тӑвансем-ха тесе, тимсӗр ан ӗҫлеччӗр, пачах урӑхла, вӗсемшӗн тата тӑрӑшуллӑрах пулччӑр: вӗсем Турра ӗненекенсемшӗн, хӑйсене юратакансемшӗн, хӑйсене ырӑлӑх тӑвакансемшӗн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Эсӗ ҫакна вӗрентсе, ӳкӗтлесе кала. |
| 3 |
| Урӑхла вӗрентекен ҫын, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн тӗрӗс сӑмахӗнчен, Турра юрӑхлӑ пурӑнма вӗрентнинчен пӑрӑннӑ ҫын — мӑнкӑмӑллӑ, вӑл нимӗн те пӗлмест; унӑн тавлашас та чӗлхипе ҫӗнтерес шухӑш анчах; ҫакӑнтан вара ӑмсанасси, ятлаҫасси, хурласа калаҫасси, ҫынна сӑлтавсӑрах шанманни пуҫланса каять. |
| 4 |
| 5 |
| Ҫавӑнпа ӗнтӗ ӑсӗ пӑсӑлнӑ ҫынсем пӗр вӗҫсӗр тавлашаҫҫӗ: вӗсем чӑнлӑх мӗнне пӗлмеҫҫӗ, Турра юрӑхлӑ пурӑннине вӗсем услам кӳрекен япала вырӑнне анчах хураҫҫӗ. Ун пек ҫынсенчен аякра тӑр. |
| 6 |
| Турра юрӑхлӑ пурӑнни мӗн пуррипе ҫырлахакансемшӗн ҫеҫ пысӑк ырӑлӑх. |
| 7 |
| Эпир тӗнчене нимӗн те илсе килмен; паллӑ ӗнтӗ, унтан та нимӗн те илсе тухас ҫук. |
| 8 |
| Тӑранса пурӑнмаллипе тумтир пулсан ҫитӗ пире. |
| 9 |
| Пуяс теекенсем улталанаҫҫӗ, танатана лекеҫҫӗ; сиен кӳрекен темиҫе тӗрлӗ ухмах непсӗ хыҫҫӑн каяҫҫӗ; ҫавсем этеме инкек кӳреҫҫӗ, пӗтереҫҫӗ. |
| 10 |
| Мӗнпур усаллӑхӑн тымарӗ — укҫана юратни, ҫавӑн хыҫҫӑн кайса хӑшӗ-пӗрисем чӑн тӗне пӑрахнӑ, хӑйсене хӑйсем нумай хуйхӑ курмалла тунӑ. |
| 11 |
| Эй Турӑ ҫынни, эсӗ ҫавӑнтан тар, || тӳрӗ пул, Турра юрӑхлӑ пурӑн, ӗнен, юрат, чӑтӑмлӑ та йӑваш пул. |
| 12 |
| Чӑн тӗншӗн тивӗҫлипе кӗреш, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа асӑнта тыт — сана ҫав пурӑнӑҫа кӗме чӗннӗ, ху ҫирӗп ӗненнине эсӗ темӗн чухлӗ кӳнтелен умӗнче каласа кӑтартрӑн. |
| 13 |
| Пурне те чӗрӗ тӑвакан Турӑ умӗнче, Хӑйӗн ырӑ тӗнне Понтий Пилат умӗнче каласа кӑтартнӑ Христос Иисус умӗнче сана хушса калатӑп: |
| 14 |
| хамӑра мӗн хушнине Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр киличченех таса та тӗп-тӗрӗс усра. |
| 15 |
| Хӑй вӑхӑчӗ ҫитсессӗн эпир Ӑна Турӑ ирӗкӗпе курӑпӑр — патшасенӗн пӗртенпӗр хӑватлӑ, мухтавлӑ Патши, хуҫасенӗн Ҫӳлхуҫи, пӗртен-пӗр Вилӗмсӗрри кӑтартнине курӑпӑр; Вӑл патне те пымалла мар ҫутӑра пурӑнать; Ӑна ҫынсем никам та курман, курма та пултараймаҫҫӗ. Вӑл ӗмӗрех хӑватлӑ, мухтавлӑ! Аминь. |
| 16 |
| 17 |
| Ку ӗмӗрти пуянсене ӳкӗтле: вӗсем ан мӑнаҫланччӑр, пӗтекен пуянлӑха ан шанччӑр, Чӗрӗ Турра шанччӑр — савӑнса пурӑнмалӑх Вӑл пире пурне те ытлӑ-ҫитлӗ парать. |
| 18 |
| Эсӗ вӗсене ырӑ ӗҫсем тума вӗрент, вӗсенӗн пуянлӑхӗ ырӑ ӗҫсем пулччӑр; уҫӑ кӑмӑллӑ пулса, яланах ыттисене пулӑшма хатӗр пулччӑр, |
| 19 |
| ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн хӑйсем валли ҫавӑн пек мул пухчӑр, ҫапла малашнехи валли ырӑ никӗс хуччӑр. |
| 20 |
| Эй Тимофей! хӑвна панине сыхла, юрӑхсӑр пушӑ сӑмахсенчен, пӗлмесӗр хирӗҫ тавлашакансенчен пӑрӑн — вӗсен пӗлӗвӗ суя пӗлӳ ҫеҫ; |
| 21 |
| хӑшӗсем ӗнтӗ ҫавӑн хыҫҫӑн кайса ӗненме те пӑрахрӗҫ. Сана тивлет пултӑр. Аминь. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/1timothy/006.mp3
6
6