|
| 1 |
|
| Халӗ калакан сӑмахра чӑн хакли ҫакӑ: пирӗн Аслӑ Священникӑмӑр Ҫӳлти Патшанӑн аслӑ пуканӗнчен сылтӑм енне ларнӑ; |
|
| 2 |
|
| Вӑл этем туман, Ҫӳлхуҫа пултарнӑ таса вырӑнта, чӑн кӗлӗ чатӑрӗнче, кӗлтуса тӑрать. |
|
| 3 |
|
| Кирек хӑш аслӑ священника та ахаль парнесемпе пуснӑ парнесем кӳме лартаҫҫӗ; ҫавӑнпа Унӑн аллинче те парнене кӳмелли пулмалла пулнӑ. |
|
| 4 |
|
| Вӑл ҫӗр ҫинчех юлнӑ пулсассӑн, священник та пулман пулӗччӗ, кунта ахаль те священниксем пур — вӗсем саккун тӑрӑх парне кӳрсе тӑраҫҫӗ; |
|
| 5 |
|
| вӗсем ӗҫлесе тӑракан вырӑн — тӳперин ӗмӗлки пек, унти евӗрлӗ ҫеҫ, Моисей кӗлӗ чатӑрӗ тума тытӑнас умӗн ӑна ҫапла каланӑ пулнӑ: «асту, эсӗ пурне те хӑвна ту ҫинче кӑтартнӑ ӗлке евӗрлӗ ту» тенӗ. |
|
| 6 |
|
| Унчченхинчен пахарах ырӑлӑх пама пулнӑ, Иисус урлӑ хывнӑ халал авалхинчен аванрах пулнӑ пек, Унӑн ӗҫӗ те леш священниксен ӗҫӗнчен аслӑрах. |
|
| 7 |
|
| Малтанхи халалӑн ҫитменлӗх пулман пулсассӑн, унӑн вырӑнне урӑххи кирлӗ марччӗ. |
|
| 8 |
|
| Анчах та Турӑ Хӑйӗн халӑхне питлесе ҫапла калать: «акӑ Эпӗ Израиль килӗпе, Иуда килӗпе ҫӗнӗ халал хывас кунсем ҫитеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа; |
|
| 9 |
|
| ку вӑл Эпӗ вӗсен ашшӗсене алӑран ҫавӑтса Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ чухне хывнӑ халал пек пулмӗ. Вӗсем ҫав халала пӑсрӗҫ, ҫавӑнпа Эпӗ вӗсене тиркерӗм, тет Ҫӳлхуҫа. |
|
| 10 |
|
| Акӑ Эпӗ Израиль килӗпе ҫав кунсем хыҫҫӑн хывас халалӑм: Хамӑн саккунӑмсене вӗсенӗн ӑшчиккине кӗртсех лартӑп, чӗрисем ҫинех ҫырса хурӑп, вӗсенӗн Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа. |
|
| 11 |
|
| Вара юлташӗ юлташне, тӑванӗ тӑванне: «Турра пӗл» тесе вӗрентмӗ, мӗншӗн тесессӗн Мана пурте — кӗҫӗннинчен пуҫласа аслине ҫитиех — пӗлме пуҫлӗҫ, |
|
| 12 |
|
| мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӗсенӗн усал ӗҫӗсене каҫарӑп, вӗсенӗн ҫылӑхӗсене урӑх асӑнмӑп» тенӗ. |
|
| 13 |
|
| «Ҫӗнӗ» тесе ӗнтӗ малтанхи кивелнине пӗлтернӗ; кивелсе, ватӑлса ҫитекеннийӗн пӗтесси ҫывӑх. |
|
|
|
|