|
| 1 |
|
| Ҫавӑнпа пирӗн акӑ мӗнрен сыхланмалла: Турӑ сӑмах панипе Унӑн канӑҫлӑхне кӗме май пур вӑхӑтрах сирӗнтен хӑшӗ те пулин унта кӗме ӗлкӗреймесӗр ан юлтӑр. |
|
| 2 |
|
| Лешӗсене пӗлтернӗ пек, пире те Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ, анчах ҫав сӑмах вӗсене усӑ кӳмен, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ӑна ӗненмесӗр итленӗ. |
|
| 3 |
|
| Канӑҫлӑха эпир, ӗненекенсем, кӗретпӗр, Вӑл Хӑйӗн ӗҫӗсене тӗнче пуҫламӑшӗнчех туса пӗтернӗ пулсан та ҫапла каланӑ: «ҫавӑнпа Эпӗ ҫиллӗмпе тупа турӑм: вӗсем Манӑн канӑҫлӑха кӗреймӗҫ, терӗм» тенӗ. |
|
| 4 |
|
| Ҫиччӗмӗш кун ҫинчен Ҫырура пӗр тӗлте ҫапла каланӑ: «Хӑйӗн пӗтӗм ӗҫне туса пӗтерсе, Турӑ ҫиччӗмӗш куна канлӗхлӗ тунӑ» тенӗ. |
|
| 5 |
|
| Тепӗр тӗлте тата: «вӗсем Манӑн канӑҫлӑхӑма кӗреймӗҫ» тенӗ — |
|
| 6 |
|
| ҫакна ӗнтӗ унччен Ырӑ Хыпара илтнӗ, анчах та ӗненменнине пула канӑҫлӑх тупайманнисем ҫинчен каланӑ. Хӑшӗсен унта ӳлӗмрен кӗмелле пулӗ. |
|
| 7 |
|
| Турӑ вӗсем валли тата урӑх кун — «паянхине» — кӑтартса хунӑ; чылай вӑхӑтран Вӑл Давид урлӑ ҫӳлерех асӑннӑ сӑмахсене каланӑ: «паян, Унӑн сассине илтсессӗн, чӗрӗре ан хаярлатӑр» тенӗ. |
|
| 8 |
|
| Иисус Навин вӗсене канӑҫлӑх панӑ пулсассӑн, Турӑ кайран урӑх кун ҫинчен каламан та пулӗччӗ. |
|
| 9 |
|
| Ҫавӑнпа ӗнтӗ Турӑ халӑхӗн шӑматкун канӑҫлӑхне тупасси малта-ха. |
|
| 10 |
|
| Турӑ Хӑй ӗҫӗсенчен каннӑ пек, Унӑн канӑҫлӑхне кӗнӗ ҫын та хӑй ӗҫӗсенчен канать. |
|
| 11 |
|
| Ҫапла ӗнтӗ ҫав канӑҫлӑха кӗме тӑрӑшар, пӑхӑнман ҫынсенчен тӗслӗх илсе, вӗсем пек пулса каяр мар. |
|
| 12 |
|
| Турӑ Сӑмахӗ пурӑнать, калать те — тӑвать, вӑл — икӗ ҫивчӗшлӗ кирек мӗнле хӗҫрен те вичкӗнрех: вӑл чунпа сывлӑш витӗр, тӑл-пӳ пайӗсемпе миме витӗр тухать, чӗрери шухӑш-ӗмӗте те тӑрӑ шыв ҫине кӑларать. |
|
| 13 |
|
| Мӗн пултарни пӗри те Турра курӑнмасӑр тӑраймасть, Унӑн куҫӗ умӗнче пурте янках уҫӑ, пурте алӑ тупанӗ ҫинчи пек. Унӑн умӗнче явап тытӑпӑр. |
|
| 14 |
|
| Ҫапла ӗнтӗ, пирӗн ҫӳлӗрен ҫӳлӗ тӳпене ҫӗкленнӗ Чи Аслӑ Священникӑмӑр пур; Вӑл — Турӑ Ывӑлӗ Иисус. Апла хамӑр тӗне ҫирӗп тытса тӑрар. |
|
| 15 |
|
| Пирӗн Чи Аслӑ Священникӑмӑр эпир халсӑррине пӗлмесӗр хӗрхенме пултарайманскер мар, Вӑл пирӗн пекех пурне те тӳссе ирттернӗ, ҫылӑха ҫеҫ кӗмен. |
|
| 16 |
|
| Ҫавӑнпа ӗнтӗ Унӑн тивлетлӗ аслӑ вырӑнӗ патне хӑюллӑ пырар, кирлӗ вӑхӑтра Вӑл пире хӗрхенсе тивлетне парса пулӑшӗ. |
|
|
|
|