|
| 1 |
|
| Эй сӑваплӑ тӑванӑмсем, ҫӳлти ырӑлӑха пая кӗрес ҫынсем, хамӑр патӑмӑра Янине, хамӑр тӗнӗн Аслӑ Священникне, Иисус Христоса пӗлсе ҫитӗр: |
|
| 2 |
|
| Туррӑн пӗтӗм ҫурчӗ-йӗрӗнче Моисей шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнӑ пек, Вӑл та Хӑйне Янӑскершӗн яланах шанчӑклӑ. |
|
| 3 |
|
| Ҫурт лартаканӗ ҫуртӗнчен мӗн чухлӗ чаплӑрах, Иисуса та Моисейрен ҫавӑн чухлӗ ытларах хисеплеме тивӗҫлӗ: |
|
| 4 |
|
| кирек хӑш ҫурт та хӑй тӗллӗн пулса лармасть, ӑна кам та пулин тӑвать, пурне те тӑваканни вара — Турӑ. |
|
| 5 |
|
| Туррӑн пӗтӗм ҫурчӗ-йӗрӗнче Моисей шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑракан пек анчах пулнӑ, вӑл пӗлтерме кирлине пӗлтерсе тӑнӑ; |
|
| 6 |
|
| Христос вара — Ашшӗ ҫуртӗнчи шанчӑклӑ Ывӑл; эпир вара — вӗҫне ҫитичченех ҫирӗп пулсассӑн, савӑнӑҫлӑ шанчӑка сыхласа хӑварсассӑн — Унӑн ҫурчӗ пулӑпӑр. |
|
| 7 |
|
| Таса Сывлӑш ҫавӑн ҫинчен калать те: «паян, Унӑн сассине илтсессӗн, чӗрӗре ӳпкев кунӗнчи пек ан хаярлатӑр — аҫӑрсем Ман ӗҫӗмсене хӗрӗх ҫул курчӗҫ пулин те, Мана пушхирте сӑнарӗҫ, Мана хирӗҫ тӑчӗҫ. |
|
| 8 |
|
|
|
| 9 |
|
|
|
| 10 |
|
| Ҫавӑнпа ҫав йӑха ҫиллентӗм те каларӑм: «вӗсем ялан аташаҫҫӗ, вӗсем Манӑн ҫулсене пӗлмерӗҫ» терӗм; |
|
| 11 |
|
| ҫавӑнпа ҫиллӗмпе тупа турӑм: «вӗсем Манӑн канӑҫлӑхӑма кӗреймӗҫ» терӗм» тет. |
|
| 12 |
|
| Эй тӑванӑмсем, астӑвӑр, сирӗн кам та пулин ултавлӑ та ӗненмен чӗреллӗ ан пултӑр, апла эсир чӗрӗ Турӑран уйӑрӑлса каятӑр. |
|
| 13 |
|
| «Паян» теме май пур чухне куллен пӗрне-пӗри ӳкӗтлӗр: сирӗнтен нихӑшӗ те ҫылӑхпа улталанса хаярланса ан кайтӑр. |
|
| 14 |
|
| Эпир ӗнтӗ Христоспа пӗрле пай илессисем пултӑмӑр, анчах пирӗн вӗҫне ҫитичченех малтанхи пекех ҫирӗп пулмалла. |
|
| 15 |
|
| Ҫырура: «паян, Унӑн сассине илтсессӗн, чӗрӗре ӳпкев кунӗнчи пек ан хаярлатӑр» тенӗ. |
|
| 16 |
|
| Унӑн сассине илтсе, камсем ӳпкелешнӗ-ха? Моисей Египетран илсе тухнисем мар-и? |
|
| 17 |
|
| Хӗрӗх ҫул хушши Турӑ кама ҫилленнӗ-ха? Ҫылӑха кӗнисене, шӑмми-шакки пушхирех выртса юлнисене мар-и? |
|
| 18 |
|
| Манӑн канӑҫлӑхӑма кӗреймӗҫ тесе, пӑхӑнманнисем ҫинчен тупа тумасассӑн, кам ҫинчен тупа тунӑ тата? |
|
| 19 |
|
| Ҫапла ӗнтӗ вӗсем ӗненмен пирки канӑҫлӑха кӗрейменни паллӑ. |
|
|
|
|