БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Иуда ывӑлӗсен йӑхне, ӑрусеренӗн, акӑ ҫапла шӑпа тухнӑ: вӗсен ҫӗрӗ Идумейӑпа чикӗллӗ Син пушхирӗ еннелле, кӑнтӑралла тӑсӑлса, Феман вӗҫне тухнӑ; |
| 2 |
| кӑнтӑр енчи чикки Тӑварлӑ тинӗс хӗрринчен, кӑнтӑралла каякан тинӗс авринчен, пуҫланать те |
| 3 |
| кӑнтӑралла Акраввим тӳпемӗ енне тӑсӑлать, Цинран иртет, вара, кӑнтӑр енчен Кадес-Варни патнелле улӑхса, Хецрон витӗр тухать, Аддара ҫитиччен улӑхса [Кадесӑн анӑҫ енӗпе пырать,] Каркая еннелле пӑрӑнать, |
| 4 |
| унтан Ацмонран иртет, Египет юхӑм шывӗ патне ҫитет, ҫапла вара чикӗ вӗҫӗ тинӗс хӗррине пырса тухать. Ҫакӑ сирӗн кӑнтӑр енчи чикӗ пулать. |
| 5 |
| Тухӑҫ енчи чикӗ [тӑршшӗпех] Тӑварлӑ тинӗс хӗррипе пырса Иордан вӑррине ҫитиччен тӑсӑлать; ҫурҫӗр енчи чикӗ вара тинӗс авринчен, Иордан вӑрринчен пуҫланать; |
| 6 |
| ҫакӑнтан чикӗ Беф-Хогла патнелле улӑхать, ҫурҫӗр енчен Беф-Арава патнелле кайса тӑвалла Рувим ывӑлӗн Боганӑн чулӗ тӗлне ҫитичченех пырать; |
| 7 |
| унтан Ахор айлӑмӗнчен пуҫласа Давир патнелле улӑхса каять, ҫурҫӗр енче Галгал еннелле — юхӑм шывӑн кӑнтӑр енче вырӑнаҫнӑ Адуммим тӳпемӗ тӗлне — пӑрӑнать; унтан чикӗ Ен-Шемеш шывӗнчен иртсе Ен-Рогел патне ҫитет; |
| 8 |
| унтан чикӗ, Иевус теекен Иерусалимӑн кӑнтӑр енӗпе иртсе кайса, Енном ывӑлӗн айлӑмне улӑхать, вара сӑрт тӳпине — Енном айлӑмӗнчен анӑҫалла, Рефаим айлӑмӗ хӗрринчен ҫурҫӗрелле вырӑнаҫнӑ сӑрт тӳпине — хӑпарать; |
| 9 |
| сӑрт тӳпинчен чикӗ Нефтоах ҫӑлкуҫӗ патнелле пӑрӑнать, Ефрон тӑвӗ ҫинчи хуласем патне ҫитсе Ваал еннелле пӑрӑнать, вӑл ӗнтӗ Кириаф-Иарим хули пулать те; |
| 10 |
| вара чикӗ Ваал патӗнчен тинӗс патнелле пӑрӑнать [те] Сеир тӑвӗ енне [каять], Кесалон теекен Иеарим тӑвӗн ҫурҫӗр енӗпе иртсе Вефсамис патнелле анать, Фимна витӗр тухать; |
| 11 |
| унтан чикӗ Екронӑн ҫурҫӗр енӗпе кайса Шикарон патнелле пӑрӑнать, Ваал [ҫӗрӗнчи] ту урлӑ каҫса Иавнеила ҫитет, вара чикӗ вӗҫӗ тинӗс хӗррине пырса тухать. Анӑҫ чикки вара — Аслӑ тинӗс. |
| 12 |
| Иуда ывӑлӗсене ӑрусерен валеҫсе панӑ ҫӗрӗн чиккине пур енчен те кӑтартсассӑн ҫапла пулать вара. |
| 13 |
| Ҫӳлхуҫа Иисуса хушнӑ пек, [Иисус] ӗнтӗ Иефонния ывӑлне Халева та Иуда ывӑлӗсем хушшинче пай панӑ; [Иисус ӑна] Кириаф-Арба хулине, Енак ашшӗн хулине, [панӑ], вӑл хулана тепӗр тӗрлӗ Хеврон теҫҫӗ. |
| 14 |
| [Иефонния ывӑлӗ] Халев ҫав хуларан Енакӑн виҫӗ ывӑлне: Шешая, Ахимана, Фалмая — Енак ачисене — хӑваласа кӑларнӑ. |
| 15 |
| Ҫав вырӑнтан [Халев] Давир халӑхне хирӗҫ кайнӑ [ӗлӗк Давир хулине Кириаф-Сефер тенӗ]. |
| 16 |
| Халев каланӑ: кам Кириаф-Сефера туртса илсе йышӑнать, ҫавна хамӑн хӗрӗме Ахсана качча парӑп, тенӗ. |
| 17 |
| Хулине Гофониил — Халев тӑванӗн Кеназӑн [кӗҫӗн] ывӑлӗ — илнӗ, Халев ӑна хӑйӗн хӗрне Ахсана качча панӑ. |
| 18 |
| Ашшӗ килӗнчен тухса кайнӑ чухне ӑна ашшӗнчен хир ыйтма канаш панӑ, вара вӑл ашак ҫинчен аннӑ. Ашшӗ ӑна: мӗн кирлӗ сана? тенӗ. |
| 19 |
| Хӗрӗ каланӑ: мана пиллӗх пар; эсӗ мана кӑнтӑр енче ҫӗр патӑн, шыв та пар, тенӗ. Ашшӗ вара ӑна тури ҫӑлсемпе анатри ҫӑлсене панӑ. |
| 20 |
| Иуда ывӑлӗсен йӑхне ӑрусерен уйӑрса панӑ еткер ҫӗр ҫакӑ пулнӑ: |
| 21 |
| Идумея ҫӗрӗпе юнашар, кӑнтӑр енче, Иуда ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене ҫак хуласем тивнӗ: Кавцеил, Едер тата Иагур, |
| 22 |
| Кина, Димона, Адада, |
| 23 |
| Кедес, Асор тата Ифнан, |
| 24 |
| Зиф, Телем тата Валоф, |
| 25 |
| Гацор-Хадафа, Кириаф, Хецрон, тепӗр тӗрлӗ каласассӑн Гацор, |
| 26 |
| Амам, Шема тата Молада, |
| 27 |
| Хацар-Гадда, Хешмон тата Веф-Палет, |
| 28 |
| Хацар-Шуал, Вирсавия тата Визиофея, [вӗсенӗн ялӗсемпе хула таврашӗнчи ҫӗрӗсем,] |
| 29 |
| Ваала, Иим тата Ацем, |
| 30 |
| Елфолад, Кесил тата Хорма, |
| 31 |
| Циклаг, Мадмана тата Сансана, |
| 32 |
| Леваоф, Шелихим, Аин тата Риммон: пурӗ ҫирӗм тӑхӑр хула тата вӗсен ялӗсем. |
| 33 |
| Тата айлӑм ҫӗрти хуласем: Ештаол, Цора тата Ашна, |
| 34 |
| Заноах, Ен-Ганним, Таппуах тата Гаенам, |
| 35 |
| Иармуф, Одоллам, [Немра,] Сохо тата Азека, |
| 36 |
| Шаараим, Адифаим, Гедера е Гедерофаим: вунтӑватӑ хулапа вӗсен ялӗсем. |
| 37 |
| Ценан, Хадаша, Мигдал-Гад, |
| 38 |
| Дилеан, Мицфе тата Иокфеил, |
| 39 |
| Лахис, Воцкаф тата Еглон, |
| 40 |
| Хаббон, Лахмас тата Хифлис, |
| 41 |
| Гедероф, Беф-Дагон, Наема тата Макед: вунултӑ хулапа вӗсен ялӗсем. |
| 42 |
| Ливна, Ефер тата Ашан, |
| 43 |
| Иффах, Ашна тата Нециф, |
| 44 |
| Кеила, Ахзив, Мареша [тата Эдом]: тӑхӑр хулапа вӗсен ялӗсем. |
| 45 |
| Екрон хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласемпе ялсем, |
| 46 |
| Екронпа тинӗс хушшинчи, Азот таврашӗнчи пӗтӗм ял-хула, |
| 47 |
| Азот хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласемпе ялсем, Газа хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласемпе ялсем — Египет юхӑм шывӗпе чикӗ шутланакан Аслӑ тинӗс таранчченех. |
| 48 |
| Тата сӑртлӑхри хуласем: Шамир, Иаттир тата Сохо, |
| 49 |
| Данна, Кириаф-Санна, тепӗр тӗрлӗ каласассӑн Давир, |
| 50 |
| Анаф, Ештемо тата Аним, |
| 51 |
| Гошен, Холон тата Гило: вунпӗр хулапа вӗсен ялӗсем. |
| 52 |
| Арав, Дума тата Ешан, |
| 53 |
| Ианум, Беф-Таппуах тата Афека, |
| 54 |
| Хумта, Кириаф-Арба, тепӗр тӗрлӗ каласассӑн Хеврон, тата Цигор: тӑхӑр хулапа вӗсен ялӗсем. |
| 55 |
| Маон, Кармил, Зиф тата Юта, |
| 56 |
| Изреель, Иокдам тата Заноах, |
| 57 |
| Каин, Гива тата Фимна: вунӑ хулапа вӗсен ялӗсем. |
| 58 |
| Халхул, Беф-Цур тата Гедор, |
| 59 |
| Маараф, Беф-Аноф тата Елтекон: ултӑ хулапа вӗсен ялӗсем. [Феко, Ефрафа, тепӗр тӗрлӗ каласассӑн Вифлеем, Фагор, Етам, Кулон, Татами, Сорес, Карем, Галлим, Вефир тата Манохо: вунпӗр хулапа вӗсен ялӗсем.] |
| 60 |
| Кириаф-Ваал — тепӗр тӗрлӗ каласассӑн Кириаф-Иарим — тата Аравва: икӗ хулапа вӗсен ялӗсем, [хула таврашӗнчи ҫӗрсем]. |
| 61 |
| Пушхирте: Беф-Арава, Миддин тата Секаха, |
| 62 |
| Нившан, Ир-Мелах тата Ен-Геди: ултӑ хулапа вӗсен ялӗсем. |
| 63 |
| Анчах Иуда ывӑлӗсем иевусейсене, Иерусалим ҫыннисене, хӑваласа ярайман, ҫавӑнпа иевусейсем паянхи кунчченех Иуда ывӑлӗсемпе пӗрле Иерусалимра пурӑнаҫҫӗ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/joshua/015.mp3
24
15