БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Яланах пӗр-пӗрне тӑванла юратӑр; |
| 2 |
| ҫул ҫӳрекенсене хапӑллама ан манӑр: хӑшӗсем ангелсене ҫул ҫӳрекенсем тесе пӗлмесӗрех хӑна туса янӑ. |
| 3 |
| Тӗрмерисене — вӗсемпе пӗрле хӑвӑр та тӗрмере ларнӑ пек — асӑрта тытӑр, асап куракансене те — вӗсемпе пӗрле хӑвӑр та асап тӳснӗ пек — астуса тӑрӑр. |
| 4 |
| Мӑшӑрлӑ пурӑнасси пуринӗн те таса пултӑр, выртан вырӑн айӑпсӑр пултӑр; ясаррисене, аскӑнчӑксене Турӑ сут тӑвать. |
| 5 |
| Укҫана ан хапсӑнӑр, мӗн пуррипе ҫырлахӑр. Турӑ Хӑех каланӑ: «сана нихӑҫан та манмӑп, сана пӑрахмӑп» тенӗ. |
| 6 |
| Ҫавӑнпа эпир хӑюллӑнах: «Ҫӳлхуҫа мана пулӑшать — эпӗ хӑрамӑп, этем мана мӗн тӑвайӗ?» тетпӗр. |
| 7 |
| Хӑвӑра вӗрентекенсене ан манӑр, вӗсем сире Турӑ сӑмахне вӗрентнӗ; вӗсем епле пурӑннине, епле вилнине пӗлсе тӑрса, вӗсем ӗненнӗ пек ӗненме тӑрӑшӑр. |
| 8 |
| Иисус Христос ӗнер те, паян та, ӗмӗр-ӗмӗрех ҫав-ҫавах. |
| 9 |
| Тӗрлӗ вӗрентӳ, суя вӗрентни хыҫҫӑн ан кайӑр; чӗрене тивлетпе кӑна тӗреклӗлентерме пулать, ӑна мӗн ҫимеллипе мӗн ҫимелле маррине пӗлсе тӑнипе тӗреклӗлентерме ҫук, ҫавна туса никам та усӑ курман-ха. |
| 10 |
| Пирӗн хамӑрӑн парне вырӑнӗ пур, ун ҫине кӳнине кӗлӗ чатӑрӗнче ӗҫлекенсен ҫиме ирӗк ҫук. |
| 11 |
| Аслӑ священник сӑваплӑ пӳлӗме ҫылӑхшӑн парнене кӳнӗ выльӑхсен юнне илсе кӗрет, выльӑхӗсен ӳтне вара тапӑр тулашӗнче ҫунтарса яраҫҫӗ. |
| 12 |
| Ҫавӑн пекех Иисус та Хӑй Юнӗпе ҫынсене тасатмашкӑн хула хапхи тулашӗнче асапланнӑ. |
| 13 |
| Эппин, эпир те Ун патне тапӑр тулашне тухар, Вӑл курнӑ мӑшкӑла тӳсер; |
| 14 |
| пирӗн кунта ялан пурӑнас хула ҫук — эпир ҫитес ӗмӗрти хулана шыратпӑр. |
| 15 |
| Ҫапла ӗнтӗ Иисус урлӑ Турра пӗр чарӑнмасӑр мухтав парни кӳрсе тӑрар — вӑл Туррӑн ятне мухтакансенӗн парни пултӑр. |
| 16 |
| Ырӑлӑх тума ан манӑр, пӗрне-пӗри пур тӗлӗшпе те пулӑшса тӑрӑр — Турра ҫавӑн пек парне кӑмӑллӑ. |
| 17 |
| Хӑвӑра вӗрентекенсене итлӗр, вӗсене пӑхӑнса тӑрӑр: вӗсем сирӗн чунӑршӑн пӗр чарӑнмасӑр тӑрӑшаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсенӗн сирӗншӗн явап тытмалла; ҫав ӗҫе вӗсем хуйхӑрса мар, савӑнса туччӑр, хуйхӑрса ӗҫлени сире усӑллӑ мар. |
| 18 |
| Пирӗншӗн кӗлтӑвӑр: эпир хамӑр чунӑмӑра таса пулӗ тесе шанса тӑратпӑр, мӗншӗн тесессӗн ялан тӳрӗ ӗҫ тума тӑрӑшатпӑр. |
| 19 |
| Манӑн сирӗн пата часрах таврӑнмалла пултӑрччӗ, пуринчен ытла ҫавӑншӑн кӗлтума ыйтатӑп. |
| 20 |
| Канӑҫлӑх Турри — ӗмӗрлӗх халал Юнӗпе Иисус Ҫӳлхуҫамӑра, сурӑхсенӗн аслӑ Кӗтӳҫне, вилӗмрен чӗртсе тӑратаканӗ — |
| 21 |
| сире Хӑйӗн ирӗкӗпе кирек мӗнле ырӑ ӗҫ валли те хатӗрлесе ҫитертӗр, Иисус Христос урлӑ Вӑл сире Хӑйне юрӑхлӑ ӗҫсем тутарса тӑтӑр; Ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав пултӑр! Аминь. |
| 22 |
| Эй тӑванӑмсем, сире тархаслатӑп: ҫак ӳкӗтлесе каланӑ сӑмахсене йышӑнӑр эсир; ҫырасса та эпӗ сире нумай та ҫырмарӑм. |
| 23 |
| Пӗлӗр ӗнтӗ: пирӗн Тимофей тӑванӑмӑра ирӗке кӑларнӑ; вӑл кӗҫех килес пулсассӑн, эпӗ те унпа пӗрле сире пырса курӑп. |
| 24 |
| Хӑвӑра вӗрентекенсене тата сӑваплӑ ҫынсене пурне те салам калӑр. Италирисем сире салам яраҫҫӗ. |
| 25 |
| Сире пурсӑра та тивлет пултӑр. Аминь. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/hebrews/013.mp3
13
13