БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ҫавӑн ҫинчен илтсессӗн, Иавин — Асор патши — Мадон патши Иовав патне, Шимрон патши патне, Ахсаф патши патне, |
| 2 |
| ҫурҫӗр еннелли сӑртлӑхра, Хиннарофӑн кӑнтӑр енчи тӳремлӗхре, айлӑмлӑ вырӑнсенче пурӑнакан патшасем патне, анӑҫ енче Нафоф-Дорта пурӑнакан патшасем патне, |
| 3 |
| тухӑҫ енче, тинӗс хӗрринче пурӑнакан ханаансем патне, ту ҫинче пурӑнакан аморрейсемпе хетсем, ферезейсемпе иевусейсем патне тата Ермон ҫывӑхӗнче, Массифа ҫӗрӗнче пурӑнакан евейсем патне хыпар янӑ. |
| 4 |
| Вара ҫавсем хӑйсен пӗтӗм ҫарӗпе, темӗн чухлӗ халӑхӗпе вӑрҫа хатӗрленсе тухнӑ, халӑхӗ тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пек йышлӑ пухӑннӑ; утсемпе ҫар ураписем те шутсӑр нумай пулнӑ. |
| 5 |
| Ҫав патшасем, пурте пӗрле пухӑнса, Израильпе ҫапӑҫмашкӑн Мером шывӗ хӗррине ҫитсе тапӑра тӑнӑ. |
| 6 |
| Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ: ан хӑра вӗсенчен — Эпӗ ыран ҫак вӑхӑт тӗлнелле [вӗсене] пурне те Израиль [ывӑлӗсен] аллине ӳкерӗп; эсӗ вӗсен учӗсенӗн шӑнӑрӗсене каса-каса тат, ҫар ураписене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса яр, тенӗ. |
| 7 |
| Вара Иисуспа вӑрҫа юрӑхлӑ мӗнпур халӑх вӗсем патне Мером шывӗ хӗррине пӗр кӗтмен ҫӗртен пырса тухнӑ та вӗсене тапӑннӑ. |
| 8 |
| Ҫӳлхуҫа вӗсене Израиль ҫыннисен аллине ӳкернӗ, Израиль ҫыннисем вӗсене аслӑ Сидона ҫитиччен, Мисрефоф-Маима ҫитиччен, тухӑҫ енчи Мицфа айлӑмне ҫитиччен хыҫран хӑваласа пӗтерсе пынӑ, вӗсене тӗппипех пӗтернӗ, пӗри те чӗрӗ юлман, пӗри те ҫӑлӑнайман, [тарса хӑтӑлайман]. |
| 9 |
| Иисус хӑйне Ҫӳлхуҫа мӗнле каланӑ, ҫавӑн пек тунӑ: учӗсен шӑнӑрӗсене каса-каса татнӑ, ҫар ураписене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ. |
| 10 |
| Ҫав вӑхӑтрах Иисус, каялла таврӑнса, Асор хулине туртса илнӗ, унӑн патшине хӗҫпе касса вӗлернӗ, [Асорӗ вӑл ӗлӗк таврари патшалӑхсен чӑн аслӑ хули пулнӑ]; |
| 11 |
| унти мӗнпур сывлан чуна хӗҫ айне тунӑ, [пурне те] тупаланӑ: пӗр чӗрӗ чун та юлман; Асора вӑл вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ. |
| 12 |
| Ҫӳлхуҫа чури Моисей хушса хӑварнӑ пек, ҫав патшасене тата вӗсен мӗнпур хулине ярса илсессӗн, Иисус вӗсене пурне те хӗҫ айне тунӑ, пӗтмелле тупаланӑ; |
| 13 |
| анчах сӑрт тӳпемӗсенчи хуласене Израиль ывӑлӗсем ҫунтармасӑр хӑварнӑ, Иисус пӗр Асор хулине ҫеҫ ҫунтарса янӑ. |
| 14 |
| Ҫав хуласен мӗнпур пурлӑхне, [мӗнпур] выльӑх-чӗрлӗхне Израиль ывӑлӗсем хӑйсем валли ҫаратнӑ; ҫыннисене вара пурне те хӗҫпе касса тухнӑ, ҫапла пурне те тӗп тунӑ: [вӗсенчен] пӗр чун та хӑварман. |
| 15 |
| Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн чурине Моисее епле хушнӑ, Моисей те Иисуса ҫапла каласа хӑварнӑ, Иисус вара ҫавӑн пек тунӑ та: Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ сӑмахран тухман вӑл. |
| 16 |
| Иисус ҫапла пӗтӗм сӑртлӑх ҫӗре, кӑнтӑрти пӗтӗм ҫӗре, пӗтӗм Гошен ҫӗрне, айлӑм вырӑнсене, Израиль тӳремлӗхӗпе тӑвне, [ту таврашӗнчи] айлӑмлӑ вырӑнсене — |
| 17 |
| Сеир ҫывӑхӗнчи Халак тӑвӗнчен пуҫласа Ермон тӑвӗ ҫумӗнчи Ливан айлӑмӗнчи Ваал-Гад патне ҫитичченех — туртса илнӗ, ҫав ҫӗрсен патшисене пурне те тыткӑна илсе вӗлерсе пӗтернӗ. |
| 18 |
| Ҫав патшасемпе Иисус нумай вӑхӑт хушши вӑрҫӑ вӑрҫнӑ. |
| 19 |
| Гаваонра пурӑнакан евейсемсӗр пуҫне Израиль ывӑлӗсемпе [пӗр хула та] килӗшӳ туман: израильсем вӗсене пурне те вӑрҫӑ вӑрҫса илнӗ; |
| 20 |
| вӗсем хӑйсенӗн чӗрине хаярлантарни, Израиле вӑрҫӑпа кӗтсе илни пӗтӗмпе Ҫӳлхуҫа ирӗкӗнчен килнӗ: Израиль ывӑлӗсем вӗсене тупалаччӑр тесе, ан каҫарччӑр тесе, Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек пӗтерччӗр тесе, Ҫӳлхуҫа вӗсене Израиль халӑхӗпе хирӗҫтернӗ. |
| 21 |
| Ҫавӑн чухнех Иисус тата енакимсене [пурне те] ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; лешӗсем сӑртлӑхра, Хевронра, Давирта, Анавӑра, пӗтӗм Иуда тӑвӗ ҫинче, пӗтӗм Израиль тӑвӗ ҫинче пурӑннӑ; Иисус вӗсене хули-мӗнӗпе тупаланӑ; |
| 22 |
| Израиль ҫӗрӗнче енакимсен [пӗр ҫынни] те юлман, вӗсем Газа, Геф тата Азот хулисенче анчах юлнӑ. |
| 23 |
| Ҫапла вара Иисус, Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ пек, пӗтӗм ҫӗре туртса илнӗ те Израиль халӑхне еткерлӗхе йӑхсерен уйӑрса панӑ. Ӗнтӗ вӑрҫӑ чарӑннӑ, самана лӑпланнӑ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/joshua/011.mp3
24
11