БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ҫӳлхуҫа [Турӑ] Израиль халӑхне пӗтӗм таврари тӑшманӗсенчен хӳтӗлесе тӑнӑҫлӑ пурӑнӑҫ панӑранпа нумай вӑхӑт иртсессӗн, Иисус ӗнтӗ ватӑлса ҫитнӗ, сӗм ватлӑх патне ҫитсе тухнӑ. |
| 2 |
| Вара Иисус мӗнпур Израиль [ывӑлне], аслӑ ҫыннисене, пуҫлӑхӗсене, тӳрисене, халӑха пӑхса тӑракансене чӗнсе илнӗ те каланӑ: эпӗ ватӑлтӑм ӗнтӗ, сӗм ватлӑха ҫитрӗм. |
| 3 |
| Эсир Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫак халӑхсене пурне те хӑвӑр куҫӑр умӗнче мӗн кӑтартнине пӗтӗмпех куртӑр ӗнтӗ: Ҫӳлхуҫа Туррӑр сирӗншӗн Хӑй ҫапӑҫрӗ. |
| 4 |
| Акӑ эпӗ ҫакӑнта юлнӑ халӑхсен ҫӗрне те, хам ҫӗмӗрсе тӑкнӑ пур халӑхсен ҫӗрне те — Иорданран пуҫласа хӗвеланӑҫ еннелле Аслӑ тинӗс хӗррине ҫитиччен сарӑлса выртакан ҫӗре — сире, шӑпа тӑрӑх, еткерлӗхе валеҫсе патӑм. |
| 5 |
| Кунта юлнисене сирӗн умӑртан Ҫӳлхуҫа Туррӑр Хӑй хӑваласа ярӗ, [мӗн вӗлеричченех хӳтерӗ; вӗсене, вӗсенӗн патшисене тӗпӗ-йӗрӗпе пӗтерсе тӑкмашкӑн вӗсем ҫине тискер кайӑксем ярӗ], Ҫӳлхуҫа Туррӑр хӑвӑра каланӑ пек, эсир вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе илччӗр тесе, вӗсене сирӗн умӑрта пӗтерсе тӑкӗ. |
| 6 |
| Ҫавӑнпа ӗнтӗ Моисей саккунӗн кӗнекинче мӗн ҫырнине тӗп-тӗрӗс те тимлӗ туса тӑрӑр, унран сылтӑмалла та, сулахаялла та ан пӑрӑнӑр. |
| 7 |
| Хӑвӑр хушшӑра юлнӑ халӑхсемпе ан хутшӑнӑр, вӗсен туррисен ячӗсене ан асӑнӑр, [вӗсен ячӗпе] тупа ан тӑвӑр, вӗсемшӗн ан ӗҫлӗр, вӗсене ан пуҫҫапӑр, |
| 8 |
| ку таранччен пурӑннӑ пек, ӳлӗмрен те Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫумне ҫыпҫӑнса пурӑнӑр. |
| 9 |
| Ҫӳлхуҫа сирӗн патӑртан аслӑ та вӑйлӑ халӑхсене хӑваласа ячӗ, паян кунччен сирӗн умӑрта никам та тӳссе тӑраймарӗ; |
| 10 |
| сирӗнтен пӗри пин ҫынна хӑвалать, мӗншӗн тесессӗн, хӑвӑра каланӑ пек, Ҫӳлхуҫа Туррӑр сирӗншӗн Хӑй ҫапӑҫать. |
| 11 |
| Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Туррӑра пӗтӗм чун-чӗререн юратма тӑрӑшӑр. |
| 12 |
| Эхер те эсир, Унран пӑрӑнса хӑвӑр хушшӑра юлнӑ халӑхсене иленсессӗн, вӗсемпе хурӑнташланса кайса пӗр-пӗрин патне ҫӳреме тытӑнсассӑн, |
| 13 |
| пӗлсех тӑрӑр: ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫав халӑхсене сирӗн патӑртан хӑваламӗ, вӗсем хӑйсем сирӗншӗн мӑйкӑчпа таната пулӗҫ, куҫӑрсене тӑрӑнӗҫ, аякӑрсенчен чикӗҫ, ҫапла сире Ҫӳлхуҫа Туррӑр панӑ ҫак ырӑ ҫӗр ҫинчен пӗтерсе тӑкӗҫ. |
| 14 |
| Акӑ ӗнтӗ эпӗ ҫӗр ҫинчи мӗнпур чун каякан ҫӗре каятӑп. Эсир вара пӗтӗм чӗрӗрпе, пӗтӗм чунӑрпа пӗлсе тӑратӑр: Ҫӳлхуҫа Туррӑр сирӗн ҫинчен каланӑ мӗнпур ырӑ сӑмахран пӗр сӑмахӗ те кӑлӑх пулмарӗ; сирӗншӗн пӗтӗмпех пурӑнӑҫланчӗ, пӗр сӑмахӗ те пурӑнӑҫа кӗмесӗр юлмарӗ. |
| 15 |
| Анчах та Ҫӳлхуҫа Туррӑр хӑвӑра каланӑ пур ырӑ сӑмахӗ те сире ҫитсе тӑнӑ евӗр, Унӑн сирӗн тӗлӗшрен каланӑ усал сӑмахӗ те — хӑвӑра Ҫӳлхуҫа Туррӑр панӑ ырӑ ҫӗр ҫинчен пӗтерсе тӑкичченех — ҫитсе тӑрӗ. |
| 16 |
| Эхер те эсир Ҫӳлхуҫа Туррӑр хӑвӑрпа ҫураҫса хывнӑ халала пӑсса ытти турӑсене иленсессӗн, вӗсемшӗн ӗҫлеме тытӑнсассӑн, вӗсене пуҫҫапсассӑн, сире Ҫӳлхуҫа ҫилли ҫитӗ, вара эсир хӑвӑра [Ҫӳлхуҫа] панӑ ҫак ырӑ ҫӗр ҫинчен часах ҫухалӑр. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/joshua/023.mp3
24
23