БИБЛИ Синодальный НЗ 2009
|
| 1 |
| Кирек епле аслӑ священника та ҫынсен ҫылӑхӗсемшӗн кӗлтума, Турра ахаль парнесемпе пуснӑ парнесем кӳме ҫынсем хушшинченех суйласа лартаҫҫӗ. |
| 2 |
| Пӗлменнипе е аташнипе ҫылӑха кӗнисене вӑл хӗрхенме пултарать, мӗншӗн тесен хӑй те ҫитменлӗхсӗр мар. |
| 3 |
| Ҫавӑнпа та унӑн хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн те, ҫынсен ҫылӑхӗсемшӗн те Турра парне кӳрсе тӑмалла. |
| 4 |
| Никам та хӑй тӗллӗн аслӑ священника лараймасть. Ҫак тивӗҫе пурнӑҫлама ӑна, Аарона чӗнсе илнӗ пекех, Турӑ чӗнсе илет. |
| 5 |
| Христос та аслӑ священник тивӗҫне Хӑй тӗллӗн илмен. Турӑ Ӑна: «Эсӗ Манӑн Ывӑлӑм, паян Эпӗ Санӑн Аҫу пулса тӑтӑм», – тесе ҫак тивӗҫе панӑ. |
| 6 |
| Тепӗр тӗлте Турӑ ҫапла калать: «Эсӗ, Мелхиседек евӗрлех, ӗмӗрлӗх священник». |
| 7 |
| Ҫӗр ҫинче ӳтленсе пурӑннӑ чухне Иисус Хӑйне вилӗмрен ҫӑлма Пултаракана ӗсӗклесе, куҫҫулӗпе йӗрсе кӗлтунӑ, йӑлӑннӑ. Вӑл Турра хисепленӗрен Турӑ Ӑна илтнӗ. |
| 8 |
| Вӑл, Турӑ Ывӑлӗ пулин те, асап витӗр тухса, пӑхӑнмашкӑн вӗреннӗ. |
| 9 |
| Вилсе чӗрӗлсессӗн Вӑл Хӑйне итлекенсемшӗн пуриншӗн те ӗмӗрлӗх ҫӑлӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ пулса тӑнӑ. |
| 10 |
| Вара Турӑ Ӑна Мелхиседек евӗрлех Аслӑ священника лартнӑ. |
| 11 |
| Кун пирки калаҫмалли нумайччӗ, анчах та сире, итлеменскерсене, тӑнлантарма йывӑр. |
| 12 |
| Сирӗн хӑвӑрӑн вӗрентекен пулмашкӑн вӑхӑт ӗнтӗ, анчах та сире Турӑ сӑмахне каллех пуҫламӑшӗнченех вӗрентмелле, сире хытӑ ҫимӗҫ мар, сӗт кирлӗ. |
| 13 |
| Сӗтпе тӑранса пурӑнакан чӑнлӑх сӑмахне пӗлеймӗ, мӗншӗн тесен вӑл ача-ха. |
| 14 |
| Хытӑ ҫимӗҫ вара ҫитӗннисем валли, мӗншӗн тесен вӗсем пурӑнӑҫ курнӑ, ырӑпа усала уйӑрма пӗлеҫҫӗ. |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvashrso/hebrews/005.mp3
13
5