БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Унтан эпӗ Турӑ Ҫуртӗнчен хытӑ сасӑ илтрӗм, вӑл ҫичӗ ангела каларӗ: кайӑр та Турӑ ҫиллине тултарнӑ ҫичӗ куркана ҫӗр ҫине тӑкӑр, терӗ. |
| 2 |
| Пӗрремӗш ангел кайрӗ те хӑй куркине ҫӗр ҫине тӑкрӗ — вара тискер кайӑк палли пур ҫынсене, унӑн сӑнне пуҫҫапакансене хӑрушла асаплантаракан, пӳрленсе тӑракан йӗрӗнмелле суран сӑрса илчӗ. |
| 3 |
| Иккӗмӗш ангел хӑй куркине тинӗс ҫине тӑкрӗ те — тинӗс вилнӗ ҫын юнӗ пек пулса тӑчӗ, тинӗсре мӗн чӗрри пӗтӗмпех вилсе пӗтрӗ. |
| 4 |
| Виҫҫӗмӗш ангел хӑй куркине юханшывсене, ҫӑлкуҫсене тӑкрӗ, унта та юн пулса тӑчӗ. |
| 5 |
| Эпӗ шывсен ангелӗн сассине илтрӗм, вӑл каларӗ: эй Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ тӳрӗ! Эсӗ пур, Эсӗ яланах пулнӑ, Эсӗ таса, Эсӗ тӗрӗс сут тӑватӑн: |
| 6 |
| вӗсем сӑваплӑ ҫыннусен, пророксен юнне тӑкрӗҫ, ҫавӑншӑн Эсӗ вӗсене юн ӗҫтертӗн: вӗсем ҫавна тивӗҫлӗ, терӗ. |
| 7 |
| Унтан эпӗ парне вырӑнӗ енчен тепӗри каланине илтрӗм, вӑл: эй Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа Турӑ! Санӑн сутусем чӑн, тӗрӗс, терӗ. |
| 8 |
| Тӑваттӑмӗш ангел хӑй куркине хӗвел ҫине тӑкрӗ — ӗнтӗ хӗвеле хӑйӗн вут-ҫулӑмӗпе ҫунтарма ирӗк панӑччӗ. |
| 9 |
| Вара ҫынсене тӳсмелле мар шӑрӑх ҫунтарса-ӗнтсе тӑчӗ, анчах вӗсем ӳкӗнмерӗҫ, Турра мухтамарӗҫ, ҫак асапсене тума ирӗк пур Туррӑн ятне хурларӗҫ. |
| 10 |
| Пиллӗкӗмӗш ангел хӑй куркине тискер кайӑкӑн аслӑ пуканӗ ҫине тӑкрӗ те — унӑн патшалӑхӗ сӗмлӗхе путрӗ. Асапланнӑран вӗсем чӗлхине ҫырта-ҫырта тӑчӗҫ, |
| 11 |
| хӑйсем пӗрех ӳкӗнмерӗҫ, хӑйсен асапӗсемшӗн, хӑйсен суранӗсемшӗн вӗсем ҫӳлти Турра хурларӗҫ. |
| 12 |
| Улттӑмӗш ангел хӑй куркине аслӑ Евфрат юханшывне тӑкрӗ те — унти шыв типсе ларчӗ. Ҫапла хӗвел тухӑҫӗ енчи патшасемшӗн ҫул уҫӑлчӗ. |
| 13 |
| Унтан эпӗ аҫтаха ҫӑварӗнчен, тискер кайӑк ҫӑварӗнчен тата суя пророк ҫӑварӗнчен тухакан шапа евӗрлӗ виҫӗ таса мар сывлӑш куртӑм: |
| 14 |
| вӗсем — шуйттан сывлӑшӗсем, хӑват тӑвакансем; вӗсем тӗнчери ҫӗр ҫинчи пур патшана та Пурне те Тытса Тӑракан Туррӑн аслӑ кунӗнче вӑрҫӑ вӑрҫма пухасшӑн тухаҫҫӗ. |
| 15 |
| «Акӑ Эпӗ вӑрӑ пек систермесӗр пыратӑп: ӳт ирсӗрне ан курччӑр, ҫарамас пулас мар тесе, ҫывӑрмасӑр, хӑй тумтирне сыхлакан ҫын телейлӗ». |
| 16 |
| Патшасене вӑл еврейла Армагеддон теекен вырӑна пуҫтарчӗ. |
| 17 |
| Ҫиччӗмӗш ангел хӑй куркине сывлӑша сапрӗ те — тӳпери Турӑ Ҫуртӗнчи аслӑ пукан патӗнчен хӑватлӑ сасӑ, — «Пулса ҫитрӗ!» тени, — илтӗнсе кайрӗ. |
| 18 |
| Вара ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, аслати авӑтрӗ, сасӑсем кӗрлерӗҫ, ҫӗр кисренчӗ, ун пекки ҫӗр ҫинче этем пурӑна пуҫланӑранпа та пулман. Ҫав тери хытӑ чӗтренчӗ! Хӑрушла чӗтренчӗ! |
| 19 |
| Вара аслӑ хула виҫӗ пая саланса кайрӗ, суя тӗнлӗ халӑхсен хулисем пӗтрӗҫ. Турӑ аслӑ Вавилон ҫинчен аса илчӗ те ӑна Хӑй ҫилли хаярлӑхӗн эрехне тултарнӑ курка пачӗ. |
| 20 |
| Пур утрав та тарчӗ, тусем те ҫухалчӗҫ, |
| 21 |
| ҫынсем ҫине тӳперен талант пысӑкӑш пӑр ҫурӗ; пӑр ҫапнипе пулнӑ асапшӑн ҫынсем Турра хурларӗҫ: асапӗ питӗ хӑрушӑччӗ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/revelation/016.mp3
22
16