БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Елеазар священникпа Нав ывӑлӗ Иисус тата Израиль йӑхӗсенчи ӑру пуҫлӑхӗсем Израиль ывӑлӗсене Ханаан ҫӗрӗнче еткерлӗх ҫӗр акӑ епле уйӑрса панӑ: |
| 2 |
| Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнӑ пек, ҫав ҫӗре вӗсем тӑхӑр йӑха тата [Манассиян] ҫур йӑхне шӑпа ярса валеҫнӗ, |
| 3 |
| ӗнтӗ икӗ йӑхпа [Манассиян] тепӗр ҫур йӑхне Моисей Иордан леш енчех еткерлӗх ҫӗр панӑ, левитсене вара вӗсем хушшинче еткерлӗх пай паман; |
| 4 |
| Иосиф ывӑлӗсенчен икӗ йӑх — Манассия йӑхӗпе Ефрем йӑхӗ — тухнӑ; левитсене ҫӗр пайне кӳртмен, вӗсене пурӑнма хуласем [анчах] панӑ, тата выльӑх-чӗрлӗх усрама, мӗн кирлине тивӗҫтерсе тӑма хула таврашӗнче уй-хир панӑ. |
| 5 |
| Ҫӳлхуҫа Моисее епле хушнӑ, ҫӗр валеҫнӗ чухне Израиль ывӑлӗсем ҫапла тунӑ та. |
| 6 |
| Иуда ывӑлӗсем Галгала Иисус патне пынӑ. Вара Халев — Кенезей ҫынни, Иефонния ывӑлӗ — ӑна каланӑ: Кадес-Варни хулинче манпала сан ҫинчен Ҫӳлхуҫа Моисее, Турӑ ҫыннине, мӗн каланине пӗлетӗн эсӗ; |
| 7 |
| Ҫӳлхуҫа чури Моисей мана Кадес-Варни хулинчен ҫӗр пӑхма янӑ чухне эпӗ хӗрӗхреччӗ; эпӗ ӑна мӗн курнине, чӗремре мӗн пуррине, каласа патӑм: |
| 8 |
| манпа пӗрле ҫӳренӗ тӑванӑмсем хӑйсен сӑмахӗпе халӑха хӑратса пӑрахрӗҫ, эпӗ вара шӑпах Ҫӳлхуҫа Туррӑм хушнӑ пек турӑм; |
| 9 |
| ҫав кунхине Моисей тупа туса каларӗ: «санӑн уру утса ҫӳренӗ ҫӗр ӗмӗрлӗхе санӑн, санӑн ачусен еткер ҫӗрӗ пулӗ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ шӑпах Ҫӳлхуҫа Туррӑм хушнӑ пек турӑн» терӗ; |
| 10 |
| акӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, Хӑй каланӑ пек, мана паянхи кунччен усрарӗ; Ҫӳлхуҫа Моисее ҫав сӑмаха каланӑранпа хӗрӗх пилӗк ҫул иртсе кайрӗ, Израиль халӑхӗ пушхирте ҫӳрерӗ; халӗ акӑ эпӗ сакӑрвун пиллӗкре; |
| 11 |
| анчах эпӗ халӗ те Моисей мана ҫӗр пӑхма янӑ чухнехи пекех ҫирӗп: унччен мӗнле вӑй-халлӑ пулнӑ, халӗ те ҫавӑн пекех — вӑрҫӑ вӑрҫма та, кӗрсе-тухса ҫӳреме те пултаратӑп; |
| 12 |
| эппин, ҫав кунхине Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, ҫак ту-сӑрта мана пар; ҫав кунхине эсӗ ху та илтрӗн, унта Енак ывӑлӗсем [пурӑнаҫҫӗ], хулисем вӗсен пысӑк, тӗреклӗлетнӗ хуласем; тен, Ҫӳлхуҫа манпа пӗрле [пулӗ те], эпӗ вӗсене, Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, хӑваласа ярӑп, тенӗ. |
| 13 |
| Иисус вара Халева — [Кенезей ҫыннине,] Иефонния ывӑлне — пилленӗ те ӑна Хеврон хулине еткерлӗхе панӑ. |
| 14 |
| Ҫапла вара, Халев — Кенезей ҫынни, Иефонния ывӑлӗ — Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ [хушнӑ пек] тӗрӗс тунӑшӑн, Хеврон паян кунчченех Халев еткерӗ шутланать. |
| 15 |
| Ӗлӗк Хеврон хулине Кириаф-Арба тенӗ — Енак ывӑлӗсем хушшинчи пӗр аслӑ ҫынна ҫапла чӗннӗ пулнӑ. Ӗнтӗ вӑрҫӑ чарӑннӑ, самана лӑпланнӑ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/joshua/014.mp3
24
14