БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ҫапла хамӑр тавра кӳнтеленсем пӗлӗт пек тӑруҫӑн, эпир хамӑра мӗн пусса тӑнине сирсе ывӑтар та, хамӑра такӑнтаракан ҫылӑхран хӑтӑлар та, хамӑр умӑрта яланах Иисуса — хамӑр тӗн Пуҫлӑхне, тӗне туса ҫитернӗ Иисуса — курса тӑрса, ӑмӑртса чупакан пек чӑтӑмлӑ пулса, малалла васкар. Иисус Хӑй валли хатӗрленӗ савӑнӑҫа курмашкӑн хӗрес асапне тӳснӗ, мӑшкӑл курнӑ, халӗ вара Туррӑн аслӑ пуканӗнчен сылтӑм енче ларать. |
| 2 |
| 3 |
| Халӑр пӗтесрен, чунӑр хастарлӑхӗ каясран эсир Хӑйне ҫылӑхлӑ ҫынсем ҫав тӗрлӗ мӑшкӑл тунине Тӳснӗскерӗ ҫинчен шухӑшлӑр. |
| 4 |
| Ҫылӑха хирӗҫ тӑрса, эсир унпа юн кайичченех ҫапӑҫман-ха, |
| 5 |
| эсир хӑвӑра ывӑл вырӑнне хурса лӑплантарнине мантӑр; ҫапла каланӑ-ҫке: «эй ывӑлӑм, Ҫӳлхуҫа хаса панине ан хирӗҫле, Вӑл питленине йывӑра ан ил: |
| 6 |
| Ҫӳлхуҫа кама юратать — ҫавна хаса парать, Хӑй хапӑллакан ывӑлне ҫаптарать» тенӗ. |
| 7 |
| Турӑ сире Хӑйӗн ывӑлӗсем вырӑнне хурса хаса парать. Ара, ашшӗ хӗнемен ача, пӗр ача та пулин, пур-и? |
| 8 |
| Ывӑлсене пурне те хаса параҫҫӗ, эхер те сире ун пек туман пулсассӑн, апла эсир тӑван ывӑлсем мар, ют ачасем пулатӑр. |
| 9 |
| Хамӑра ҫуратнӑ атте-анне пире ҫапла хаса парса вӗрентнӗшӗн эпир вӗсене хисеплетпӗр пулсассӑн, чӗрӗ пулас тесе, чунӑмӑрсен Ашшӗне пирӗн тата ытларах пӑхӑнмалла мар-и? |
| 10 |
| Атте-анне пире ҫапла хӑйсен ирӗкӗпе хаса парса ҫӗр ҫинчи кӗске пурӑнӑҫ валли хатӗрлетчӗ; Турӑ вара пире усӑ парасшӑн, Вӑл пире Хӑйӗн тасалӑхне пая кӗмелле пулччӑр тесе хаса парать. |
| 11 |
| Кирек мӗнле хаса та халӗ савӑнтармасть, хурлантарать ҫеҫ, анчах та хаса курса вӗренсе ҫитнисем кайран сӑваплӑ пурӑнӑҫӑн канлӗ уссине кураҫҫӗ. |
| 12 |
| Ҫавӑнпа ӗнтӗ лапсӑрах кайнӑ аллӑрсене ҫӗклӗр, вӑйсӑрланнӑ чӗркуҫҫийӗрсене тӗреклӗлетӗр, |
| 13 |
| тӳрӗ ҫулпа ҫӳрӗр — уксахлакан ура пӑрӑнса ан кайтӑр, тӳрлентӗр. |
| 14 |
| Пуринпе те килӗштерсе пурӑнма, таса пурӑнма тӑрӑшӑр, унсӑрӑн никам та Ҫӳлхуҫана кураймӗ. |
| 15 |
| Астӑвӑр — кам та пулин Турӑ тивлечӗсӗр тӑрса ан юлтӑр; пӗр-пӗр йӳҫӗ тымар хунав кӑларса сиен ан кӳтӗр, нумайӑшне ан ирсӗрлеттӗр; |
| 16 |
| сирӗн хушшӑрта аскӑн ҫын е Исав пек усал ҫын ан пултӑр, ҫавӑ пӗрре ҫиесшӗн хӑйӗн аслӑлӑхне сутнӑ. |
| 17 |
| Эсир пӗлетӗр: вӑл ӗнтӗ кайран пиллӗх илесшӗн пулнӑ, анчах ӑна пиллемен; куҫҫулӗпе йӗрсе йӑлӑнсан та вӑл ашшӗн кӑмӑлне ҫавӑрайман. |
| 18 |
| Эсир вут-ҫулӑмпа ялкӑшса тӑракан ту патне килмен, хура пӗлӗт патне, сӗмлӗх патне, ҫил-тӑвӑл патне килмен, |
| 19 |
| трупа сасси ҫывӑхне, калаҫакан сасӑ патне пырса тӑман; ҫав сӑмахсене илтекенсем йӑлӑнса каланӑ: «ку сӑмах пире ан илтӗнтӗрччӗ» тенӗ, |
| 20 |
| мӗншӗн тесессӗн вӗсенӗн хӑйсене: «тӑва сӗртӗнсен, тискер кайӑка та чулпа персе вӗлермелле е ухӑпа персе вӗлермелле» тенине тӑнламашкӑн хал та ҫитмен; |
| 21 |
| ун чухне курӑнни питӗ хӑрушӑ пулнӑ, Моисей хӑй те: «эпӗ хӑраса, чӗтресе тӑратӑп» тенӗ. |
| 22 |
| Эсир халӗ Сион тӑвӗ патне, чӗрӗ Туррӑн хули патне, тӳпери Иерусалим патне пырса тӑтӑр, савӑнса тӑракан имсӗр-сумсӑр ангелсем патне, |
| 23 |
| тӳпере ҫырӑннӑ малтан ҫуралнисенӗн ушкӑнӗ патне, пурне те сут тӑвас Турӑ патне, пӗтӗмпех ырӑ пулса ҫитнӗ тӳрӗ ҫынсенӗн чунӗсем патне, |
| 24 |
| пире ҫӗнӗ халал урлӑ Турӑпа пӗрлештернӗ Иисус патне, Авель юнӗнчен кӑмӑллӑрах каласа тӑракан юхтарнӑ Юн патне пырса тӑтӑр. |
| 25 |
| Астӑвӑр, хӑвӑра калаканран ан пӑрӑнӑр. Лешӗсем ҫӗр ҫинче Калакана итлеменшӗн те асапран хӑтӑлайман пулсан, тӳперен Калаканран пӑрӑнсассӑн вара эпир нимӗнле те хӑтӑлаймӑпӑр. |
| 26 |
| Ун чухне Унӑн сасси ҫӗре чӗтрентернӗ, халӗ Вӑл ҫапла каласа хунӑ: «тепӗр хутӗнче ҫӗре кӑна мар, тӳпене те чӗтрентерӗп» тенӗ. |
| 27 |
| «Тепӗр хутӗнче» тенӗ сӑмах кисренменни ҫеҫ юлтӑр тесе, кисренекеннине, пултарнӑскере, улӑшӑнтарнине пӗлтерет. |
| 28 |
| Ҫапла ӗнтӗ эпир кисренми патшалӑха илнӗ хыҫҫӑн пӗтӗм чун-чӗререн хисеплесе Турра тав тӑвар, Турра мӗнле юрӑхлӑ, ҫавӑн пек — Унран хӑраса, Ӑна хисеплесе — ӗҫлесе тӑрар: |
| 29 |
| пирӗн Туррӑмӑр — ҫунтарса яракан вут-ҫулӑм. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/hebrews/012.mp3
13
12