БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Этемсен хушшинчен суйласа илнӗ кирек хӑш аслӑ священника та Турӑ умӗнче этемшӗн кӗлтуса тӑма, уншӑн ҫылӑх парни кӳрсе тӑма лартаҫҫӗ; |
| 2 |
| вӑл ӗнтӗ пӗлмен ҫынсене, аташса пурӑнакансене хӗрхенме пултарать, мӗншӗн тесессӗн хӑйӗн те халсӑрлӑх пур; |
| 3 |
| ҫавӑнпа унӑн халӑх ҫылӑхӗшӗн те, хӑй ҫылӑхӗшӗн те парне кӳрсе тӑмалла. |
| 4 |
| Никам та хӑй ирӗкӗпе ҫак чыслӑ ята илме пултараймасть, Аарона суйланӑ пек, Турӑ суйласа илнӗскерӗ ҫеҫ аслӑ священник пулма пултарать. |
| 5 |
| Христос та Аслӑ Священник чапне Хӑй тӗллӗн илмен. Ӑна: «Эсӗ — Манӑн Ывӑлӑм, Эпӗ Сана паян ҫуратрӑм» тесе Калаканӗ Аслӑ Священник тунӑ. |
| 6 |
| Вӑлах тепӗр тӗлте ҫапла калать: «Эсӗ — ӗмӗрлӗх священник, Мелхиседек евӗрлӗ священник» тет. |
| 7 |
| Хӑй ӳтлӗ пулса пурӑннӑ вӑхӑтра Христос Хӑйне вилӗмрен ҫӑлма Пултаракана тархасласа, куҫҫулӗпе йӑлӑнса кӗлтунӑ; Турра хисепленӗшӗн Унӑн кӗлли ҫитнӗ. |
| 8 |
| Вӑл Турӑ Ывӑлӗ пулсассӑн та, пӑхӑнса тӑма асап курса вӗреннӗ, |
| 9 |
| ҫапла Хӑйӗн тӗллевне пӗтӗмпе туса ҫитерсессӗн, Вӑл Хӑйне пӑхӑнакансене пурне те ӗмӗрлӗхе ҫӑлӑнмалла тӑвакан пулнӑ. |
| 10 |
| Ҫавӑнпа ӗнтӗ Турӑ Ӑна Мелхиседек евӗрлӗ Аслӑ Священник тунӑ. |
| 11 |
| Ҫакӑн ҫинчен пирӗн нумай калаҫмаллаччӗ, анчах каласа ӑнлантарма хӗн, мӗншӗн тесессӗн эсир итлейми пултӑр. |
| 12 |
| Вӑхӑт шайӗпе шутласассӑн, эсир хӑвӑр вӗрентекенсем пулмаллаччӗ ӗнтӗ, сире вара каллех Турӑ Сӑмахне чи пуҫламӑшӗнчен тытӑнса вӗрентмелле — сире хытӑ ҫимӗҫ мар, сӗт кирлӗ. |
| 13 |
| Сӗтпе тӑранса пурӑнакан нихӑшӗ те мӗн тӗрӗссине, мӗн тӗрӗс маррине ӑнланаймасть: вӑл ача-ха. |
| 14 |
| Хытӑ ҫимӗҫ вӑл ҫитӗннисене тивӗҫлӗ: вӗсенӗн чӗри ырӑпа усала уйӑрма хӑнӑхса ҫитнӗ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/hebrews/005.mp3
13
5