БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Эпир сире чӑн малтанах пулнӑ, чӗрӗлӗх паракан Сӑмах ҫинчен ҫыратпӑр — эпир Ӑна хамӑр илтнӗ, хамӑр куҫпа курнӑ, хамӑр тӗсенӗ, аллӑмӑрпа сӗртӗннӗ: |
| 2 |
| чӗрӗлӗх килчӗ, эпир ӑна куртӑмӑр, ун ҫинчен пӗлтеретпӗр, ҫав ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ ҫинчен — Ашшӗнче пулнӑ, халӗ пирӗн патӑмӑра килнӗ пурӑнӑҫ ҫинчен — сире каласа паратпӑр, |
| 3 |
| сире хамӑрпа пӗрлештересшӗн эпир хамӑр курни-илтни ҫинчен каласа паратпӑр; пирӗнпе пӗрлешни Аттемӗрпе, Унӑн Ывӑлӗпе Иисус Христоспа пӗрлешни пулать. |
| 4 |
| Ҫакна эпир сирӗн савӑнӑҫӑр тулли пултӑр тесе ҫырса яратпӑр. |
| 5 |
| Эпир Унран илтнӗ, халӗ сире каласа паракан Ырӑ Хыпар ҫакӑ: Турӑ — ҫутӑ, Унра нимӗнле сӗмлӗх те ҫук. |
| 6 |
| Эпир Унпа пӗрлешнӗ тетпӗр пулсассӑн, хамӑр вара сӗмлӗхре ҫӳретпӗр пулсассӑн, апла эпир суеҫтеретпӗр, чӑнлӑхпа пурӑнмастпӑр; |
| 7 |
| Вӑл ҫутӑра тӑнӑ пек, эпир ҫутӑра ҫӳретпӗр пулсассӑн, вара пӗр-пӗринпе пӗрлешнӗ пулатпӑр, Унӑн Ывӑлӗн Иисус Христосӑн Юнӗ пире вара кирек мӗнле ҫылӑхран та тасатса тӑрать. |
| 8 |
| Пирӗн ҫылӑх ҫук тетпӗр пулсассӑн, эпир хамӑра хамӑр улталатпӑр, пирӗнте чӑнлӑх ҫук вара. |
| 9 |
| Ҫылӑхӑмӑрсене йышӑнса каласа кӑтартатпӑр пулсассӑн, Вӑл Хӑй тӗрӗс те тӳрӗ пулнӑран пирӗн ҫылӑхӑмӑрсене каҫарӗ, пире кирек мӗнле тӗрӗсмарлӑхран та тасатӗ. |
| 10 |
| Эпир ҫылӑха кӗмен тетпӗр пулсассӑн, Ӑна ултавҫӑ вырӑнне хуратпӑр, апла пирӗнте Унӑн сӑмахӗ ҫук. |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/1john/001.mp3
5
1