БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Эй ачамсем! эпӗ ҫакна эсир ҫылӑха кӗресрен ҫыратӑп; кам та пулин ҫылӑха кӗрсен, Атте Турӑ умӗнче пирӗн хута кӗрекен тӳрӗ Иисус Христос пур; |
| 2 |
| Вӑл — пирӗн ҫылӑхсене каҫарттаракан парне, пирӗн ҫылӑхсене ҫеҫ мар-ха, пӗтӗм тӗнче ҫылӑхӗсене каҫарттаракан парне. |
| 3 |
| Хамӑр Ӑна пӗлнине ҫакӑнтан курма пулать: Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑнатпӑр пулсассӑн — эпир Ӑна пӗлетпӗр. |
| 4 |
| Кам та кам: «эпӗ Ӑна пӗлетӗп» тет, хӑй Унӑн ӳкӗчӗсене уямасть, ҫавӑ — суеҫӗ, унра чӑнлӑх ҫук; |
| 5 |
| кам Унӑн сӑмахне уяса пурӑнать, ҫавӑ чӑнах та Турра юратакан пулса ҫитнӗ: хамӑр Унпа пӗрлешнине эпир ҫавӑнтан пӗлетпӗр. |
| 6 |
| Эпӗ Ун ӑшӗнче тӑратӑп теекен пурӑнасса та Ун пек пурӑнмалла. |
| 7 |
| Эй савнӑ тӑванӑмсем! эпӗ мӗн ҫырни сирӗншӗн ҫӗнӗ ӳкӗт мар вӑл, авалхи ӳкӗтех, ӑна сире малтанах панӑ. Авалхи ӳкӗт — эсир малтанах илтнӗ сӑмах вӑл. |
| 8 |
| Тата эпӗ ҫырни ҫӗнӗ ӳкӗт те пулать: вӑл — чӑнлӑх, вӑл Унра та, сирӗнте те пур: сӗмлӗх иртсе пырать ӗнтӗ, чӑн ҫутӑ ҫутатать. |
| 9 |
| Кам та кам: «эпӗ — ҫутӑра» тет, хӑй вара тӑванне кураймасӑр тӑрать, ҫавӑ халичченех сӗмлӗхре-ха. |
| 10 |
| Тӑванне юратакан ҫутӑра тӑрать, унра ултав ҫук. |
| 11 |
| Тӑванне курайман ҫын сӗмлӗхре тӑрать, сӗмлӗхре ҫӳрет, хӑй ӑҫта кайнине те пӗлмест, мӗншӗн тесессӗн унӑн куҫне сӗмлӗх хупласа илнӗ. |
| 12 |
| Эй ачамсем, сирӗн ҫылӑхӑрсене Унӑн ячӗшӗн каҫарнӑ, эпӗ сире ҫавӑнпа ҫыратӑп. |
| 13 |
| Эй аттесем, эсир малтанах Пуррине пӗлтӗр, эпӗ сире ҫавӑнпа ҫыратӑп. Эй ҫитӗннӗ ачасем, эсир усала ҫӗнтертӗр, эпӗ сире ҫавӑнпа ҫыратӑп. Эй ҫамрӑк ачасем, эсир Атте Турра пӗлтӗр, эпӗ сире ҫавӑнпа ҫыратӑп. |
| 14 |
| Эй аттесем, эсир Пуҫламӑшсӑррине пӗлтӗр, эпӗ сире ҫавӑнпа ҫыртӑм; эй ҫитӗннӗ ачасем, эсир вӑй-хӑватлӑ, сирӗн ӑшӑрта Турӑ сӑмахӗ тӑрать, эсир усала ҫӗнтертӗр, эпӗ сире ҫавӑнпа ҫыртӑм. |
| 15 |
| Тӗнчене те, тӗнчере мӗн пуррине те ан юратӑр, тӗнчене юратакан Атте Турра юратмасть. |
| 16 |
| Тӗнчере мӗн пурри пурте — ӳт кӗлени те, куҫ кӗлени те, пуянлӑхпа мӑнаҫланни те — Атте Турӑран килмест, ҫак тӗнчеренех тухать. |
| 17 |
| Тӗнче те, унта илӗртекенни-сӑхлантараканни те пӗтет, Турӑ ирӗкне туса тӑракан вара ӗмӗрех пурӑнать. |
| 18 |
| Эй ачамсем! юлашки вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ. Антихрист килмелле тенине эсир илтнӗ, акӑ халӗ темӗн чухлӗ антихрист ҫитрӗ, юлашки вӑхӑт ҫитнине эпир ҫавӑнтан пӗлетпӗр. |
| 19 |
| Вӗсем пирӗн хушшӑмӑртанах тухрӗҫ, анчах вӗсем пирӗннисем пулман: вӗсем пирӗннисем пулнӑ пулсассӑн, пирӗнпе пӗрлех юлнӑ пулӗччӗҫ, вӗсем тухса кайрӗҫ те — вӗсем пӗри те пирӗн пулманни палӑрчӗ. |
| 20 |
| Сире Святой Хӑй суйласа илнӗ: эсир пурне те пӗлетӗр. |
| 21 |
| Эпӗ сире эсир чӑнлӑха пӗлменрен ҫырмарӑм, чӑнлӑха пӗлсе тӑнӑран тата кирек хӑш суя та чӑнлӑхран маррине пӗлнӗрен ҫыртӑм. |
| 22 |
| Иисуса Христос мар теекенӗ ултавҫӑ пулмасан, тата кам ултавҫӑ пултӑр? Вӑл — антихрист, вӑл Ашшӗне те, Ывӑлне те йышӑнмасть. |
| 23 |
| Ывӑлне йышӑнман ҫыннӑн нихӑшӗн те Ашшӗ те ҫук; Ывӑлне ӗненекенӗн Ашшӗ те пур. |
| 24 |
| Ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир малтанах мӗн илтнӗ, ҫавна уяса тӑрӑр, малтанах мӗн илтнине уяса тӑрсассӑн, эсир Ывӑлӗнче те, Ашшӗнче те пулатӑр. |
| 25 |
| Вӑл пире пама асӑнни ҫакӑ: Вӑл пире ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ пама пулнӑ. |
| 26 |
| Эпӗ сире ҫакна хӑвӑра аташтаракан ҫынсем пуррипе ҫыртӑм. |
| 27 |
| Эсир Турӑ Ывӑлӗнчен илнӗ тивлет хӑвӑрӑнтах, ҫавӑнпа сирӗн камран та пулин вӗренме те кирлӗ мар; хӑвӑра суйласа илнӗ чухне панӑ тивлет сире хӑй пурне те вӗрентсе тӑрать, вӑл — чӑн, суясӑр; вӑл сире мӗне вӗрентнӗ, ҫавӑн пек, Унпа пӗрле, пулӑр. |
| 28 |
| Эй ачамсем, Унпа пӗрле пулӑр, Вӑл килсессӗн эпир хӑюллӑ пулар, Ун умӗнче намӑса юлмалла пулар мар. |
| 29 |
| Эсир Вӑл тӳррине пӗлетӗр пулсассӑн, тӗрӗс тӑвакан кирек кам та Унран ҫуралнине пӗлсе тӑрӑр. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/1john/002.mp3
5
2